Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫса (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уяр кунсенчен пӗринче, ҫамрӑк уйӑх чухне, вӑрттӑн калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, ачапа ӑнман арҫын нумай ачаллӑ ҫемье килне пырать, чӳрече янахӗнчен шаккать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрӗ ҫуралнӑ хыҫҫӑн саккӑрмӗш кун, каҫхине, калаҫса татӑлнӑ пекех Лукарье ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Астӑватӑн-и, эпир Мишшук кумпа тата унӑн арӑмӗпе Альтунпа калаҫса татӑлнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хура ҫӳҫлӗскер, хӑйне евӗр питӗ илемлӗскер, Нюҫҫа темле каччӑна та ҫавӑрма пултаратчӗ, анчах Ванюша, калаҫса татӑлман килӗшӳ тунӑ пек, айккине хӑварса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Калаҫса пынӑ май вӗсем почтальон килне ҫитнине сисмен те.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь хӗр вӑрлани ячӗшӗн кӑна пулнӑ, хӗрпе каччӑ маларахах калаҫса килӗшнӗ кун пирки, ӗлӗк-авалхи пек вӑйпа туман ҫак йӑлана.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсир калаҫса килӗшнӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эсир калаҫса килӗшни, мӗн вара, пурнӑҫланмастьим? — кулянса ыйтрӗ ватти.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унтан хӑйӗн кумӗпе Улатимӗрпе шӑппӑн калаҫса килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ывӑлӗсене вӑратас мар тесе вырӑн ҫинче шӑппӑн калаҫса выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав асра юлнӑ тӗлпулу хыҫҫӑн тепӗр кун Ваҫилен кулянмалли тупӑнчӗ: калаҫса килӗшрӗҫ пулин те, Ванюш вӑййа тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл евӗксӗр, кулӗ тата, ҫитменнине ялта калаҫса ҫӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем Сӑваплӑ Лаврентий юханшыв айлӑмӗпе ҫул кӑтартса пыма калаҫса татӑлнӑ.

Они выступали в качестве проводников в долине реки Святого Лаврентия.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Мучипе ачасем пӗр калаҫса тӑмасӑрах тӗпсӗр кӳлӗ патне ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ пӗр ушкӑн ача тем калаҫса ҫул тӑрӑх тусан кӑларса таплаттарса пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ман шутпа, ҫӗр эпир халӗ мӗн калаҫса тӑнине те илтет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ваттисемпе калаҫса пӑхас пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпир калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра вӑл пӗр шит пуль ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ вӗсем кӗл туса пӗтерчӗҫ пулас та тем калаҫса пӳрте кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӗтӳ янӑ хыҫҫӑнах кӗлт-калт каҫхи апат ҫырткаларӗҫ те калаҫса татӑлнӑ пекех пӗр вӑхӑт тӗлнех укӑлча умӗнче тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех