Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Апла пулсан, — юриех ытарласа калаҫрӗ Хветюк мучи, — малашне кантӑр акассине пӑрахма тивет.
Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.
— Пракух, — ятламасӑрах калаҫрӗ Семен Петрович Пракухпа, — шӑнкӑрчна эс шкула илсе кил-ха.
Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.
Юлашкинчен Василий Петрович учитель тухса калаҫрӗ.
Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.
Пухура Палюк мучи те хӗрсех калаҫрӗ.
Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.
Пӗри, фотоаппарат ҫакни, Ҫинукпа Маюка пӗрле те, уйрӑм та ӳкерчӗ, куҫлӑх тӑхӑнни вӗсемпе темиҫе сехет хушши калаҫрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Маюк та тухса калаҫрӗ:
Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.
Университетрах-и? — пӗр виҫе калаҫрӗ учитель.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Паян ирхине радио яланхи пекех кӑмӑллӑ, ҫемҫе те хулӑн сасӑпа калаҫрӗ.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
— Темӗнле типӗ мунча ҫинчен калаҫрӗ пачӑшкӑ, — сӑмах хушрӑм эпӗ.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анне пичче валли ҫӑм тӑла тума ҫӑм ҫитменни ҫинчен тарӑхса калаҫрӗ.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Эпӗ кунта ҫӗрле Парамон патенчех юласшӑнччӗ, вӗсен сестрасем ҫитмеҫҫӗ, эп чирлисене кирлӗ пулма пултараттӑм — хӑвармарӗҫ, юрамасть теҫҫӗ, — куҫне шӑлнӑ май ӳпкелешсе калаҫрӗ ватӑ ҫын.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ыйтрӗ ҫеҫ те мар-ха, тархасларӗ, макӑрас пек сасӑпа калаҫрӗ.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ирхине тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тӑрса утиччен, тен, халех пырӑн, Укка? — Михапар ыйтнине хӑлхине чикмесӗр ун арӑмӗпе калаҫрӗ Микулай.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Мӗн ухмахӗшӗн йӑтса ҫӳретӗр вӑл ӑна килне ҫити? — ҫиллессӗн калаҫрӗ Михапар.— А на кой он станет его домой таскать? — сердито возразил Михабар.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫын, сӑмах пӗтнӗ чухнехилле, пат татса хумарӗ, ыйтӑва татах сӳтсе явма хатӗр пулнӑ евӗр те хута кӗнӗ пекрех те иккӗленсе калаҫрӗ.
Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унти старастапа калаҫрӗ.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пуринчен ытла Тӗмеркке калаҫрӗ.
Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ультюҫ кинеми килмен пулсан эп халӗ те пайтахчен тӑраймастӑм пулӗ, — хӑйсем патнелле пӗчӗк карчӑк чӗреспе йывӑҫ курка йӑтса пынине курса кӑмӑллӑн калаҫрӗ Ухтиван.
Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫавӑнпа пӗр вӑтанмасӑрах калаҫрӗ Ивук.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Ик-виҫӗ хут та тарса килсе пӑхрӗ вӑл, каяллах тыта-тыта ӑсатрӗҫ, — калаҫрӗ ҫенӗк умне тухса тӑнӑ Елизавета Ивановна.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.