Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав чӑваш: «Эпир ӑна туса патӑмӑмӑр та, вӑл пиртен ҫав хаксемпе илет…», — терӗ кӳренсе…

Куҫарса пулӑш

«Ҫын укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй укҫипе тавар тума пуҫлать...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 7990625370

Мамӑклӑ тискер кайӑк тиресем сутса Совет Союзӗ ылттӑн илет, ҫав ылттӑн фабрикӑсемпе заводсем валли ютҫӗр-шывсенчен хӑш-пӗр машинӑсем туянма кирлӗ.

Пушнина дает Советскому Союзу золото, нужное для покупки за границей некоторых машин для заводов и фабрик.

Мамӑк тир промысли // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Поляр утравӗсем ҫинче ҫур ҫул ытла хӗл тӑрать, утравсене океанӗ-мӗнӗпех пӑр хупласа илет, юр витсе лартать.

Больше половины года стоит на полярных островах зима, и острова вместе с океаном закованы во льды и покрыты снегом.

Поляр утравӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫывхарса килекен инкекрен ниепле те пӑрӑнса юлма май килменнине туйса тӑни ман чуна каллех пӑрлантара-пӑрлантара илет.

И снова меня оледенило предчувствие непоправимой беды.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ашшӗ уйӑхра миҫе тенкӗ ӗҫлесе илет?» — тесе ыйтаҫҫӗ.

Сколько зарабатывает его отец?»

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Мӗн ачаранпах мана самолетсем килӗшетчӗҫ, вӗсемпе ҫыхӑннӑ пур япаласем те, ҫавӑн пекех ҫемьере те, шкулта та патриотла воспитани парасси пысӑк вырӑн йышӑнса тӑратчӗ, - аса илет ветеран.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен професси пур // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ur-3494333

Пушкӑрт электронлӑ промышленноҫ сферинче промышленноҫ технопаркӗсен инфратытӑмне аталантарма 504 млн федераци укҫи-тенкине илет.

Башкирия получит федеральное финансирование в размере 504 млн рублей на развитие инфраструктуры промышленных технопарков в сфере электронной промышленности.

Пушкӑртстан радиоэлектронлӑ технопарк тума 504 млн тенкӗ федераци субсидине илет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... et-3480272

Наталия Ивановна кӑҫалхи февраль уйӑхӗнчи событисене тӗпӗ-йӗрӗпе аса илет, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн боецсене тыл пулӑшӑвӗ ҫав тери кирлине чӗри патне ҫывӑх илнӗ.

Наталия Ивановна вспоминает события февраля этого года в мельчайших подробностях, ведь она настолько близко к сердцу приняла, что помощь тыла так необходима нашим бойцам.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Ветеран 1970-мӗш ҫулсенче делегаци составӗнче ытти колхозниксемпе пӗрле Болгарие кайнине аса илет, унта ҫынсем Ситекпуҫӗнчинчен начартарах пурӑннинчен тӗлӗннӗ.

Ветеран вспоминает, как в 1970-е годы в составе делегации вместе с другими колхозниками ездил в Болгарию, был удивлен, что там люди жили скромнее, чем в Седякбаше.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Хӑйӗн вӑрӑм хобочӗпе вӑл йывӑҫ ҫинчи туратсене, ҫимӗҫсене тата-тата илет.

Длинным хоботом срывает ветви и плоды с деревьев.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сывлӑш мӗн чухлӗ ӑшӑрах, вӑл шыв пӑсӗсене ҫавӑн чухлӗ нумайрах илет.

Чем теплее воздух, тем больше он вбирает в себя водяных паров.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑй тавра ҫӗр пӗр талӑкра ҫавӑрӑнса илет.

Полный оборот вокруг себя зе5ыя совершает за сутки.

Кунпа ҫӗр мӗншӗн пулаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пылчӑклӑ пӑтранчӑк шыв вар тӑрӑх кӗрлесе юхать, унӑн ҫыранӗсене пыра-пыра ҫапӑнать, ҫӗре ката-ката илет, катӑкӗсене вара анаталла юхтарса каять.

С шумом несется по оврагу грязная, мутная вода, бьет в его берега; отрывает глыбы земли и уносит их вниз по оврагу.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыва тата ҫӗр те сӑхса илет.

А часть воды просочилась в землю.

Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Типсе кайнӑ ҫӗр ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсене хӑвӑрт сӑхса илет те исленсе каять.

Сухая земля быстро впитывает первые капли дождя и намокает.

Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсене вӑл ҫав тӗл пулу кунӗ ҫитсенех пурне те аса илет акӑ.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑхӑтран вӑхӑта вӑл аллине ҫӗклет те хуллен, кӑшт ҫеҫ тӗртӗнсе, ал лаппипе хӗр ҫӳҫне шӑлкаласа илет.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл сасартӑк ку сӑмах унӑн Оли ҫинчен мар, темле урӑх ҫын ҫинчен пынине тавҫӑрса илет.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӗр хул пуҫҫийӗсене кӑрт-карт туртӑнтарса илет те, юнашар пӳлӗме кӗрсе, хӑй хыҫҫӑн алӑка хупать.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов ҫав хута калама ҫук тӗлӗнсе кайнӑ сотрудница аллинчен картах туртса илет.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех