Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачине (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӑчӗ те, ачине ҫавӑтса, малалла утрӗ, ун хыҫҫӑн вара, йӗрсе-макӑрса, пӗчӗк ачине алӑра тытса, арӑмӗ утрӗ.

Он встал, взял мальчика за руку и пошел, а за ним, рекой разливаясь, пошла и его жена с малым ребенком на руках.

I // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

«Эсӗ ӗмкӗҫлӗ чӗчӗ ачине мӗн тума илсе килмерӗн тата?» теме пултараҫҫӗ.

«Ты бы ещё, — скажут, — младенца с соской привёл!»

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Ҫав нушаран хӑтӑлса юлас ӗмӗтпе, вӑл хӗрне чухӑн ачине качча пама шутланӑ.

И порешил выдать свою дочь за бедняка: думал, наверно, что тогда его не тронут.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Акӑ, пӑх-ха: хӑй ывӑлӗ ҫара уран чупать, кӗтӳ ачине тахҫанах тӑхӑнтарнӑ.

Вот погляди: свой сынишка босиком бегает, а пастушок давно обут.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпир вӗсене ашшӗ-амӑшӗ хӑй ачине вӗрентнӗ пек вӗрентме пуҫласан, тӗрӗс пулӗ-и?

Правильно ли будет, если мы станем их воспитывать, как родители воспитывают детей, то есть вести на поводу?

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ачине ӗмӗртсе, юрла-юрла ҫывӑрттарса янӑскер, Нина, кӗҫӗр мӗн курни-илтнипе ӑшне вӗҫтерсе, алӑкӑн-тӗпелӗн ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те, канса кӑтӑш пулса илем тесе, тӗпел кукринелле сулӑннӑччӗ кӑна — шӑп ҫав вӑхӑтра урам енчи чӳречерен такам тӑкӑр-тӑкӑр тутарчӗ йыхравлӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Нина кӑмака ҫывӑхӗнче тӑраканскер, шарт сиксе, вӗҫнӗ пек хыпӑнса пычӗ сӑпка патне, ачине хӑпӑл-хапӑл йӑтрӗ те, кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, чаршав хыҫнелле хыпаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«У териех мӗн асапланмалли, куҫ хам патӑма, пурӑнкалӑпӑр, ачине те пӑхма пулӑшӑп», — терӗ те Мукуҫ мучи — тапранса тухрӑмӑр-ха, ак, куратӑн…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫапла вӗт, пепкемҫӗм, ҫапла-и? — те ыйхи тӗлӗшне, те чӗркемре чылай вӑхӑт выртнипе кӑмӑлсӑрланнӑн сасартӑк хыттӑн сас панӑ ачине сӑлкара сиктернӗ евӗр «и-и-и, и-и-и» тесе, тӑрӑшсах кӗвӗллӗн сиктерме тытӑнчӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗн-и, ачине те пӗртте курасшӑн мар-и вара вӑл?

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ан ҫиллен ӗнтӗ, ҫак ачапа тӗрмешсех… — терӗ вара йӗрмӗшме пикеннӗ ачине сисӗнкӗсӗр йӑс-йӑс силлесе.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑрах аллипе ачине йӑтнӑ Нина, тепӗр аллипе — ҫыхӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӑл хӑйне, арӑмне, Со-чжуна тата кӗтӳ ачине кӑтартрӗ.

— Он указал на себя, жену, Со-чжу и пастушка.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак хушӑра карчӑкпа старик килӗнчен пӗр корзина ҫӗрулми йӑтса килчӗҫ, ӑна кӗтӳ ачине леҫсе пама ыйтрӗҫ.

Пока он ходил, старик и старуха Тянь приволокли из дому полную корзину картофеля и попросили отвезти в подарок пастушку.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

У Цзя-фу кӗтӳ ачине хӗнени помещикӑн ытти пиншер тискер ӗҫӗсемпе танлаштарсан, тен нимех те мар пуль, анчах вӑл типӗ тар ҫине хӗлхем пырса ӳкнӗ пекех пулчӗ.

Избиение пастушка У Цзя-фу было, быть может, самым ничтожным среди тысячи других злодеяний помещика, но оно оказалось искрой, упавшей на сухой порох.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ачине пытарнӑ хыҫҫӑн Дасаоцза кан ҫинче пӗр чарӑнмасӑр виҫӗ кун йӗнӗ.

После похорон Дасаоцза проплакала на кане три дня.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Дасаоцза ачине йӑтса килне чупнӑ, унӑн шӑтнӑ тӑнлавне кӗл сапма пуҫланӑ.

Дасаоцза, подняв его, побежала домой и стала присыпать висок золой.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак вӑхӑтра Коу-цзы ятлӑ ачине йӑтнӑ Дасаоцза килсе ҫитнӗ.

В этот момент подоспела Дасаоцза со своим Коу-цзы на руках.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсен, мӗскӗнсенӗн, кум тума та никам та пулман; пулсан та, хӑна пӑхмалӑх вӑй пулман, ҫавӑнпа та никам та вӗсен ачине тытма пыман.

А как они бедные, угостить им кумов да гостей нечем, — не идет к ним никто крестить!

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Игнат, ахӑрнех, ачин кӑмӑлне куҫран пӑхсах туйса илнӗ пулас: вӑл хӑй вырӑнӗнчен вӑрт-варт сиксе тӑнӑ та, ачине алӑ ҫине илсе, кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн чӑмӑртанӑ.

Игнат, должно быть, по глазам сына отгадал его чувства: он порывисто встал с места, схватил его на руки и крепко прижал к груди.

II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех