Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ас сăмах пирĕн базăра пур.
ас (тĕпĕ: ас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Бильдер керменӗнчен тӗтӗм тухни курӑнмасть, тӗтӗмсӗр вара эпӗ ас тӑваймастӑп.

— Не видно дымка из дворца Бильдера, а без дымка что-то я позабыл.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Тата ас тӑвӑр: эрех — вилӗм, аркану, унран сыхланӑр, ачамсем.

И помните, что вино — гибель, опасайтесь его, дети мои.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ал тупанӗ ҫинче — мӗн чухлӗ, ас тумастӑп, ылтӑн хӑйӑрӗ.

И держал я в руке, сколько не помню, золота.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ас тӑватӑн-и, Пичке, Сингапуртан эпир хӑҫан тухрӑмӑр?

 — Ты помнишь, Буек, когда мы вышли из Сингапура?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

— Ральф, — терӗ Пӑрӑҫ, — ас тӑватӑп-ха эсӗ пӑрҫана салӑпа пӗҫернине тата типӗтнӗ сурӑх какайне ӑшаланине.

— Ральф, — сказал Перец, — я помню, как хорошо ты варил бобы с салом и жарил вяленую баранину.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Урӑх нимӗн те ас тумастӑп.

Более я ничего не помню.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Ас тӑватӑр-и: эпӗ вахтӑна тухнӑ каҫ ҫӑра тӗтре карнӑччӗ.

— В ту ночь, когда я вышел на вахту, — вы помните, — был сильный туман.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

— Ӗненсемӗр: чӗлӗм чӗртсе янӑ ҫак самантчен эпӗ хампа мӗн пулса иртнине ас тумастӑп.

 — Уверяю вас, до того момента, как мне захотелось курить, — я не помню, что со мной было.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Вӑл кӗсменне пӑрахрӗ, ларчӗ, малалла унпа мӗн пулса иртрӗ — ас тумасть; ӑнӗ мӑкалчӗ, шухӑшӗн вӑйсӑр, чирлӗ вӑйӑмӗ шыв тӗпӗн ӑшӑха лексе ҫапӑнакан чӑштӑртатӑвне, ҫыранӑн типӗ сывлӑшне, лӑпкӑлӑха ярса тытасшӑнччӗ…

Он бросил весло и сел, что было с ним дальше — он не помнил; сознание притупилось, слабые, болезненные усилия мысли схватили еще шорох дна, ударяющегося о мель, сухой воздух берега, затишье.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫапла, Пэд хӑйӗн позицине ҫирӗп ас туса тӑнӑ, шӑпах ҫакӑ пӗтерчӗ те ӑна.

Да, Пэд твердо помнил свою позицию, и память погубила его.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Эпӗ Гарлей Рупорпа ҫыхланнӑ тапхӑрта (вӑл ултӑ ҫул каялла витӗрех пӑшал етри тухнипе ишсе кайрӗ) кунашкалли пачах та ҫукчӗ: кӑмӑлӗ килсен кашниех трюма аннӑ, унта, ас тӑватӑп, фермерсен вун-вун вӑкӑрӗ тӑратчӗ; анатчӗҫ те кирек хӑш выльӑха та револьверпа шаплаттаратчӗҫ, хӑйсене килӗшекен татӑка каса-каса илетчӗҫ.

Когда я путался с Гарлеем Рупором (он отчалил шесть лет назад, простреленный картечью навылет) — не было ничего подобного: каждый, кто хотел, шел в трюм, где, бывало, десятками стояли хорошие фермерские быки, разряжал револьвер в любое животное и брал тот кусок, который ему нравился.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫав каҫринчен тӗттӗмрех хӑҫан та пулин пулнӑ-ши — ас тумастӑп.

Не знаю — было ли еще когда-нибудь темнее, чем в эту ночь.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ кӗсменҫӗсемпе тулнӑ кимӗ карапран уйрӑлчӗ; Ассоль вӗсен хушшинче хӑй мӗн ачаранпа пӗлекен, тӗтреллӗн ас тӑвакан (ӑна халӗ ҫапла туйӑнать) ҫынна курать.

От него отделилась лодка, полная загорелых гребцов; среди них стоял тот, кого, как ей показалось теперь, она знала, смутно помнила с детства.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Килне мӗнле пӑрахса хӑварнине ас тумасӑр, пулса иртекен ӗҫӗн ҫӗнтерейми ҫилӗ айне лекнӗскер — Ассоль тинӗс хӗрринелле чупрӗ; пӗрремӗш кӗтесрех вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗрен тӑпах чарӑнчӗ; ури лӗнчӗрех кайрӗ, сывлайми пулса пӳлӗнчӗ, ӑс-тӑнӗ ҫӳҫ пӗрчинчен ҫеҫ тытӑнса тӑрать.

Не помня, как оставила дом, Ассоль бежала уже к морю, подхваченная неодолимым ветром события; на первом углу она остановилась почти без сил; ее ноги подкашивались, дыхание срывалось и гасло, сознание держалось на волоске.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Эпӗ сире пурне те паллатӑп, пурне те ас тӑватӑп, хисеплетӗп».

Я вас узнаю всех, всех помню и почитаю».

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑранса кайсан — вӗсенчен вӑл ури тӗпӗнчен чӗри патне хӑпартлантарса тата шӑнтса хӑпаракан сенкер шыв йӑлтӑртатӑвне ҫеҫ ас туса юлать.

Из них, проснувшись, она припоминала лишь сверканье синей воды, подступающей от ног к сердцу с холодом и восторгом.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Мӗн каларӑм ӑна — нимӗн те ас тумастӑп; юлашкинчен вӑл кулам пек тукаларӗ, карҫинккара кӑштах чаваланчӗ, хӑш-пӗр япалана тыта-тыта пӑхрӗ, унтан тепӗр хут тутӑрпа чӗркерӗ те каялла пачӗ.

Что я ему сказала, я ничего не помню; под конец он усмехнулся, порылся в моей корзине, посмотрел кое-что, потом снова завернул, как было, в платок и отдал обратно.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫакна та ас ту.

Запомни также.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах вӑл хӑйне килӗнче кӗтсе илнӗ чухнехи янӑравлӑ кӗске кулла — чӗрери ачаш кӗвӗпе тулнӑскере — яланлӑхах ас туса юлчӗ.

Но он уже навсегда запомнил тот короткий грудной смех, полный сердечной музыки, каким встретили его дома.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ас тӑвӑр, тӑхлачсем, сисмесӗр тӑрса ан юлӑр!

Тетки, вам бы не прозевать!

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех