Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авӑ сăмах пирĕн базăра пур.
авӑ (тĕпĕ: авӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авӑ халӗ эсӗ — миллионер, эпӗ вара — малтанхи пекех чухӑн.

И вот — ты миллионер, а я — по-прежнему нищий.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.

Авӑ пысӑк пӑрахут килет, — ҫирӗм пин тонна шӑккалат.

Вот идет большой пароход, — двадцать тысяч тонн шоколаду.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Авӑ, — терӗ Битт-Бой, — баклан вӗҫет; кӗҫех вӑл шыва анса ларать.

— Вот, — сказал Битт-Бой, — летает баклан; скоро он сядет на воду.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Илсе килӗр пулла, авӑ вӑл.

 — Принесите рыбу, вон она!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Авӑ аслӑ тӑван Варнава килет!

Вот идет старший брат Варнава.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Авӑ, сӑмахран, виҫӗ… ҫук — тӑватӑ ылтӑн курка… пӗри авӑннӑ; унтан — пӗчӗк турилккесем… кӑкшӑм, ӑна ылтӑн ҫӗлен явакланӑ, ешчӗкӗ ҫинчи кӗлеткеллӗ пӗчӗк арча…

Вот, например, три… нет — четыре золотых кружки… одна смята; затем — маленькие тарелки… кувшин, обвитый золотой змеей, ларец с фигуркой на ящике…

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Хамӑр, авӑ, мӗнле йӑнӑшатпӑр…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Минина вӑл, эшкерти вӑрӑ-хурахсене пурне те харӑс тытма меллӗрех пулӗ тесе, кунта кӑна илсе килтерттересшӗнччӗ, ӗҫ-пуҫ авӑ епле явкаланса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, каллех шӑнтать, авӑ, ун пек чухне камӑн уйра, вӑрман хӗрринче, шӑл шаккаса тӑрас килтӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑмака умӗнчи стена ҫине, авӑ, темиҫе ҫӳлӗклӗ сентре ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Усалли усал пулас, авӑ, Сӑпание халӗ те-ха хаяррӑн пӑха-пӑха илет, хӑрлатасса хӑрлатмасть те, асав шӑлне кӑтартса, ҫӑварне ҫав-ҫавах йӗркелет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Поселокӗ ӳсет ӗнтӗ, авӑ, чугун ҫул хӗрринчи урамра тем тӑршшӗ йывӑҫ бараксем лартса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫе хӑнӑхасси тесен, революциччен пиртен нихӑшӗ те нимех те пӗлмен, ҫапах тӑрмашатпӑр, авӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ывӑлӗ, авӑ, Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техникумне вӗренме кӗнӗ тенӗччӗ иртнӗ тӗлпулура, ун пирки те ыйтса пӗлсен пӑсмӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, сӑмах калама вӑхӑт, халӑх, авӑ, кӗтсе ывӑнчӗ те каллех шавла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Авӑ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Авӑ епле икке-ен, — тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй, авӑ, ял учителӗнчен райӗҫтӑвком председателӗн заместительне ҫити ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн чӑваш ҫӗрӗ ҫинчех хӑварчӗҫ, ҫавӑнтанпа, чӑннипе хуҫалӑх ӗҫне ҫав тери юратать пулсан та, авӑ, тӑршшӗпех тӗрлӗ йӑх-яхпа кӗрешмешкӗн тивет-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Революци пулнӑранпа кӗҫех вунӑ ҫул тулать, эпир, шурӑ гвардеецсене, нумай-нумай патшалӑх интервенчӗсене ҫӗнтерсе, тӑван ҫӗршывран кӑларса сирпӗтнӗскерсем, авӑ, темле Калюков хурахӗсене тытса пӗтерейместпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех