Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑрӑшса (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫывӑрса выртма вӑхӑт мар халь, Тукай абзы, атя часрах Хусана, сана унта княҫсем, мӑрсасем, улансем кӗтеҫҫӗ, — терӗ ачасенчен аслӑраххи, хӑйне мӑн ҫын пек тытма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ку пирӗн мӗскӗн Сююнбике пулать, — чӗвӗлтетрӗ вӑл ҫамрӑк арӑм аллипе хан аллине пӗрлештерме тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ кунта мӗн туса пурӑнатӑн? — терӗ вӑл думнӑй дворянина хӑтӑрнӑ пек кӑтартма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑрӑшса, мекӗрленсе вуланӑран-и е тарӑхнипе, ун ҫамки ҫине тар тапса тухрӗ, хан ӑна сисмесӗр ҫав-ҫавах грамотӑпа тӑрмашрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсене пурне те чаплӑ, тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑнтарнӑ, ҫӳҫӗсене тӑрӑшса ҫивӗтленӗ, пичӗсене аманса кӑвакарнӑ вырӑнсем ан палӑрччӑр тесе писев сӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Л.Черкесов районти депутатсен корпусне ҫирӗплетсе Вӑрмар район аталанӑвӗшӗн пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемеллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

«Тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ коллективра, кунне 5-6 ҫурт патне ҫитеретпӗр газ пӑрӑхӗсене», - пӗлтерет Алексей Иванович.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫуртсене газификацилесе пӗтерес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ // А.АРТЮКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9702-ujr-m-c ... -v-jlatacc

Вӗсен йышӗнче Александр Кузьминпа Алексей Николаев электрогазосварщиксем, Владимир Федоров, Владислав Михайлов, Павел Филиппов слесарьсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫуртсене газификацилесе пӗтерес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ // А.АРТЮКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9702-ujr-m-c ... -v-jlatacc

Вӗсем тӑрӑшса та юратса ӗҫленине курса хамӑн та татах та тӑрӑшса ӗҫлес килет.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Вӗсем тӑрӑшса, яваплӑха туйса ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Унта та вӑл тӑрӑшса ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Юрий Иванович тӗп инженерта 10 ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

— Усал шухӑш тытнӑ эсӗ, анчах тӑрӑшса пӑхӑп.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Питӗ ӗҫчен-ҫке ҫак Ятламас, киле ҫитнӗ-ҫитмен пушӑта кайнӑ, — терӗ хӗр ӑна ирттерсе яма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем пӗве кӗнӗ хӗрӗсемпе авлантармалла пулнӑ ывӑлӗсем ҫинчен, сӑмсисене шӑлайман ачи-пӑчипе килти кайӑк-кӗшӗкӗ ҫинчен, хӗл каҫиччен миҫе хутӑр ҫип арланипе миҫе тӑрӑх пир тӗртни ҫинчен, хӑнана кайсан мӗнле ӗҫсе ҫинипе кампа урлӑ пулни, кампа туслашни ҫинчен, ҫӑва тухнӑранпа чӑххисем миҫе ҫӑмарта тунипе миҫе чӗп кӑларни ҫинчен — пурин ҫинчен те тӑрӑшса кала-кала кӑтартрӗҫ, кӳршисем вӗҫмӗсӗр пакӑлтатнине те тӳсӗмлӗн итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тупайӑпӑр-и? — терӗ вӑл юлташӗ хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Регионта спорт инфратытӑмне ҫӗнетсе улӑштарассипе те хастар тӑрӑшса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

Тӑвай районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов ветерансене ҫамрӑк ӑрӑва патриот воспитанийӗ парас, истори эткерлӗхне упраса хӑварас тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн, районсем хушшинчи тӑванла туслӑхшӑн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Эстафетӑна канашсем пуҫларӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%8d%d1% ... 0%d1%80ec/

Ф.Г. Григорьев ячӗллӗ район больницин тӗп тухтӑрӗ Сергей Шерне ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ветерансене ҫирӗп сывлӑх тата вӑрӑм кун-ҫул суннӑ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех