Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗри сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗри (тĕпĕ: пӗри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мадейрӑра субтропик Вӑтаҫӗр тинӗс климачӗ (Кёппенӑн климат классификацийӗпе: Csb), вӑл тӗнчери чи ҫемҫе ҫанталӑксенчен пӗри — хӗллехипе ҫуллахи кӑнтӑр вӑхӑтӗнчи температура пӗр-пӗринчен 7°C ытла уйрӑлса тӑмасть.

На Мадейре господствует субтропический Средиземноморский климат (Классификация климатов Кёппена: Csb), один из самых мягких в мире — разница между дневными зимними и летними температурами не превышает 7 °C.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Утравӗн чи паллӑ утёсӗ Кабу-Жиран ятлӑ, вӑл Европӑра чи ҫӳллисенчен пӗри шутланать.

Самый известный утёс острова Кабу-Жиран — один из самых высоких в Европе.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Генрих Тинӗсҫӳревҫи пуҫарса янипе утрава уҫни Аслӑ географи открытийӗсем вӑхӑтӗнчи чи малтан тупнӑ ҫӗрсенчен пӗри шутланать.

Открытие острова, инициированное Генрихом Мореплавателем, считается одним из первых открытий века Великих географических открытий.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Маншӑн вара ҫамрӑклӑх ҫулӗсенчен пӗри — пӗр ҫул.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗри — район центрӗн генеральнӑй планӗ, тепри — Лишайкин коммунист ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ вӗсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иккӗшӗн те куҫӗсем тӗл пулса, ҫутӑлса илчӗҫ, анчах пӗри те нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗри те никама та шарламарӗ ун ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ пӗри, амӑшӗ пулас, ҫӑварӗнчи ӑманӗпе хӑвӑла чӑма пачӗ — хӳри ҫеҫ тулалла кӑнтарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗри, кӗске мӑйӑхлӑ та курпунтарах сӑмсалли, ҫиллес те ҫӳхе туталли, рама ӑшӗнчен ҫынна ҫисе ярас пек пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пирӗн икӗ пӗве, — чӗкеҫ чӗлхипе чӗвӗлтетрӗ Тамара, — пӗри сан пулать, тепри — ман.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗри Чаккас ҫывӑхӗнчи ялтанах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗри килет, тепри каять.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑхатӑп та, пӗри — пӗр тӗрлӗ, тепри — тепӗр майлӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрмана ҫур илемӗ кӗртекен пирвайхи кайӑксенчен пӗри вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӳлессе лайӑх тӳлерӗҫ-и хуть? — ыйтрӗ доминолла ҫапса ларакансенчен пӗри, темле тӑсланкӑрах каччӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ – пирӗн регионшӑн чи пӗлтерӗшлӗ кунсенчен пӗри.

30 ноября – одна из важнейших дат для нашего региона.

Олег Николаев Чӑваш Республикин Конституцийӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/11/30/chva ... avash-resp

Пӗри тепринчен хӑрушӑрах яланхи допроссем нимӗн патне те илсе пырайман.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӳт мар вӗт — Воробьевсен туратлӑ йӑхӗнче арҫынсем пурте пуҫӗсене хунӑ — ҫирӗм пилӗк ҫынран пӗри те таврӑнман.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗлӗк юпа касма кайсан урапа хыҫҫӑн утпа чи ҫывӑх тӑвансенчен пӗри утланса пымалла, купӑс ҫеммипе юрламалла пулнӑ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех