Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ялти ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав кӳлӗсен шывӗ имлӗ имӗш, хӗвелпе пӗрле тӑрса ҫавӑнта пит ҫусан, куҫа сиплӗ пулать, теҫҫӗ, анчах, ҫакна пӑхмасӑрах, Утламӑш ялӗ ӗмӗр-ӗмӗр куҫ чирӗнчен тасалаймасть.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Куҫӗ унӑн хурлӑхан пек хура, пысӑк, куҫ шӑрҫи палӑрмасть.Глаза у парня под стать волосам — большие и черные, аж зрачков не видно.
II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл хӑрах алӑлли ҫине куҫ илмесӗр пӑхса, лешӗ Стёпка пырса ларнине сиссе куҫӗсене уҫасса кӗтсе ларчӗ…
11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Ун чухне хӗвел куҫ витми ҫӑра пӗлӗтсен хушшине кӗрсе ҫухалать вара, куҫсем таврари пур ҫӗрте те пӗр евӗрлӗ, ҫап-ҫара ҫаралса юлнӑ салхуллӑ картинӑсене курма хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ; ҫав вӑхӑтра, каҫалапа, кантӑк витӗр сасартӑк хӗп-хӗрлӗ хӗвел шевлин пайӑркисем пӳлӗме кӗрсе ӳкеҫҫӗ, вара майӗпен шӑвӑнса, урайӗнче, стенасем ҫинче выляма пуҫлаҫҫӗ, иртсе кайнӑ ӑшӑ ҫу кунӗсене тунсӑхлӑн аса илтереҫҫӗ.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫав ҫӳҫ айӗнчен Тёма ҫине пӗр мӑшӑр хура куҫ ҫиҫсе пӑхса илчӗ, унтан унӑн куҫӗсем каллех таҫта кайса пытанчӗҫ.Из-под этих волос на Тёму сверкнула пара косых черных глаз и снова куда-то скрылась.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Каяр, — терӗ Эвелина, ура ҫине тӑрса, хӑйне куҫ пӑвнӑ пекех, хальчченех манах ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса ларнӑскер.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл хӑйӗн яланхи пекех пӗр тикӗс уттипе пӳлӗм тӑрӑх иртрӗ, Макҫӑм ун ҫине куҫ айӗн пӑхса илсен кӑна кӑшт ҫеҫ йӑл кулса илчӗ те, унӑн куҫӗсем те мӑнаҫлӑн кулнӑн ҫиҫсе ялкӑшрӗҫ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Старик хӗре куҫ айӗн пӑхса сӑнанӑ, ҫамрӑк хӗр те ун ҫине ҫилӗллӗн ҫиҫекен куҫӗсемпе тинкернӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Нумайӑш кулӑшла япаласене ӑнлансах каймастчӗ пулас вӑл, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук: халап калаканӑн куҫӗсем йӑл кулӑпа ҫиҫсе илнине те, куҫ хӗррисем пӗркеленнине те, вӑрӑм мӑйӑхӗсем сиккеленине те курма пултарайман вӑл.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн куҫӗсем тасалчӗҫ, вӗсенчен тӗтре карри сирӗлчӗ, куҫ шӑрҫисем палӑрчӗҫ.Его глаза прояснились, с них сошла мутная поволока, зрачок определился.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Куҫ виҫейми анлӑ та лӑпкӑ тавралӑхра, кимӗ пуҫӗнче ларса пыракан ҫын, ирхи ҫутӑпа вилнӗ ҫыннӑнни пекех шуралса кайнӑ питне ҫӗклерӗ те, руль патӗнче лараканнине куҫран пӑхса: — Эпӗ, — эсир хушнипе персе вӗлернӗ канонирӑн шӑллӗ пулатӑп… — терӗ.
X. Ҫӑлӑнатех-ши? // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫав этем ӳчӗ, Бордо хулинчи святой Михаил масарӗнчи пек, уйрӑм тӑпра ӑшӗнче выртнипе темиҫе ӗмӗр хушши пӗртте ҫӗрсе саланмасӑр упранса юлнӑ-ши, — эпӗ ҫакна ӑнлантарса пама пултараймастӑп; анчах ҫав этем вилли, унӑн хурӑн хуппи евӗрлӗ типсе кайнӑ тирӗ, куҫпа пӑхсан ав каланма пултарассӑн туйӑнакан алӑ-урисем, ҫаплипех юлнӑ шӑлӗсем, темӗн чухлӗ ҫӳҫӗсем калама ҫук вӑрӑм ӳссе кайнӑ чӗрнисем — ҫаксем пурте ҫав тахҫанхи ӗмӗрти вилнӗ ҫын хӑй пурӑннӑ чухнехи майпах пирӗн куҫ умӗнче выртать.
XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӑхап та, чӑнах та, ҫатан кайта ҫинчи хуйа хӑмла ҫыйлисем ҫине — пуй ҫӗйте те ҫыйла выйӑнне куҫ, атте куҫӗсем.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Ҫӗр ҫийӗн куҫса пыракан ҫӑлтӑрсем пекех, сӑрт тайлӑмӗпе «шӑши куҫ» ҫутисем чупса иртрӗҫ.Точно несущиеся полого над землей звезды, пробежали по скату холма огни «летучих мышей».
Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗр, шухӑша кайса, ҫӑра куҫ харшине ҫӗклесе, ӗмӗтленекен пысӑк куҫӗпе инҫетелле пӑхса ларчӗ, унӑн шуранка сӑнӗнче вӑл малашне мӗн пуласси ҫинчен лӑпкӑн шухӑшлани палӑрчӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн сӑн-пичӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ та сарлака, пӗчӗк куҫӗсем кулкаласа пӑхаҫҫӗ, — вӗсем хӗрлӗрех куҫ харшисем айӗнчен икӗ ҫивӗч япала шӗвӗрӗлсе тӑнӑ пек, сывлӑшра темскере касакан хачӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Шуранкӑ сӑнлӑ судья куҫ хупаххине ҫӗклерӗ, куҫне айӑпланакансем еннелле чалӑштарса пӑхрӗ, аллине сӗтел ҫинелле тӑсса, хӑйӗн умӗнче выртакан хут ҫине кӑранташпа чӗрсе илчӗ.
XXIV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫынсем ним чӗнмесӗр, куҫ айӗн, салхуллӑн пӑхса тӑчӗҫ, пурин ҫинче те куҫа курӑнман, темӗнле йывӑр япала выртнӑ пек пулчӗ.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Куҫне чарса пӑрахса, куҫ харшине ҫӗклесе, вӑл хӑйӗн пӳрнисем ҫине чалӑшшӑн пӑхса ларчӗ, унӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, чӗри сиксе тухас пек тапрӗ.
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Куҫҫуль витӗр вӑл ун путса кӗнӗ сӑн-питӗнчен, усӑннӑ куҫ хупаххипе ыйхӑланнӑ пек хупӑннӑ куҫӗнчен, кулнӑ пек хытса тӑнӑ тӗксӗм тутинчен пӑхрӗ.
X // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.