Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӗренӳ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӗренӳ (тĕпĕ: вӗренӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмахран, 2022 ҫулта Михайловка шкулӗнче «Вӗренӳ» нацпроектӑн «Хальхи шкул» проектне пурнӑҫланӑ шайра ҫутҫанталӑкпа технологи ҫул-йӗрӗн «Точка роста» центр кабинечӗ уҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулти чи лайӑх йӑла-йӗркесене упраҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-3895210

Вӗренӳ тытӑмне аталантарма республикӑра комплекслӑ майпа усӑ кураҫҫӗ: пурлӑхпа техника никӗсӗ лайӑхланать, педагогсемпе шкул ачисем валли мотиваци тытӑмӗ йӗркеленет, тулашӗнче - ҫӗршыв вӗрентӗвӗн чи лайӑх практикисем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулти чи лайӑх йӑла-йӗркесене упраҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-3895210

Шкул кӑсӑк, тулли пурнӑҫпа пурӑнать, вӗренӳ процесне яланах темскер ҫӗнни хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шкулти чи лайӑх йӑла-йӗркесене упраҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-3895210

Нумай педагогӑн РФ Вӗренӳ тата наука министерствинчен Хисеп грамотисемпе тав ҫырӑвӗсем пур.

Куҫарса пулӑш

Шкулти чи лайӑх йӑла-йӗркесене упраҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-3895210

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленнин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Михайловкӑри вӑтам шкула йышӑну комиссийӗ пысӑка хурса хакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулти чи лайӑх йӑла-йӗркесене упраҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-3895210

Пӗтӗмӗшпе илсен, комисси членӗсем учрежденисене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли лайӑх хатӗрленине палӑртрӗҫ, организацисене пурне те йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑка хирӗҫ каяймӑн // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... bca%d0%bd/

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 8 организацие, шкулчченхи 3 вӗренӳ учрежденине тата хушма пӗлӳ паракан 4 учреждение тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑка хирӗҫ каяймӑн // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... bca%d0%bd/

Августӑн 8-мӗшӗнче ятарлӑ комиссисем округра вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнӗ — 2024-2025 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулӗ тӗлне мӗнле хатӗрленине тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑка хирӗҫ каяймӑн // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... bca%d0%bd/

Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗ вӗренӳ ӗҫӗнче куллен кирлӗ материалсене стенасем ҫине ҫырса калӑплассипе ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑни ҫинчен маларах та каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ пуҫланичченхи шутлӑ кунсемпе усӑ курса шкул подвалӗнче кӗрешӳ залӗ йӗркелессипе, унта кирлӗ оборудовани вырнаҫтарассипе, ҫавӑн пекех йывӑр атлетика тата ташӑ залӗсене хута ярассипе тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

Патреккелте 1 ача ҫеҫ сахалрах — 84 вырӑнне — 83, ун вырӑнне пӗрремӗш класа сахалрах ача килет, 12 вырӑнне 9. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Патреккелти шкулта, ача сачӗпе пӗрле илсен, 100 ытла ача пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

Вӗренӳ учрежденийӗсенче вӑйра тӑракан стандартсемпе требованисене пӑхӑнса ачасене ҫирӗп пӗлӳ пама пӗтӗм услови ҫителӗклӗ пулсан та пур шкулта та вӗренекенсен хисепӗ чакса пынине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

Черетлӗ вӗренӳ ҫулталӑкӗнче искусство шкулӗнче хӑйсен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне малалла туптас тӗллевпе хальлӗхе 240 вӗренекенрен заявлени йышӑннине палӑртрӗ Клавдия Васильева директор.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев ертсе пынӑ комисси тӗрӗсленӗ вӗренӳ учрежденийӗсем — Елчӗкри «Солнышко» ача сачӗпе искусство шкулӗ, Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп, Кушкӑри, В.В. Андреев ячӗллӗ Лаш Таяпари, Курнавӑшри, Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсем тата ҫак вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумне ҫирӗплетнӗ ача сачӗсем, пӗтӗмӗшле илсен, пурте ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасене йышӑнма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

Ҫак тапхӑрта шкулсемпе шкул ҫулне ҫитмен ача-пӑча учрежденийӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗрлесе мӗн кӑна тума ӗлкӗрмелле мар?

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

Июль, август уйӑхӗсенче вӗренӳ учрежденийӗсемшӗн уйрӑмах хӗрӳ вӑхӑт.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене йышӑнма хатӗр // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 82e%d1%80/

Комисси членӗсен тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвӗнче иккӗленӳ ҫуралмарӗ: вӗренӳ организацийӗсем пурте ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех аван, ачасем ҫеҫ сахал… // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... %b0%d0%bb/

Пӗтӗм учреждени пекех, А.В. Игнатьев ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн объекчӗсем те хатӗр ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех аван, ачасем ҫеҫ сахал… // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... %b0%d0%bb/

Ертӳҫӗсем пуҫаруллӑ, коллективсем тӑрӑшуллӑ пулни вӗренӳ тытӑмне те питӗ пысӑк витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех аван, ачасем ҫеҫ сахал… // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... %b0%d0%bb/

Елчӗкпе Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленессине кашни ҫулах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех аван, ачасем ҫеҫ сахал… // Николай МАЛЫШКИН. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... %b0%d0%bb/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех