Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑйлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑйлӑ (тĕпĕ: вӑйлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Лермонтовӑн та пессимизм пулнӑ, анчах ун пессимизмне Горький вӑйлӑ ҫын тунсӑхӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӗри тунсӑхпа шухӑшлав теми, халӑх хурлӑхне (анчах вӑл хурлӑх чун-чӗре пархатарлӑхне ӳстернӗ) ытла та хумханмалла кӑтартаканскер, ерипен хыҫа юлать поэма вӑйлӑ та тапса тӑракан ритмсем ҫине куҫать Ҫак ритмсем итлекенсен чӗринче вӗҫӗ-хӗррисӗр пурӑнас килнин туйӑмне вӑратаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Музыка тӑршшӗпех ансат та, вӑйлӑ та, сарлака та, хӑватлӑ та янӑрарӗ, кунта кӑмӑл улшӑнӑвӗсен, туйӑмсен пуянлӑхӗпе мухтанас тени, хама та субъективлӑ кӑтартас тени тата виҫерен тухнӑ пафос — нимӗн те ҫук…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Симфони уншӑн питӗ ҫывӑх сывлӑшпа, анчах кас-кас е ытла та ассӑн, е ытла та хӑвӑрт сывларӗ, ҫак сывлавсенче Аня вӑйлӑ тата тарӑн шухӑшласа пурӑннӑ ҫыннӑн сӑн-сӑпатне курчӗ, ҫав ҫын пурнӑҫӑн сарлака хумӗсенче, руле ҫирӗп тытса, хӑйне тӑршшӗпех тӗрӗслесе пыни лайӑх паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑйӗн чӗринче юрату чӑнах та вӑйлӑ ҫуралнине Аня хӑй те лайӑх сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Володьӑн кӑкӑрӗ питӗ сарлака, унӑн хул мускулӗсем вӑйлӑ

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сана питӗ вӑйлӑ кӳрентернӗ — эсӗ ытла та йӑваш чунлӑ ҫын пулнӑ, эсӗ хӑвӑн пархатарлӑ чунупа киленсе пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ун тӑрӑх экзамен парса пӗтернӗ шкул хӗрӗсем, шурӑ каҫа кӗтсе илме тухнӑскерсем, лӑпкӑн юрласа (анчах ҫав лӑпкӑлӑхра тӗлӗнмелле илемлӗ те вӑйлӑ янрав илтӗнет), ҫаврӑнса утаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӗрарӑмсемшӗн аван вӑхӑт: шалти магнетизм тата илӗртӳлӗх вӑйлӑ палӑрӗҫ.

Отличное время для прекрасной половины человечества: внутренний магнетизм и обаяние будут проявляться ярко.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсене Чӑваш патшалӑх аграри университетчӗн профессорӗсем лекци вуласа ӑслӑлӑх тӗнчине путараҫҫӗ, тӗрлӗ вӑйлӑ аталанакан предприятисене илсе тухса услам вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Фермер шкулӗ» пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60969

— Суйлав вӑхӑтӗнче тӑшмансем питӗ пысӑк сиен кӳме пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсемпе вӑйлӑ кӗрешмелле.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Миршӗн кӗрешесси — пирӗн писательсен тӗп задачисенчен пӗри, Александр Алга ҫакна лайӑх ӑнланать кӑна мар, вӑл ҫак кӗрешӗве хӗрӳллӗн хутшӑнать, унӑн вӑрҫа хирӗҫ, мире хӳтӗлесе ҫырнӑ сӑввисем яланах вӑйлӑ та витӗмлӗ, вулакансен чӗри патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Пирӗн пуласлӑх яланах ӗнтӗ вӑйлӑ пултӑр, ӑслӑ пултӑр тата малашне те вӗсем йӗркеллӗ ҫынсем пулса хамӑр ҫӗре сыхлакан ӑру пулса тӑтӑр тетпӗр».

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

Вӑл хӗрне туя пӑсма ыйтать, анчах Чӗкеҫ Еркинее вӑйлӑ юратать те ашшӗн кӑмӑлне пурнӑҫласшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Анчах каярахпа поэмӑна вӑйлӑ тиркесе пӗтернӗ те чӑваш литературинче ӑна мана пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Пурташран анатарах юхан шыва ҫырансене шӑварма вӑхӑтлӑх пӗвеленӗ-мӗн, анчах авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра пӗвене татса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ман асатте, Ҫемен Караньялов, хамӑр ял таврашӗнчи чи вӑйлӑ ҫын пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Характер вӑйлӑ пулас сирӗн!

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эрне каялла вӑйлӑ сивӗ ҫитсе ҫапрӗ те, ӑшӑпа кӗрпекленсе пусӑрӑннӑ юр пӑрлансах шӑнчӗ: тӗллӗн-тӗллӗн вӑл чупсан та путмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑйлӑ ҫил вӗсене хыҫалтан тӗртсе пырать те, утма ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех