Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вилӗмрен (тĕпĕ: вилӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак чунтан тухакан сӑмахсене итленӗ хыҫҫӑн манӑн иккӗленесси пӗтрӗ, эпӗ вара ҫав ҫынсене вилӗмрен хӑтарас ӗҫе тытӑнса пӑхма шутларӑм.

После таких искренних слов все мои сомнения исчезли, и я решил попытаться выручить этих людей.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эрне ашшӗ мана пӗрре кӑна мар: пирӗн ҫынсем сана лайӑх кӗтсе илессе хӑюллӑнах шанма пултаратӑн, мӗншӗн тесен эсӗ манӑн ывӑла тата мана хама вилӗмрен хӑтартӑн, терӗ.

Отец Пятницы не раз уверял меня, что я могу смело рассчитывать на радушный прием у его земляков, так как я спас его сына и его самого от смерти.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

«Халӗ вӑл лӑпкӑ та кунӗ, мана пӑхӑнса пурӑнать, анчах, тискер этемсем хушшине лексенех, эпӗ ӑна вилӗмрен ҫӑлнине ҫийӗнчех манса кайӗ, ман ҫинчен хӑйсен йӑхӗн ҫыннисене каласа парӗ, вӗсене ман утрав ҫине ертсе килӗ.

«Теперь он покорен и кроток, — думал я, — но стоит ему только очутиться среди других дикарей, он, конечно, сейчас же забудет, что я спас ему жизнь, и выдаст меня своим соплеменникам, он приведет их сюда, на мой остров.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах манӑн ун пек шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ, ҫапнипе ӑнне ҫухатнӑ ҫынҫиен чӗрӗлсе ҫитме пуҫларӗ, тӑрса ларчӗ, тин ҫеҫ вилӗмрен хӑтӑлнӑ тискер этем ҫынҫиенрен шикленме пуҫларӗ.

Впрочем, у меня не было времени предаваться таким размышлениям: оглушенный мною людоед оправился настолько, что уже сидел на земле, и я заметил, что мой дикарь снова начинает бояться его.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Робинзон пӗр тискер этеме вилӗмрен хӑтарать, ӑна ят парать

Робинзон спасает дикаря от смерти и дает ему имя

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ ӑна вилӗмрен хӑтарӑп, вӑл мана ирӗке тухма пулӑшӗ.

Я спасу ему жизнь, и он поможет мне вырваться на свободу.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах мана ку ҫеҫ илӗртмерӗ, эпӗ пуринчен ытла карап ҫине мӗнле те пулин чӗрӗ чун тӑрса юлман-ши, юлнӑ пулсан ӑна хӑвӑртрах вилӗмрен ҫӑласчӗ, тесе шухӑшларӑм.

Но не только это прельщало меня: больше всего меня волновала надежда, что, может быть, на корабле осталось какое-нибудь живое существо, которое я могу спасти от смерти.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вилӗмрен хӑтӑлнине ҫакӑн пек сӑмахсемпе палӑртнӑ хыҫҫӑн, эпӗ каллех шухӑшлама тытӑнтӑм: ҫӗр те тинӗс пекех хӑрушӑ пулма пултарать, хам мӗнле вырӑна лекнине эпӗ пачах пӗлместӗп, ҫавӑнпа та манӑн халех кунти ҫӗршыва тӗплӗн пӑхса тухмалла.

Выразив такими словами свою горячую радость по случаю избавления от смертельной опасности, я вспомнил, что земля может быть так же страшна, как и море, что я не знаю, куда я попал, и что мне необходимо в самом непродолжительном времени тщательно осмотреть незнакомую местность.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑракан ҫын мӗн тери хытӑ савӑннине нимӗнле сӑмахсемпе те каласа пама ҫук пулӗ тетӗп эпӗ!

Я думаю, не существует таких слов, которыми можно было бы изобразить радостные чувства человека, восставшего, так сказать, из гроба!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ сире кайран выҫӑхса вилччӗр тесе мар ӗнтӗ вилӗмрен хӑтартӑм!

Не для того же я спасал вас, чтобы потом погубить!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ сире вилӗмрен хӑтартӑм, мӗншӗн тесен ун пек инкеке хам лекме пултарассине эпӗ лайӑх ӑнланатӑп.

Я спас вам жизнь, так как хорошо сознаю, что и сам мог бы очутиться в такой же беде.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Хама вилӗмрен ҫӑлнӑшӑн эпӗ пӗтӗм пурлӑхӑма капитана парасшӑн пултӑм, анчах вӑл ним те илмерӗ.

На радостях я предложил все имущество, какое было со мной, спасителю моему, капитану, в награду за мое избавление, но капитан отказался.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ ӗнтӗ чуралӑхран та, ирсӗр вилӗмрен те хӑтӑлтӑм!

Я был спасен и от рабства и от грозившей мне смерти!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫавӑнпа та капитан, кам та пулин пире вилӗмрен хӑтарасса шанса, пӗрмаях тупӑсенчен кӗрӗслеттерсе тӑчӗ.

Поэтому капитан не переставал палить из пушек, надеясь, что кто-нибудь спасет нас от гибели.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пыр тӗпӗнчен темле хӑйне майлӑ йӗкӗлтевлӗ-ҫӗнтерӳллӗ сасӑсем кӑларса, вӑл пӗр пӑлханмасӑр лашасем ҫинчи шӑна-пӑвана ҫапа-ҫапа ҫӳрерӗ, тӗл тивертеймесен кашнинчех ӳкӗнӗҫлӗн эхлете-эхлете илчӗ, вилӗмрен хӑтӑлса чӗрӗ юлнӑ телейлӗ кашни шӑна-пӑванах сывлӑшра чылайччен пӑхса ӑсата-ӑсата ячӗ.

Он аппетитно, издавая горлом какой-то особенный, ехидно-победный звук, хлопал по своим жертвам, а в случае неудачи досадливо крякал и провожал глазами всякого счастливца, избежавшего смерти.

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Паян эпир аран вилӗмрен хӑтӑлса юлтӑмӑр; тата кӑшт тӑрсанах пире пурсӑмӑра та кӑнтатчӗҫ… халь ак татах тупӑнчӗ!

— Сегодня мы были на волосок от гибели, черт возьми… и вот опять.

VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сан пикӳ вилӗмрен аран хӑтӑлса юлчӗ, — терӗ Боримечка.

— На волосок от смерти была твоя красавица, — сказал Боримечка.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вилӗм Бойчоран пӑрӑнса кайсан, пӑлхар хӗрӗсем те вилӗмрен хӑраманнине пӗлсех тӑтӑр эппин, Рада таса хӗр пулнӑ, ӑна чунтан савса юратнине те пӗлсе тӑтӑр вӑл.

И если смерть пощадит его, пусть он узнает, что болгарки тоже не боятся смерти, что Рада была честной девушкой и пожертвовала собой ради своей любви к нему.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чим-ха, вӑл Огнянова вилӗмрен ҫӑлса хӑварма пултараймӗ-ши, хӑй валли те тӑван ҫӗршыв валли пулӗччӗ ҫав ҫын.

А может быть, она обязана вырвать его из когтей смерти — сохранить для себя и для родины.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫав пархатарлӑ ҫын хӑй чунӗнче ӑна айӑпа хурсах вилет; вӑрҫа та вилес тенӗ ӗмӗтпех кӗрет-ҫке, вилӗмрен ним чухлӗ те хӑрамасть вӑл, тесе шухӑшларӗ Рада.

Этот благородный человек умрет неумиротворенный, с отчаянием в душе, думала она; ведь он для того и пошел в бой, чтобы умереть, — он не боится смерти.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех