Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ан сăмах пирĕн базăра пур.
Ан (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмрӑк татӑкӗпе ҫамки ҫине хӗрес палли сӑрларӗ те татах виҫӗ хут сурса: — Сан канлӗхна, сывлӑхна тата пурнӑҫна пихампар упратӑр. Сан ҫумна нимле лӑп-лап та ан ҫыпҫӑнтӑр… Усал ҫын куҫӗ ан ӳктӗр, — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан чарӑн, хӗрӗм, ан чарӑн…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан васкӑр-ха, сӑмсинчен юн та анӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах: «Ҫилленнипе мар, ытла пысӑк телей сиксе тухнипе пуҫӗ ҫаврӑннӑран ӳпкеленҫи пулчӗ-тӗр», — тесе шухӑшларӗ те: — Ан ман, аппа… Ӗмӗрне те ан ман… Ҫавӑншӑн Анука райри пурнӑҫ туса пама тӑрӑшрӑм хам та. Ӗнтӗ сирӗн Анукрӑн телейлӗ хӗр прихутра урӑх ҫук. Касмуххапа хурӑнташланни хӑвӑршӑн та хисеп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан кил, ан кил ман пата!

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан турт, ан турт, тархасшӑн!

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тыт, ан тыт, вӑрӑ-хурах! — Якур аллинчен вӗҫерӗнме тӑрӑшса, ҫуйлӑн кӑшкӑрса ячӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан суй, ан суй, Якур…

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫырлахӑр, ан пӑрахӑр… — ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса, чӑкӑт татӑкне ана ҫинелле ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Темтепӗр сутакансене, йӳнӗпе илӗртекенсене, мӗн те пулин шантаракансене ан ӗненӗр – ултавҫӑсен чеелӗхне ан ҫакланӑр!

Куҫарса пулӑш

Шулӗксем «ҫывӑрмаҫҫӗ»... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10855-sh ... -cyv-rmacc

«Хамран ыйтмасӑр ниҫта та ан тухӑр!» — хытарса хӑварчӗ те Тарье, хӑй ҫавӑнтах крыльца алӑкне шал енчен сӑлӑп ярса питӗрчӗ, картишне чупса анса, Чикана сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, хапха питӗрӗнчӗк тӑнине пырса тӗрӗслерӗ, хӑй кӗлет кӗтессине кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Йывӑра ан илӗр те, Зоя Сергеевна, эсир текех кунта килсе ан ҫӳрӗр.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫа: — Уйӑрнӑ хурт сӑхмасть вӑл. Ан хӑрӑр. Хурт вӑл хӑйне ҫиллентернине юратмасть. Вӗлле хурчӗ пырсан, нихҫан та ан ҫапкалашӑр. Куратӑр-и, эпӗ сеткӑсӑрах ӗҫлетӗп ав. Мана пӗри те сӑхмасть. Тата эрех шӑршине юратмаҫҫӗ вӗсем, — тесе ӑнлантарсан, хӗрарӑмсем лӑпланнӑ пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпир вӗсене ҫапла хушса ӑсатрӑмӑр: «Ленин йывӑр чирлӗ пулсан, курса чӑрмантарма ан тӑрӑшӑр, тутарсен пысӑк хуйхи ҫинчен те ан пӗлтерӗр, хӑвӑр кучченеҫсене парӑр та, чӑвашпа тутар халӑхӗнчен салам каласа, хӑвӑртрах сывалма сӗнӗр, вара каялла килӗр», — терӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пирӗн пата ан кил, ан ҫулӑх пире!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ан ҫапӑҫӑр, пирӗнпе те, хӑвӑр хушшӑрта та ан ҫапӑҫӑр ӑҫти-ҫукшӑн, лӑпкӑ пурӑнӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ан кил ман пата, ман ҫума ан ҫулӑх.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююна Шигалее качча пар та, пурӑнччӑр вӗсем ислам тӗнӗ вӗрентнӗ пек, ун патне Касимов тутарӗсене пырса ҫӳреме ан чар, ман элчӗне ун патне кӗрсе тухма ан чар терӗм.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вилсе ан кай, бикенчи, чыхӑнса вилсе ан кай.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Куҫ хаярӗнчен сыват эс ӑна, чӗлхе хаярӗнчен сыват, вӗри хаярӗнчен сыхла, сивӗ хаярӗнчен сыхла, вут хаярне ан яр, шыв хаярне ан яр, ҫул хаярӗнчен хӳтӗле, килти хаяра хӑваласа кӑлар.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех