Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

терӗм (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн вӑтӑр пус пур, — терӗм эпӗ.

— А у меня тридцать, — сказал я.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юрӗ, мӗне кирлӗ вӑл, — терӗм эпӗ.

— Ладно, наплевать, — сказал я.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хайхискер ҫав кӗнекене пӗтӗмпех вуласа тухрӑм та, Кораблев улталать, манӑн хама хам тытас хӑватӑм ҫирӗп, терӗм.

Я прочел «Записки охотника» и решил, что Кораблев врет. У меня сильная воля.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, — терӗм эпӗ аптраса ӳксе, — манӑн начар отметка пӗрре кӑна вӗт.

— Иван Павлыч, — сказал я с отчаянием, — у меня один «неуд».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрӗс мар апла калани, — терӗм вара салхуланса.

— Ничего подобного, — возразил я мрачно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗлместӗп, — терӗм эпӗ.

— Не знаю, — отвечал я.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Иваныч, кайран, эсир кайсан, — терӗм эпӗ, — йӑмӑкпа иксӗмӗр хӗлӗпех пӗчӗк патак вӗҫҫӗн улма пӗҫертӗмӗр.

— Иван Иваныч, а ведь после, как вы ушли, — сказал я, — ведь мы с сестрой всю зиму пекли картошку на палочках.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Йӗнер, ешӗк, ҫил-тӑман, ӗҫеҫҫӗ, Абрам, — терӗм эпӗ, куҫҫулӗме ҫӑтса.

— Седло, ящик, вьюга, пьют, Абрам, — сказал я, чувствуя, что слезы льются прямо в рот.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Доктор, — терӗм те эпӗ хавасланнипе, ытла пӗтсе кайнипе йӗрсе ятӑм.

— Доктор, — сказал я ему и заплакал от радости, от слабости.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Э, Валька-ҫке! — терӗм эпӗ хама сасартӑк.

— А, Валька! — вдруг сказал я себе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Туркестана, — терӗм эп, ҫакӑн умӗн ним чухлӗ те Туркестан ҫинчен шухӑшламастӑмччӗ пулин те.

— В Туркестан, — сказал я, хотя за минуту перед тем и не думал о Туркестане.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Сывпул, Ромашка, — терӗм ӑна эпӗ.

— Прощай, Ромашка, — ответил я ему.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӳррипе каласан, пурте йӗркеллехчӗ-ха, Татариновсем патне кайма хатӗрленсен, темшӗн сасартӑк эпӗ каймасан та юрӗ-ха, терӗм, Катьӑна ыран урамра тӗл пулӑп та, стэкпа тӑм ыйтнӑччӗ вӑл — парса ярӑп, терӗм.

Словом, все было в порядке, и я сам не знал, почему, собираясь к Татариновым, я вдруг решил, что не пойду, а лучше завтра встречу Катю на улице и на улице отдам ей стек и глину — она просила.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуху хыҫҫӑн эп коридорта Николай Антоныча тӗл пултӑм та: «Сывлӑх сунатӑп, Николай Антоныч!», — терӗм.

После собрания я встретил его в коридоре и сказал: «Здравствуйте, Николай Антоныч!»

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— «Пухусенче вӑл крокодилла куҫҫуль тӑкать» — терӗм эпӗ малалла васкаса.

— «На собраниях он проливает крокодиловы слезы», — продолжал я торопливо.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, эпӗ сире ҫыру ҫырса ярасшӑнччӗ, — терӗм эпӗ хӗрсе, — мӗн тесен те сӑмах шкул театре ҫинчен пырать.

— Иван Павлыч, я хотел вам письмо написать, — ответил я с жаром, — Вообще вопрос упирается в школьный театр.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ ку, Григорьев-ха, — терӗм каллех вӑл манасран хӑраса.

— Это я, Григорьев, — повторил я, испугавшись, что он забыл меня.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмӗшпех аттене калас терӗм, анчах, тӗплӗрех шутласан, калас мар терӗм: паллах ӗнтӗ, вӑл мана ниҫта та кӑларман пулӗччӗ, вара ман пурнӑҫри чи малтанхи мыскара пӗр нимӗнсӗр пӗтсе ларӗччӗ.

Я собиралась было рассказать обо всем отцу, но потом раздумала: конечно, он бы меня никуда не пустил и первое в моей жизни приключение сразу бы на этом и закончилось.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах эпӗ кӗтес терӗм: мӗн пулать те, мӗн килет…

Но я решила выждать: посмотрим, что будет.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Юрӗ, — терӗм эпӗ, — кирлӗ чух хамӑр пурнӑҫа та шеллеместпӗр тесе тетрадь ҫине ҫыракансенчен, эпӗ пӗртте кая мар…

«Пусть, — подумала я, — я не хуже тех, что написали в тетрадке, будто готовы пожертвовать собой…

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех