Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑхӑнма юратман мӑнкӑмӑллӑ Свифта секретарьпе тарҫӑ ӗҫне тӑвассине хӑнӑхма хӗн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ку ӗҫе килӗштермен.

Гордому, неуживчивому Свифту было трудно привыкнуть к положению, среднему между секретарем и слугой, и он тяготился службой.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Ӗҫе пуҫӑниччен малтан эпӗ унпа пӗрле хама матроссем антарса хӑварнӑ ҫыран хӗррине кайрӑм.

Прежде всего я отправился с ним на берег, где меня высадили мои матросы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫамрӑк гуигнгнмсен хӑйсене сӑпайлӑ, таса та чыслӑ тытмалла, вӗсен ӗҫе юратмалла, ӳт-пӗве аталантармалли упражненисем тумалла.

Умеренность, трудолюбие, физические упражнения и опрятность обязательны для молодежи обоего пола.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак хушӑрах пирӗн судсем тавлашуллӑ ӗҫе ялан тавлашакан енӗсем пачах пӗтсе ҫитсен тин татса параҫҫӗ.

А между тем наши суды никогда не прекращают дела, пока вконец не разорят обоих спорщиков.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑйӗн чулӗсене вӑл питӗ асӑрханса ҫӗнӗ те шанчӑклӑ вырӑна вӑрттӑн пытарчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйне мӗн хушнисене яланах итлекен, пур ӗҫе те вӑхӑтра тӑвакан чӗрчун пулса тӑчӗ».

Он заботливо спрятал камешки в новый, более надежный тайник и с тех пор всегда был покорной и работящей скотиной».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа та вӗсем тӑрӑх, пӗр-пӗр ӗҫе законлӑ е законлӑ мар, тӗрӗс е тӗрӗс мар тунине, тӗрӗслӗхпе тӗрӗсмарлӑх ӑҫтине уйӑрса илме йывӑр.

что ими совершенно невозможно определить, какой поступок законен, а какой нет, какой справедлив, а какой несправедлив, где правда, а где ложь.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, манӑн куҫсем те расна, пуҫа пӑрмасӑр эпӗ айккинелле те пӑхма пултараймастӑп; манӑн ӳт-пӗвӗм те ҫав териех имшеркке, вӑл шӑрӑхпа сивве те тӳсме пултараймасть, ҫакна пула манӑн кулленех хама йӑлӑхтаракан кичем ӗҫе тума тивет, кулленех тумтирсене хывса тӑхӑнтармалла пулать.

Мои глаза устроены таким образом, что я не могу смотреть по сторонам, не поворачивая головы; моя кожа слишком нежна и совершенно беззащитна против зноя и холода, и я обречен на скучное и утомительное занятие — ежедневно надевать и снимать платье.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эмиль мӗн пур ӗҫе тӗплӗн тума хӑнӑхнӑ.

А Эмиль всё делал основательно.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗтӗм ӗҫе хӑех пӑсса хунӑшӑн кайран вӑл ҫав тери намӑсланчӗ.

Потом она, правда, стыдилась того, что всё испортила.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫак ӗҫе вӑл хӑвӑртах турӗ, мӗншӗн тесен ҫырӑвӗ питӗ кӗске.

Он с этим быстро справился, потому что письмо было коротким.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Вӗсен хуҫи кунта ҫук пирки ҫак ӗҫе пирӗн хамӑрӑнах тума тивет, — терӗ те Эмиль лутра пукан илсе хӑех ӗне сума пуҫларӗ, малтан Рюллӑна сурӗ, кайран черетпе ыттисене те.

— Раз здесь нет их хозяина, придётся уж нам выручать, — сказал Эмиль, сел на табуретку и сам стал доить сперва Рюллу, а потом, по очереди, всех остальных коров.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Перен тӗк хӑвах ту ку ӗҫе! — терӗ вӑл.

— Ты сам должен это сделать! — сказал он.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ӗҫе капла вӗҫлеме юраманнине Эмиль ӑнланать.

Но Эмиль ясно понимал, что так дело кончиться не может.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ӗҫе ӑна, Стулле Йоке калашле, чеерех тӑвас пулать.

Всё надо делать с хитростью, как говорил Стулле Йоке, меняя шило на мыло.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ку ӗҫе тахҫанах тума вӑхӑт ҫитнӗ-ха, мӗншӗн тесен нускийӗсем ҫӗтӗкрен ура кӗлли курӑнса ҫӳрет.

Давно пора было за это взяться, потому что пятки у него сверкали.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Его величество ҫине тӑрсах мана хӑйӗн ҫуртӗнче мӗнле те пулин ӗҫе кӗмешкӗн ӳкӗтлерӗ.

Его величество настойчиво уговаривал меня занять при дворе какую-нибудь должность.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ кунта акӑ мӗн ҫинчен пӗлтӗм: ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн пӗр тарҫӑ, хӑйне урай ҫуса тасатма хушсан, юриех ҫак ӗҫе туман пулнӑ, ҫакӑншӑн ӑна король хытӑ ҫаптармалла тунӑ.

Я сам слышал, как его величество приказал отстегать плетьми одного пажа, который во время своего дежурства умышленно не позаботился об очистке пола после казни.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑй ыйтакан ӗҫе майлӑ е хирӗҫ татса париччен министр йышӑнакан кашни кунах вӑл ҫапла тума хушать.

Операцию следует повторять каждый приемный день, пока просьба не будет исполнена или не последует категорический отказ.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак мӗскӗн ҫынсем монархсене хӑйсен еркӗнӗсем пулма ӑслӑ та пултаракан тата ыр кӑмӑллӑ ҫынсем хушшинче кӑна суйласа илме кирли ҫинчен ӑнлантарса парас тесе, министрсене ҫынсен пурнӑҫне аванлатас пирки кӑна тӑрӑштарас тесе, ҫынсене питех те паллӑ ӗҫсем тунишӗн кӑна наградӑсем партарттарас тесе, монархсене вӗсен интересӗсемпе халӑх интересӗсем пӗр пекех пулса тӑнине ӗнентерес тесе, тӗрлӗ вырӑнсене ӗҫе тума пултаракан ҫынсене кӑна лартма кирлине ӗнентерес тесе хӑйсен пуҫӗсене ватса лараҫҫӗ.

Эти несчастные изыскивали способы убедить монархов выбирать фаворитов среди умных, способных и добродетельных людей, научить министров заботиться об общем благе, награждать только тех, кто оказал обществу выдающиеся услуги; внушить монархам, что их подлинные интересы совпадают с интересами народа и что поручать должности следует достойным лицам.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫавӑнпа та вӑл мана академири ӗҫсемпе паллаштарса ҫӳрес ӗҫе хӑй ҫине илмерӗ, хӑй вырӑнне, вӑл хӑйӗн юлташӗсенчен пӗрине мана ертсе ҫӳреме хушрӗ.

Поэтому он не счел удобным сопровождать меня сам и поручил это одному своему другу.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех