Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑрҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑрҫӑ (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ пуҫлансан тепӗр кунхинех «Йытта йытӑ вилӗмӗ» сӑвӑ шӑрҫаланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Пурнӑҫне, ҫутӑ ӗмӗт-тӗллевне хаяр вӑрҫӑ татнӑ поэтӑн чунӗ яла текех таврӑнаймасса сиснӗ-ши — унӑн кашни ҫырӑвӗнче вилӗм юнашарах ҫӳрени палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

«...Юлашки вӑхӑтра кашни каҫ ялти сӑн-сӑпатсемпе аташтарать тӗлӗк. Кам пӗлет, тен, эпӗ яла ҫитсе кураймӑп та-ши? Тен, юлашки тӗлӗксем яла кӑтартаҫҫӗ-ши?..» — ҫак йӗркесем Кӗҫтук Кольцов поэт пиччӗшӗн ывӑлӗ Аркадий Кольцов патне вӑрҫӑ хирӗнчен янӑ ҫыруран.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Элӗк районӗнче суд тытӑмӗнче ӗҫленӗ вӑрҫӑ паттӑрӗсене асӑнса стенд хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте суд тытӑмӗнче ӗҫленӗ.

После войны работал в судебной системе на разных должностях.

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Вӑрҫӑ паттӑрӗсен йышӗнче Элӗк районӗнчи хӗр-хӗрарӑмсем пуррине те палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Вӑл та хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫар трибуналӗн членӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

1912 ҫулта Этмен ялӗнче ҫуралнӑ Сергей Семенович Каратаев вӑрҫӑ ҫулӗсенче тӗрлӗ ҫар округӗсенче ҫар трибуналӗн председателӗнче ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче кӑна хӑйсен ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑшӑн 40 судьяна ӗҫрен хӑтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ҫак ялти Николай Николаевич Андреев кӗҫӗн сержанта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗ-пе наградӑлама тӑратнӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ (14.05.1945 ҫ.).

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Пӗлтӗр Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнӗ тӗле интернетра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хаяр ҫапӑҫусенче хастарлӑх кӑтартнӑшӑн тӗрлӗ медаль-орденпа чысланӑ геройсен ячӗсене кун ҫути кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Александр Сергеевич колхозра ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Манӑн атте ҫарта пурӗ ҫичӗ ҫул хушши пулнӑ: 1939-1941 ҫулсенче - салтакра, унтан вара, вӑрҫӑ пуҫлансан, тӳрех фронта кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Ҫук ҫав, ашшӗ ӑшшине туйма пӳрмен ӑна, вӑрҫӑ татнӑ ӗмӗтне.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов сӑн ӳкерчӗксен куравне, паттӑрсене халалланӑ Мухтав Аллейине тунӑ ӗҫе хастар хутшӑннӑ ӗҫченсене Тав хучӗсем, вӑрҫӑ участникӗсен ҫемйисене пурӑнмалли условисене лайӑхлатма сертификатсем парса чыс турӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Ачасемпе тӑтӑшах тӗл пулса вӑрҫӑ хӗн-асапӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

ҫапла вара мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӗрлӗ яваплӑ вырӑнсенче вӑй хунӑ вӑрҫӑ ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн та вӗсен чаҫне ҫав вырӑнтах хӑварнӑ, Тӑван ҫӗршыв чиккине хуралланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та вӑл ҫар службинче тӑнӑ, тӗрлӗ должноҫсем йышӑннӑ, 1952 ҫулта ӑна подполковник звани панӑ.

Куҫарса пулӑш

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Тепӗр ҫултан вара Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех