Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗнер сăмах пирĕн базăра пур.
ӗнер (тĕпĕ: ӗнер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ вара ӗнер Аптрашкапа мӑшӑрӗ кӳршӗ яла Аптраманкассине хӑнана кайнине аса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Качча кайнӑ хыҫҫӑн эп ӑна алла тытса та пӑхманччӗ, ӗнер арча тӗпӗнче аран-аран шыраса тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Ӗнер пирӗн кӳршӗри Маюка милици тытса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Ӗнер улӑштартӑм, — терӗ Фильчин, — шурса кая пуҫланӑччӗ те.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗнер ҫыру илтӗм.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Улатӑртан таврӑнатпӑр, Мишӑсем патӗнчен, — сӑмах май пӗлтерчӗ Раман, — ӗнер кайрӑмӑр та…

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑйсӑр лампочка ҫутинче Раман ӗнер Арсентьев кӑтартнӑ Хӗрӳ Хӗветӗре палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эх, питӗ шел… эсир кӑштах кая юлтӑр ҫав, манӑн кӑвакарчӑнӑм, ӑна ӗнер фронта ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑнта ӗнер чунӑм кӳтсен Алӑмри чечексем сапаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӗлӗт йӗрет куҫҫульпе // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Вырӑнти йӗрке хуралҫисенчен хайхискер ӗнер, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пулӑшу ыйтнӑ.

У местных служителей правопорядка она помощи попросил вчера, 4 декабря.

Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ икӗ хутчен улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36725.html

Чӑваш композиторӗсен ассоциацийӗ ӗнер, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче пӗтӗмлетӳ концертне ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхӑн музыки янӑрарӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36678.html

Ӗнер каҫхине Элӗк муниципаллӑ округӗнче сӗтел-пукан туса кӑларакан цех ҫуннӑ.

Вчера вечером в Аликовском муниципальном округе сгорел цех по производству мебели.

Сӗтел-пукан цехӗ, 200 тонна тырӑ ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36677.html

Инкек ӗнер 22 сехет хыҫҫӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил хуҫи 3 электрокӑмакапа усӑ курнӑ: пушар тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36685.html

Ӗнер кунӗпех ӗҫленӗ те, ӑнланмалла ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӗнер мар виҫӗм кун эпир хурала тухнӑ, кун пеккине асӑрхаманччӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӗнер такамсем каллех кӗтӳ кӗртсе янӑ, чылай йывӑҫа пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӗнер вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳренӗскер, халь рабочи пулса тӑчӗ.

Вчерашний кочевник стал рабочим.

Ӗнер куҫса ҫӳренӗскер рабочи пулса тӑрать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ӗнер Тӑвай муниципаллӑ округӗн депутачӗсем уҫӑ сасӑлав ирттерсе администраци пуҫлӑхне суйланӑ.

Вчера депутаты Янтиковского муниципального округа провели открытое голосование и избрали главу администрации.

Тӑвай округӗн администрацине Олег Ломоносов ертсе пырӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36382.html

Ӗнер каҫхине 6 сехетре Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче «Шупашкар – Сӑрҫи» ҫул ҫинче, Турхан ялӗ ҫывӑхӗнче, «Лада Ларгус» ҫынна таптаса кайнӑ.

Вчера ночью в 6 часов в Шумерлинском муниципальном округе на дороге «Чебоксары – Сурское», вблизи деревни Торханы на «Лада Ларгус» сбили человека.

30-ти водитель ҫулпа пынӑ арҫынна таптаса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36383.html

Ӗнер 16 сехет те 55 минутра Улатӑртан Алтышево поселокне кайма тухнӑ ПАЗик аварие лекнӗ.

Вчера в 16 часов 55 минут ПАЗик, выехавший из Алатыря в поселок Алтышево, попал в аварию.

ПАЗик трактор ҫине пырса тӑрӑннӑ: 13-ри хӗрача вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36357.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех