Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланчӗ (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтра лавккаран урам урлӑшӗнче ҫапкаланчӑк мусӑкҫӑ виолончельне ӗнӗрме, ӑна тӳлек сӗркӗчпе хурлӑхлӑн те селӗммӗн калаҫтарма пикенчӗ; унӑн юлташӗ, флейтист, хӗлӗхсен юррине пыртан шӑхӑрса тухакан мӑкӑртатупа хупласа хучӗ; шӑрӑхра тӗлӗрекен картишӗнче вӗсем пуҫланӑ ҫӑмӑл кӗвве илтнӗ-илтменех Грэй малалла мӗн тумаллине ӑнланчӗ.

Тем временем через улицу от того места, где была лавка, бродячий музыкант, настроив виолончель, заставил ее тихим смычком говорить грустно и хорошо; его товарищ, флейтист, осыпал пение струи лепетом горлового свиста; простая песенка, которою они огласили дремлющий в жаре двор, достигла ушей Грэя, и тотчас он понял, что следует ему делать дальше.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӗр ачана курнӑ-итленӗ хыҫҫӑн унӑн сӑнӗнче уйрӑмах мӗн палӑрса юлнине Эгль халӗ тинех ӑнланчӗ.

 — Тут только он уяснил себе, что в лице девочки было так пристально отмечено его впечатлением.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл хӑйӗн туйӑм-шухӑшӗсемпе ҫак пурнӑҫра хӑйне валли вырӑн тупаймассине, чун-чӗри вилнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хӑй кунта килсе пысӑк йӑнӑш тунине аванах ӑнланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Нина хӑй тӗрӗс мар тунине пуҫӗпе ӑнланчӗ пулин те — чӗри итлемерӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн чӗри уншӑн ҫеҫ ҫуннине аван ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Нина вӗсене ӑнланчӗ: вӗсемшӗн вӑл укҫа ҫинче иртӗхсе пурӑнакан ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Пӗр чарӑнми, радио пек, калаҫакан хӗрарӑм хӑйпе малтанхи ҫыхӑнусене ҫӗнӗрен пуҫарасшӑн пулнине тӳрех ӑнланчӗ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Упӑшки те ӑна ҫав сӑлтавпах хӑнана ӑсатма янине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Паян та Зина кӑмӑлӗ япӑххине алӑк урлӑ каҫсанах ӑнланчӗ Зиновий.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӑл тӑраниччен ҫывӑрманнине пӗрре пӑхсах ӑнланчӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хӑй ӑна вилесле юратнине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Тата вӗсем тӗрӗссине те ӑнланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Мишӑшӑн вӗсем тарҫӑ ҫеҫ пулнине тинех ӑнланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Миша Тамарӑпа мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех ӑнланчӗ: хӑй ҫине йӑтӑнса аннӑ инкекрен ҫӑмӑл майпа хӑтӑлма шутланӑ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Тамара паян ун шӑпине татса парассине аванах ӑнланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Гриша вара ҫакна хӑй майлӑ ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Пӳлӗмре ларакан адвокатпа следователе курсан Вероника хӑйӗн шӑпи кӗҫех улшӑнасса тӳрех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Лена хӑй пирки аван мар шухӑшланине тӳрех ӑнланчӗ пулас лешӗ: ҫине тӑрсах тӳрре тухма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Юрий юлташӗ хӑйне лайӑх мар лару-тӑрӑва лартасшӑн пулманнине тӳрех ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех