Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑлса (тĕпĕ: ҫурӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, ҫак ҫынсем чӗри ҫурӑлса кайнипе вилеҫҫӗ.

Несомненно, они умирают от разрыва сердца.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эпӗ вӗсене пуҫӗсем ҫурӑлса каймаллах ҫамкисемпе пӗр-пӗринчен шатлаттарӑп! — хушса хучӗ улӑп, пысӑк чышкисене ҫӗклесе.

 — Я стукну их лбами друг о дружку так, что головы разобьются! — добавил гигант, поднимая огромные кулачищи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Леш хӗрӗ, ӑмӑртӑва сехет ҫине пӑхса вӑй виҫекенни, ҫакна курсан, савӑнӑҫне ниҫта чикеймесӗр, пыр тӗпӗ ҫурӑлса тухасла кӑшкӑрса ярать: «Ур-ра, пирӑн Дина ҫӗнтерчӗ. Ур-ра!»

— Ур-ра-а! — радостно закричала та девушка, которая замеряла соревнование на часах, — Наша взяла-а! Молодец, Дина!

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Виталий машинпа ҫапӑннӑ тенине илтрӗм те — лаштӑр-р ҫурӑлса кайрӗ чӗре.

— Я как услышала про аварию — так испугалась…

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

О-ох, пуҫ ҫурӑлса тухать.

О-ох, голова лопнет сейчас.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Египетри тухтӑрсем ҫав япаласем Бенӑн вӗҫӗмсӗр нумай пулнине курчӗҫ, ҫурӑлса пӗтнӗ ӳт-тире тӳрлетес пултарулӑхне вара ӑна ҫутҫанталӑк хӑех панӑ пек туйӑннӑ.

Египетские врачи с удивлением обнаружили, что у Бена их неисчерпаемый запас, а способность восстанавливать разорванные ткани, казалось, была дана летчику самой природой.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Бена самолёт сулланнӑ чух унӑн шӑмшакӗ витӗр пӑрлӑ сӑнӑсем шӑтарса тухнӑ пек, пӗтӗм кӗлетки пайӑн-пайӑн ҫурӑлса тухнӑ пек туйӑнчӗ; типсе ларнӑ ҫӑварне ҫулласа, вӑл майӗпе тӑна кӗрсе пычӗ.

Бену казалось, что от толчков его тело пронзают и разрывают на части ледяные стрелы; во рту пересохло, он медленно приходил в себя.

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Вӑл каялла ӳкнӗ хыҫҫӑнах тепӗр снаряд ҫурӑлса кайнӑ.

Только он осел, ударил другой снаряд.

4. Амӑшӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Карап ҫинче е шлюпка пуҫӗнче хӑйне уйрӑм тупӑ вырнаҫтараҫҫӗ, вӑл вӑрӑм линь туртса пыракан гарпуна е ҫурӑлса кита йывӑр амантакан снаряда персе кӑларса ярать.

На борту корабля или на носу шлюпки устанавливается особая пушка — она выбрасывает гарпун, который тянет за собой длинный линь, или стреляет разрывными снарядами, наносящими киту тяжелые раны.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сасартӑк акӑ малта, станци енче, тӳпе ҫурӑлса кайнӑ пек, ҫулӑм ҫути ялкӑшса кайрӗ, вӗҫе-вӗҫӗн кӗмсӗртетсе сирпӗнекен сасӑсем пӗтӗм вӑрмана ытларах та ытларах чӗтретме тытӑнчӗҫ.

Вдруг впереди, где была станция, небо словно раскололось, блеснуло пламя и взрывы один за другим потрясли лес,

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Кашниннех куртка ҫаннисем тата шӑлаварсем чӗркуҫҫи тӗлӗнче ҫурӑлса пӗтнӗ, ҫӳҫӗсем ӳссе кайнӑ, тӑрмаланса кӑна тӑраҫҫӗ; Ваҫҫукӑн хӑлха хыҫӗнчи ылтӑн тӗслӗ хӗрлӗрех ҫӳҫӗ ункӑн-ункӑн кӑтраланса тӑрать.

Курточки и штаны почти у всех были разорваны и свисали бахромой на рукавах и коленках; волосы отросли и торчали вверх; за ушами Васька золотились рыжие колечки.

56 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Генка, хӑҫан шыв патне ҫитетпӗр? — ыйтать Ваҫҫук, ҫурӑлса пӗтнӗ тутисене ҫулласа.

— Генка, скоро вода будет? — облизывая потрескавшиеся губы, спрашивает Васек.

53 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӑл кровать ҫине ларнӑ та, ҫурӑлса пӗтнӗ, тахҫантанпах шуратман мачча ҫине пӑхса, аллисене хыттӑн чӑмӑртаса, темӗнле пӑлхануллӑн итлесе ларать.

Глядя в белый потрескавшийся потолок давно не беленной хаты, она сидела на кровати, крепко сжав обе ладони и к чему-то тревожно прислушиваясь.

45 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Унта питӗ хытӑ шартлатса ҫурӑлса кайрӗ, пирӗн хыҫрах бомба персе анчӗ.

А потом, когда сильно ударило, — за нами бомба… упала…

40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӗсем пӗр-пӗрне пӗр сӑмах та калама ӗлкӗрейменни вӑл нимех те мар-ха, Ваҫҫук чӗри пурпӗрех ҫурӑлса тухас пек ҫав тери савӑнӑҫлӑ тапать.

Это ничего, что они не успели сказать друг другу ни одного слова; что-то большее, чем слова, распирает грудь Васька.

35 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

— Сана мӗн те пулин пулнӑ пулсан, ман чӗре шартах ҫурӑлса кайнӑ пулӗччӗ, — хушса хучӗ Ваҫҫук.

— У меня бы сердце разорвалось, если бы с тобой что-нибудь случилось, добавил Васек.

32 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Кӗпи ҫурӑлса пӗтнӗ, хашкать кӑна хӑй, — Генка тӗтреллӗ куҫӗсемпе ачасем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Рубаха на нем порвана, задохнулся весь, — Генка обвел ребят затуманившимся взглядом.

27 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ун тумтирӗ ҫурӑлса пӗтнӗ, пит-куҫӗ саралса кайнӑ, куҫӗсем чирлӗ ҫыннӑнни пек ялкӑшаҫҫӗ.

Он стоял у порога; армяк на нем был разорван, лицо осунулось, пожелтело, глаза лихорадочно блестели.

26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Мазин ҫӗрелле пӗшкӗнсе ҫурмаран ҫурӑлса кайнӑ кӑмпана ҫӗклерӗ.

Мазин нагнулся и поднял разломанный пополам гриб.

26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӑл лӑпах ҫурӑлса каяйман бомбӑна пӑтӑ шайкине илсе пӑрахнӑ хӑюллӑ матрос пулнӑ.

Это был смельчак, бросивший в ушат с кашей залетевшую бомбу.

Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех