Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулталӑк сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулталӑк (тĕпĕ: ҫулталӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн районта административлӑ йӗркене пӑснӑ 51 тӗслӗх тупса палӑртнӑ, вӗсенчен 21-шне судра пӑхса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Манпа ҫулталӑк пурӑнать ӗнтӗ, хӑй ҫаплах…»

Уж год со мной живет, а сама…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр эрне иртсе каять, уйӑх, ҫулталӑк.

Проходит неделя, месяц, год.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каясчӗ ҫапла пӗр чарӑнмасӑр эрне, уйӑх… ҫулталӑк

Так бы и ехал дни, недели, месяцы…

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр ҫулталӑк каялла кӑна-ха атӑлкассисем Сехре Иванӗ колхозри паллӑ бригадира, Маринене, ҫураҫма ӗмӗтленет тенине кулкаласа ҫеҫ йышӑнатчӗҫ: кам шаннӑ ун чухне Марине ӑна качча каясса?

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑн хыҫҫӑн сисӗнмесӗр ҫулталӑк иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулталӑк калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем мӑшӑрланма шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Вӑл ҫын патне ҫӳреме юратмасть. Пирӗн пата килме ун кӑмӑлӗ те ҫук: кайра пыракан колхоз», — тенӗччӗ вӑл пӗр ҫулталӑк каяллах.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑшпӗрисем ҫулталӑк ытла ҫырмаҫҫӗ, куран — ҫын вилмен…

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пирӗн ялта ҫулталӑк пурӑнатӑн, Анна Ивановна, ҫапах та хӑвна ют ҫын тесе шутлатӑн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхозра пӗр ҫулталӑк ӗҫлерӗм ӗнтӗ, кӑҫал хамӑра валли тырӑпа ҫӗрулми те илтӗмӗр-ха.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак ӗнтӗ пурте хӑйсен вырӑнӗнче, президиум та суйланӑ, Укахви комсомол пуҫламӑш организацин ҫулталӑк хушшинчи ӗҫӗсем ҫинчен сӑмах тытать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Левентей Липӑпа паллашни ҫулталӑк ытла ӗнтӗ, унтанпа куҫа-куҫӑн та нумай калаҫнӑ, Тутаркаса та пӗрле ҫӳрекеленӗ, анчах хӗр ун ҫине мӗнле пӑхать, ӑна вӑл паян кунччен те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп килсе кайни ҫулталӑк ҫурӑ ҫеҫ-ха, — кулчӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрре пӑхса илсех Ятман ҫакна асӑрхарӗ: Гариф ҫак ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче сӑнран ытла ватӑлса кайнӑ пек, унӑн мӑнтӑр пичӗ лапкӑшпех пӗркеленнӗ, ҫурӑмӗ унчченхинчен ытларах пӗкӗрӗлсе тухнӑ, аллисене хыҫалалла тытса утнӑран ун курпунӗ пушшех те пысӑк пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пӗр ҫулталӑк ытла парти членӗ, — терӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулталӑк каялла Карачӑм МТС-а кайса, кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫитменлӗхсене ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтӗмпех пӗтерме тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp

Аса илтерер: ҫулталӑк вӗҫлениччен 19 районта муниципалитет округӗсем йӗркелӗҫ.

Напомним, что до конца года в 19 районах будут образованы муниципальные округа.

Хорасева пуҫлӑх пулма каллех суйланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33352.html

— Районти ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 5538 центнер е пӗлтӗрхи январь — сентябрь уйӑхӗсенчинчен 6 процент ытларах аш-какай туса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех