Шырав
Шырав ĕçĕ:
Маркиз ӑна чӳрече патне сӗтӗрсе ҫитерчӗ, пӗр вӗҫӗнчен тытрӗ те, яш каччӑ пек вӑйлӑн, тепӗр вӗҫне чӳречерен кӑларса, ӑна типӗ вар тӗпнелле майӗпен антарма пуҫларӗ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кӗтсе тӑрасси мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӗнтӗ.
XIV. Иманус та тухса каять // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кайрантарах Жоржеттӑна хӑрани кичемлентерсе ҫитерчӗ; вӑл паттӑрланса чӳречерен пӑхрӗ.Наконец, Жоржетте наскучило бояться, она расхрабрилась и выглянула в окно.
IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Анчах вӗсем патне ҫитме ҫӑмӑлах мар, ҫапах та вӑл пиччӗшсем еннелле кайма хӑюлӑх ҫитерчӗ.Хотя добраться до окна было делом нелегким, она все же решилась.
II // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫирӗм минут утнӑ хыҫҫӑн Говэн, кукӑр-макӑр ҫулпа ҫирӗппӗн пусса утаканскер, хӑй отрядне пасар хыҫӗнчи аслӑ урама тухакан тӑкӑрлӑк вӗҫне илсе ҫитерчӗ.
III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Гальмало кимме май килнӗ таран ҫыран хӗррине илсе ҫитерчӗ, урипе хӑйӑра хыпашласа пӑхрӗ, ури айӗнче путманнине туйсан, ҫӗрелле сиксе анчӗ.
II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ваҫҫук ун патне питех те пырасшӑн пулчӗ, анчах хӑраса тӑчӗ: «Акӑ отрядне малтан илсе ҫитерчӗ те мухтасса кӗтет», тесе шухӑшлӗ, терӗ.
38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Трубачёва вӑл алӑк патне ҫитерчӗ, хваттер звонокне те хӑех туртса шӑнкӑртаттарчӗ.
25 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Икӗ талӑк кӗтсе ирттернӗ хыҫҫӑн пӗр палубӑллӑ пӗчӗк карап пире Мессина хулине илсе ҫитерчӗ, кунта эпир ик-виҫӗ кунтан йӑлтах канса юсантӑмӑр.
XLV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ганс утрав патӗнче чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра сулла тӳрлетсе майласа ҫитерчӗ.
XXXIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Темшӗн шӑв-шав йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫак кирлӗ мар та пусса тӑракан калаҫу Юрие йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа та вӑл Варварӑна чарса лартрӗ.Но тут Юрий, которого тяготил этот ненужный и противный разговор, остановил ее.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Тӳррипе каласан, кунти ҫынсем пурте тӑшмансем пек туйӑнаҫҫӗ ӑна, кунти пурнӑҫ та питӗ йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӑна, ҫавӑнпа та Горевӑна Австри шӑпи ним чухлӗ те хавхалантармасть.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кӗске «виллис», питӗ лайӑх асфальтланӑ ҫулӑн чӑнкӑ пӑрӑнӑҫӗсенчен иртсе, вӗсене хуларан хӗвелтухӑҫ еннелле чылай инҫене хӑвӑрт илсе ҫитерчӗ те, Дунай ҫывӑхне, пур путеводительсенче те асӑнакан Венӑпа Братислава хушшинчи паллӑ автострада патне ҫитсен, сасартӑк ҫав ҫул ҫине тухрӗ, хуланалла вӗҫтерчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хуҫа пире мӑк тураса янӑ лайӑх шӳрпе ҫитерчӗ; унтан ҫу ҫине ярса ӑшӑтнӑ типӗ пулӑ пайтах пачӗ, анчах ҫӑвӗ ҫирӗм ҫул тӑнӑ пирки йӳҫӗхсех кайнӑ.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Питӗ вӑйлӑ витамин ҫитерчӗ, унтан лайӑххи пулас та ҫук!..
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Акӑ, сирӗн умра ик енчи ҫынсем тӑраҫҫӗ, вӗсенчен пӗри ӳпкелешет — вӑл мана ҫаратрӗ, хӗнесе, асаплантарсах ҫитерчӗ, тет.Вот стоят перед вами две стороны, и одна жалуется — он меня ограбил и замордовал совсем!
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫил темшӗн савӑннӑ пек ҫавӑрттарчӗ, енчен енне ыткӑнчӗ, — амӑшӗ патне татӑкӑн-татӑкӑн, пӑтравлӑн кӑшкӑрнӑ, шӑхӑртнӑ сасӑсене илсе ҫитерчӗ…
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Юлашкинчен, салтака ку вӑйӑ йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Урамра тин вӑл ҫӗлӗкне тӑхӑнма хӑюллӑх ҫитерчӗ.
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.