Шырав
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ, вӑл тус-юлташла ҫемҫен каланине итлесе, ун ҫине кӑшт кулкаласа пӑхса ларчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл ӗнентерме тӑрӑшса каланӑ сӑмахсене ӑнланмасӑр, ҫак ҫынна хӑй ачаш чунпа шаннинчен тӗлӗнчӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Спирт пӑсӗсем пуҫ миммине ҫемҫен, кӑмӑллӑн тӗтрелентерчӗҫ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫӳҫӗсем ҫемҫен хумланса питне тавра сапаланнӑ.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӑл ҫемҫен, ним сассӑр ӳкрӗ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Кӗлетке ҫине пурҫӑн ҫемҫен хутланса выртрӗ, вӑл ӑна хӑйне ачашланӑн туйӑнчӗ.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Амӑшӗ вилнӗ ывӑлӗн сӑнӗ ҫине пӑхрӗ те унӑн ҫӳҫӗсене ҫемҫен ачашласа илчӗ.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Унӑн пуҫне минтер айне пытарас килет, нимӗн те курас та, илтес те килмест, анчах Жемчужный унӑн хулпуҫҫи ҫине аллине ҫемҫен хучӗ те, карцерта мӗн пулса иртнине пурне те каласа пама пуҫларӗ.
8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫакӑн пек шӑплӑх кӳлӗсен тӗпӗнче пулать, унта тулашри пурнӑҫ шавӗ аран-аран та ҫемҫен пырса лекет.Такая тишина бывает на дне озер, куда внешняя жизнь доходит обеззвученной и смягченной.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Колхозри выльӑх-чӗрлӗхе пӑхас ӗҫ тӳрех ун ҫине тиенчӗ, вара вӑл хӑйне майлӑ ҫемҫен те йӗркеллӗн пулса пынӑ пек туйӑнакан ӗҫ мӗне тӑнине тинех ӑнланчӗ, Авдотья аллисенчи вӑя ҫавӑн чухне тин хакларӗ…
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Унӑн хӑлхи ҫумӗнчех пысӑк ҫулҫӑсем ҫемҫен вӗлтӗртетсе илчӗҫ.У самого его уха залопотали с мягким хлопаньем большие листья.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫӗре ӳкнӗ чӑрӑш турачӗсем урасем айӗнче ҫемҫен авӑна-авӑна илеҫҫӗ.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Авдотья лӑпкӑн, хӑйпе хӑй калаҫнӑ пек, ҫемҫен те шухӑшлӑн калама пуҫларӗ:
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Куҫ умӗнче шур чатӑр пек юр выртать, машина ҫемҫен ярӑнать, юрӑ хуллен янӑрать.Кисейная снежная пелена висела перед глазами, мягко укачивала машина, баюкала песня.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл инҫере пулнине пӗлет Авдотья, анчах нумай вӑхӑт хушшинче пирвайхи хут унӑн ятне калама, унӑн ячӗ сивӗ шӑплӑхра ҫемҫен те ҫӑмӑллӑн янӑранине итлеме лайӑх.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ӗлӗкхи пек хытӑ кӑмӑллӑн та пӑхӑнтармалла сасӑпа мар, нихҫанхинчен те ҫемҫен каларӗ вӑл ӑна.Не прежним грубовато-властным тоном, не по-обычному мягко, он сказал ей:
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пысӑк шурӑ ҫӑматтисемпе ҫемҫен пусса, вӑл Матвеич ҫывӑхнерех пычӗ те шӑтӑкӑн тепӗр енне ӑна хирӗҫле чарӑнса тӑчӗ.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫӳлӗ мар пӗлӗтрен юр ҫемҫен ӳкет.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Мӗнле лайӑх утса пырать вӑл, ҫемҫен те ҫӑмӑллан!
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫуртсем хупӑрламан пысӑк та анлӑ пӗлӗт ҫӗре ытла ҫемҫен ыталанине, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ вырӑнта вӑл кӑпӑшка та шап-шурӑ уйсем патнелле ытла ачашшӑн туртӑннине курсан, Валентинӑн, тӗркесем ҫине тӑрса, ҫак пӗлӗте кармашса ҫитес килчӗ.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӗр пӗлтӗрхи пекех ҫинҫешке, анчах унӑн тӑрӑхларах та ачалла ҫемҫен кулса тӑракан сӑн-пичӗ мӑнаҫланарах панӑ, хӑйне хӑй вӑл йӑлтах урӑхла тытать: тантӑшӗсем хушшинче шӑппӑн та йӗркеллӗн ларать.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.