Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылтӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ылтӑн (тĕпĕ: ылтӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн кӑмӑлне сар ҫу пек ирӗлтерме ылтӑн ҫӗрӗ те пулӑшрӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑта пӳрнинче унӑн илемшӗн тӑхӑннӑ хаклӑ чуллӑ ылтӑн ҫӗрӗ йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Арӑма хампа пӗрле илсе килнӗ пулсан вӑл сана туххӑмрах ылтӑн шӑл лартса яратчӗ, — йӗплемесӗр тӳсеймерӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сардимиров ылтӑн сехете хӑлхи патне тытса силлесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Глафира ҫапла каласа ылтӑн сехете сӗтел ҫине ывӑтрӗ те пит-куҫне аллипе хупласа столовӑйран чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫак япалашӑнах ман чӗрене ҫиетӗр (аллинчи ылтӑн сехетне хыпалансах вӗҫертрӗ Глафира), ӑш-чикӗме кӗрӗк ҫанни пек тавӑрса силлетӗр.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ылтӑн сехетшӗн те мана айӑплатӑр.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Пӗрне — ылтӑн сехет, тепӗрне — чышкӑ-муклашкӑ!

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Глафирӑна вара ылтӑн сехет ҫуралнӑ кун ячӗпе парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫав ятпа ӑна ылтӑн сехет пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӗске аркӑллӑ ҫанӑсӑр кӗпе тӑхӑннӑ хӗр, хулпуҫҫийӗпе чӗркуҫҫийӗ ҫара пулнӑран-и, сарӑ кӑпӑшка ҫӳҫӗ уйӑх ҫутинче ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатнӑран-и — юхан шыв тӗпӗнчен ҫӗрлехи улӑха уҫӑлма тухнӑ юмахри вутӑш пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Аркаш йӑпӑртлӑха ҫенӗке тухрӗ те ылтӑн сехет илсе кӗрсе ман еннелле тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сехечӗ те ылтӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сардимировӑн сылтӑм аллинчи пӳрнинче те, сулахаййинче те — ылтӑн ҫӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Николай Мартынов ӑста прозаик кӑна мар, пултаруллӑ сӑвӑҫ та. Республикӑри хаҫат-журналсенче пичетленнӗ чылай сӑввисем чӑваш поэзийӗн ылтӑн фондне кӗме тивӗҫлӗскерсем», — палӑртаҫҫӗ район хаҫатӗнче тухнӑ статйинче Етӗрне тӑрӑхӗнчи паллӑ сӑвӑҫсем В. Муравьевпа В. Соколов.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Анчах туй тӑвассишӗнех ылтӑн ҫӗрӗшӗн савӑнма ан васкӑр.

Но не торопитесь радоваться кольцу, только ради свадьбы.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри литература премине — Василий Шукшинӑн ылтӑн медальне — тивӗҫнӗ.

Награждена Всероссийской литературной премией — золотой медалью Василия Шукшина.

Поэтсем Элӗкре пулнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34742.html

Анчах «Нарспи» авторӗн ҫак шухӑшне палӑртнӑ чухне эпир унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пур чухне те тап-таса ылтӑн пек пулнӑ тесе калама пултараймастпӑр: Иванов пурӑннӑ саманара халӑх ӑс-тӑнӗнче тӗксӗм шухӑшсем те нумай пулнӑ, халӑх турра та, усала та ӗненнӗ; пӗрисем киреметсене, теприсем турӑшсене пуҫ ҫапнӑ, виҫҫӗмӗшсем турӑшсене хӑйма сӗрсе, кил хушшине ҫӗтӗк ҫӑпата ҫине кӑларса лартнӑ; пӗрисем революцие мухтакан кӗнекесем тупса вуланӑ, патша йӗркине хирӗҫ пыракан кӗрешӗве хутшӑннӑ, теприсем революци паттӑрӗсене тытса жандармсен аллине панӑ…

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫемьере вара телей те, килӗшӳ те пулмасан мӗншӗн ылтӑн вӑхӑта сая ямалла?

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Ылтӑн юпа — ман савни, Шурӑ тутри — ман юлташ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех