Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шут сăмах пирĕн базăра пур.
шут (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс ун чухне ҫамрӑкчӗ-ха, айванччӗ, халь ак ӳссе ҫитнӗ те хан пулма шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Купӑс калама вӗренме шут тытрӑн пулсан купӑсӗ те килтех ҫакӑнса тӑтӑр сан.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫапла шут турӗ: ҫак кунсенчех, ҫул начаррине пӑх-масӑр, Хусана кайса килмелле, паян мӗн пулса иртни ҫин-чен йӑлтах хана каласа памалла тата тем тесен те Булат Ширинпа курса калаҫмалла.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑк патӗнче, кӑмака ҫумӗнче — хӗрупраҫсем, вӗсем кунта мӗн пулса иртнине сӑпайлӑн, пӑртак вӑтанарах пӑхса тӑраҫҫӗ; хӗрсен ик айккипе тата кӑмака сакки ҫинче — каччӑсем, вӗсем пӗр вӑхӑтрах туй курма та, хӑйсем хушшинче шут тума та, хӗрсемпе ашкӑнкаласа илме те ӗлкӗреҫҫӗ; сентре ҫинче тата кӑмака хыҫӗнче — пӗве кӗменнисем е пачах вӗтӗр-шакӑр ача-пӑча.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай хӑйне мӑрса чӗнтерессе кӗтсе тӑмарӗ, ыйхӑран тӑраннӑ хыҫҫӑн мӑрса патне хӑех кайма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлташӗ ятсӑр ан юлтӑрччӗ тесе, Павлуш тепӗр кун «Канаш» хаҫат редакторӗ патне кайма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрлӗ Ҫар Чӗмпӗре каялла тавӑрсан, хула Совечӗ ку ҫуртра пӗрлештернӗ педагогикӑпа ялхуҫалӑх институчӗ уҫма шут тунӑ; анчах шухӑшне пурнӑҫа кӗртеймен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— А эс, Павӑл, чӑнласах артист пулма шут тытнӑ курӑнать: хаҫатсенче те сана час-часах асӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Халӗ ӗнтӗ калар-ха, Эльгеев: епле эсир шкул пахчине пырса лекнӗ, мӗншӗн унта ҫӗр каҫма шут тытнӑ, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тепӗр кун, Александр Федорович Шӗнерпуҫӗнчен тухса кайманни ҫинчен пӗлсен, Исмук Павӑлӗ унпа тӗл пулма шут турӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑвӑр ирӗкпе хӗрлисем енне куҫма шут тытнӑ пулсан, шуррисен бандипе ҫапӑҫмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эсир, Михаил Никанорович, тӗрӗс шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа вӑл пӗр вӑрттӑн ӗҫ тума шут тытрӗ: уйрӑлас полковникран, анчах епле?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӗ, Хусана Хӗрлӗ Ҫар калама ҫук хӑвӑрт ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн, Ӗпхӗве хупӑрлама пуҫланӑ вӑхӑтра, Михаил Николаевич ҫула улӑштарма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах эсерсем пурте пӗр шухӑшлӑ пулман: пӗрисем Ҫӗпӗрти Верховнӑй правитель — Колчак патне куҫма шут тытнӑ; теприсем — Алюнов пеккисем — Учредительнӑй пуху пухӑнасса ҫаплах шанса пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Енчен те хӑвӑн арӑму тепӗр арҫын патне кайма шут тытсан, вара мӗн тавӑн?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑйне канӑҫ паман ыйтусене уҫӑмлӑ татса парас ӗмӗтпе каччӑ Шӗнерпуҫӗнчи Антонина Павловна учительница патне кайса килме шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Тутарсем вырӑссенчен уйрӑлма шут тытнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл Островскин «Не так живи, как хочется» пьесине чӑвашлатса лартса пама шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл Хусан комитечӗ мӗн шут туни ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех