Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанса (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманта та, тӑватӑ стена хушшинче те кӳнтелен ҫук тесе лӑпкӑн шанса ҫӑмӑлттайланма юрамасть.

Ни в лесу, ни в четырех стенах нельзя быть совершенно спокойным, что нет свидетелей.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫывӑрса кайсан пӗтӗмпех сирӗлессе-иртессе шанса Джесси утиял айне кӗрсе выртрӗ; канӑҫсӑрлӑн ҫаврӑнкала-ҫаврӑнкала кӗҫех йывӑр ыйха путрӗ.

Надеясь, что все кончится сном, Джесси улеглась в постель; беспокойно ворочаясь, заснула она с трудом.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӗнер ҫанталӑк сулхӑнччӗ; паян ҫумӑр ҫӑвасса шанса — кӑмӑллах мар ҫак кунпа Джесси Ватсонсен, Апербаумсен, Гардингсен ҫемйисене тата ҫӗнме май ҫук ытти крепоҫа ҫитсе килмешкӗн усӑ курас терӗ; хисепсӗр, шухӑшсӑр манерӗпе — ылтӑнран шӑратса тунӑ хӑйне асла хураслӑха ытлашши вӗчӗрхентермесӗр — ҫав ҫуртсене вӑл ҫеҫ ҫаратаять.

Вчера стояла пасмурная погода; рассчитывая, что сегодня польет дождь, Джесси охотно постановила употребить дурной день для посещения семейств Ватсонов, Апербаумов, Гардингов и других неприступных крепостей, где только она, с ее небрежной и беззаботной манерой, могла пограбить, не вызывая особого раздражения, свойственного самомнению, отлитому из золота.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чӑваш Енри патшалӑх влаҫ органӗсен тата предпринимательлӗх пӗрлӗхӗн хутшӑнӑвӗсем ҫулран ҫул ҫирӗпленсех пырасса шанса тӑратӑп.

Уверен, что слаженное взаимодействие между органами власти и предпринимательским сообществом Чувашии с каждым годом будут расти и развиваться.

Олег Николаев Раҫҫей предпринимательлӗх кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/05/26/ole ... skogo-pred

Хӑҫан та-тӑр манпа курнӑҫасса шанса Филатр Браунран «Чупакан» шӑпине ыйтса пӗлет.

Надеясь когда-нибудь встретить меня, Филатр постарался разузнать через Брауна о судьбе «Бегущей».

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гель-Гьюран кайсан хама ҫӑмӑлрах туясса шанса — каҫхине ултӑ сехетри пуйӑса лартӑм…

Надеясь, что мне будет легче, если я уеду из Гель-Гью, я сел вечером в шестичасовой поезд.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ халӗ хама ҫирӗп тытатӑп, хам тӗрӗссине шанса хурав кӗтетӗп.

Я уже твердо владел собой и ждал ответа с совершенной уверенностью.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эверкки пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерессе ҫирӗп шанса тӑни вӑй-хал кӳчӗ Илемпипе Валери Соловина.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тӗресех, кукамӑшӗ вӑй ҫитереймен вут пуленккисем купипех кунта, юри ӑна кӗтсе, ӑна шанса пухса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

«Ҫук, татах ӗҫлемелле манӑн, ӗҫӗмпе сиплӗп суранӑмсене», — шухӑшларӗ художник тӗрӗслӗх ҫавах ҫӗнтерессе шанса.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Дэзи, — терӗм эпӗ унӑн айван кӑсӑклӑхне шанса; ҫак кӑсӑклӑха вӑл, паллах, ӑна тытса чарайманран, ҫавӑн пекех хӑйӗн вичкӗнлӗхне пула тупаять, — эсир йӑнӑшмарӑр.

— Дэзи, — сказал я, доверяясь ее наивному любопытству, обнаружить которое она могла, конечно, только по невозможности его укротить, а также — ее проницательности, — вы не ошиблись.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫывӑх кунсенче эпир тӗплӗнрех калаҫасса шанса унран карап пирки урӑх ыйтса тӗпчемерӗм.

Рассчитывая, что на днях мы поговорим подробнее, я не стал больше спрашивать его о корабле.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫак самант килмессе эпӗ пӗтӗм чунран шанса пурӑнаттӑмччӗ; сире кансӗрлессине эпӗ каҫармалла мар эгоизм пек хак-латтӑмччӗ.

От всей души я надеялся, что такая минута не наступит; затруднить вас я считал непростительным эгоизмом.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

«Сире, паллӑ мар пӗлтерӗшпе чупса кӗнӗ, ҫапах та чӑн-чӑнах пӗччен хаваслӑхпа мана хаваслантарнӑ паллӑсемпе кӳлепесем, — эсир ҫухалса ирӗлсе ҫухаличчен хамӑн Чӑна тухманлӑхӑн тутӑхне шанса паратӑп.

«Вам, знаки и фигуры, вбежавшие с значением неизвестным и все же развеселившие меня серьезным одиноким весельем, — пока вы еще не скрылись — вверяю я ржавчину своего Несбывшегося.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Мӗншӗн тесен йӑлт лайӑх пуласса пӗтӗм чунпа шанса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла е ҫуллансан? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.

«Ир-ирех асӑннӑ объект ҫинче ӗҫлекенсем ҫук. Ку паллӑ, подрядчик хӑй ҫине шанса илнӗ ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫламанни. Ирхине транспорт сахал чухне, шӑпах та ӗҫлеме аван. Вӗсем вара каярах юлса ӗҫе кӳлӗнни, тепре чухне транспорта чӑрмав кӳни те часах. Икӗ сменӑпа ӗҫлесен вырӑнлӑ. Тепӗр тесен, ҫуллахи тапхӑрта виҫӗ сменӑпа та тен ӗҫлеме ирӗк илме юрӗ. Кирлӗ пулсан, кирек-епле ыйтӑва та уҫӑмлатса пама май пур», — тесе каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамӗнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/chav ... ecsen-proi

Республикӑра та тавара тирпейлесе кӑларма май паракан промышленноҫ производствин ӗҫне пуҫарса ярсан аван пуласса шанса каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи пурнӑҫ таппи ыйтакан хӑватлӑ проектсене Чӑваш Енре пӑхса тухнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/18/paya ... sene-chvas

Аван будка хулӑнӑш вулӑсем тӳпенелле ретӗн-ретӗн ӑнтӑлса ҫӗкленеҫҫӗ; Горн халӗ хӑйне — самантлӑх — пӗчӗк ача пек туять, — ӑна вӑрманӑн шанчӑклӑ, вӑрттӑн хӳтлӗхне, тарӑн шӑплӑх хуҫаланакан пӳлӗмсенчи хавхаллӑ ӗнтрӗк евӗр чӑтлӑхӑн ешӗл тарӑнӑшне шанса пачӗҫ мар-и…

Стволы, толщиной с хорошую будку, колоннами уходили в небо, и он чувствовал себя маленьким, вверенным надежному, таинственному покровительству леса, зеленой глубине чащи, напоминающей тревожные сумерки комнат, охваченных глубоким безмолвием.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Пӗрле эпир кирек епле йывӑрлӑха та парӑнтарасса, Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пуласса шанса тӑратӑп.

Убежден, что вместе мы преодолеем любые препятствия, и победа будет за нами!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/09/chva ... terukune-y

Ӑҫта, мӗнле пӑрӑннине йывӑррӑн асӑрхаса ҫапкаланса пыратӑп, тепӗр чухне хама ҫӗр тӗпне анса кайнӑн туятӑп, мӗн пирки шухӑшланине япӑх ӑнланатӑп, хамшӑн хам ют пулнӑн утатӑп; тӑвӑрлӑхра, ҫутӑра та шӑплӑхра сӗтӗрӗнсе ҫӳрев вӗҫленессе шанса ӗшенмеллипех ӗшентӗм.

Я блуждал, с трудом замечая, где, как поворачиваю, иногда словно проваливался, плохо сознавал, о чем думаю, и шел, сам себе посторонний, уже устав надеяться, что наступит конец этим скитаниям в тесноте, свете и тишине.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех