Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хресчен сăмах пирĕн базăра пур.
хресчен (тĕпĕ: хресчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яланах Пуян Липе пӗрле ҫара кайнӑ Лю Дэ-шань вӑтам хресчен арӑмӗ ӗҫе юратакан хастар хӗрарӑм пулнӑ.

Жена середняка Лю Дэ-шаня, ушедшего на фронт носильщиком вместе с Ли Всегда Богатым, была очень скромной женщиной, бережливой и работящей.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Юлашки вӑхӑтра вӑл хӑйӗн пусмӑрҫӑ сӑн-питне мӗнле те пулин пытарса хӑварасси ҫинчен ҫеҫ шутласа пурӑнчӗ, хӑйне ӗҫе юратакан хресчен пек туса кӑтартма тӑрӑшрӗ.

Последнее время он только о том и думал, как бы ему выкрутиться, и, скрывая свое истинное лицо эксплуататора, прикидывался трудолюбивым крестьянином.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унта икӗ теҫеткене яхӑн хресчен арӑмӗсем пухӑннӑ.

В комнату набралось десятка два крестьянок.

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лю Гуй-лань Лю И-линь ятлӑ чухӑн хресчен хӗрӗ пулнӑ, ҫамрӑкранах амӑшӗнчен юлнӑ.

Лю Гуй-лань, дочь бедняка Лю И-линя, рано потеряла мать.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ун ушкӑнӗнче Дасаоцза, Лю Гуй-лань, У Цзя-фу тата темиҫе хресчен.

Группа председателя состояла из Дасаоцзы, Лю Гуй-лань, У Цзя-фу и нескольких крестьян.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Вӑл февральпе август уйӑхӗсенче, хирте ӗҫ ҫук чухне ҫеҫ хресчен.

— Он крестьянин только в феврале да в августе, когда в поле делать нечего.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Сирӗн хальхи председатель хресчен пуль?

— А ваш теперешний председатель — крестьянин?

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑтам хресчен вӑл.

Середняк он.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лю Дэ-шань Ли Чжэнь-цзянран чылай юрлӑрах пулнӑ, вӑл вӑтам хресчен ҫеҫ шутланнӑ, анчах унӑн пур лашисене те туртса илнӗ.

У Лю Дэ-шаня, который был значительно беднее Ли Чжэнь-цзяна и числился середняком, наоборот, конфисковали всех лошадей.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ вӗсене апат хатӗрленӗшӗн тата шоссе ҫинче пӑхкаласа тӑнӑшӑн ҫеҫ хресчен союзӗн фондӗнчен кашнине ҫирӗм пилӗкшер пин тӳлерӗм.

Ведь я платил каждому из них по двадцати пяти тысяч из средств крестьянского союза только за то, чтобы они стряпали обед да сторожили на шоссе.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ун пек хресчен халиччен курман эпӗ, — пуҫне сулларӗ Вань Цзя.

Что-то не видал я таких крестьян, — покачал головой Вань Цзя.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хресчен?

— Крестьянина?

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Сан шутупа мӗнле, хресчен манерӗ пур-и ун?

— Как по-твоему, похож он на крестьянина?

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл ӑна: «Эсӗ темшӗн хресчен пек тумланман-ха» тесе каласшӑн пулчӗ.

Ему хотелось сказать: «Что-то ты одет совсем не по-крестьянски».

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ хресчен ӗҫне яланах юратнӑ.

Я всегда любил крестьянскую работу.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӗр хресчен тӗмеске ҫине хӑпарса тӑчӗ, каҫхи хӗвелтен куҫӗсене аллипе хупласа, йӗри-тавра сӑнарӗ, вара хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Один крестьянин взобрался на пригорок, прикрыл глаза рукой от солнца, огляделся и весело закричал:

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ку чӑн-чӑн тавар вара! — персе ячӗ кӗҫҫерен ҫӗленӗ кивӗ шлепке тӑхӑннӑ хресчен.

Это настоящий товар! — прищелкнул языком крестьянин в старой фетровой шляпе.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хресчен помещик патнех пычӗ, ун ҫине вӑрахчен ҫилӗллӗн пӑхса тӑчӗ, унтан халӑх енне ҫаврӑнчӗ; ку ҫын Чжан Цзин-сян пулнине палласа илчӗҫ.

Крестьянин вплотную подошел к помещику, посмотрел на него долгим, ненавидящим взглядом, и, когда повернулся, все узнали Чжан Цзин-сяна.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ушкӑнтан пӗр ҫамрӑк хресчен уйрӑлчӗ.

От толпы отделился молодой крестьянин.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

«Эпӗ, Ян Фу-юань, ҫурҫӗр тӗлӗнче вӑрттӑн ялти Хань Фын-ци хресчен ҫуртне кӗтӗм.

«Я, Ян Фу-юань, в полночь ворвался в дом к жителю деревни крестьянину Хань Фын-ци.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех