Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сяо Сянӑн юлашки сӑмахӗсем халӑхӑн саламлӑ сӑмахӗсемпе хупланса ларчӗҫ.Последние слова Сяо Сяна были покрыты приветственными криками толпы.
XXX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пирӗн командующи яланах ҫапла калатчӗ: тарҫӑсем, чухӑнсем тата вӑтам хресченсем алла-аллӑн тытӑнса, пурте паттӑр та хӑюллӑ кӗрешеҫҫӗ, реакцине ҫапса аркатас тесен, халӑхӑн мӗнпур вӑйне пӗрлештермелле, тетчӗ.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫак кӗрешӗве мӗнпур халӑхӑн сакӑрвунӑ проценчӗ хутшӑннӑ.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Халӑхӑн ҫак шухӑшӗпе эпир те килӗшрӗмӗр.
VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Халӑхӑн класлӑ ӑнланӑвӗ кирлӗ пек ҫирӗпленсе ҫитмен.Классовое сознание масс не успело подняться на должную высоту.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсене хирӗҫ, Сяо Ванпа Лю Шэн ертсе пынипе, халӑхӑн пысӑк ушкӑнӗ килет.Навстречу всадникам двигалась по шоссе большая толпа людей во главе с Сяо Ваном и Лю Шэном.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Халӑхӑн пӗр шӳтле юрринче ҫапла каланӑ:
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Юлашкинчен Сяо Сян виҫӗ тӗп задача лартрӗ: хресченсен союзне пысӑклатмалла, унта, май килнӗ таран, ҫӗнӗ членсем явӑҫтармалла; чухӑнсемпе тӑтӑшах калаҫусем ирттермелле, халӑхӑн тӗп нушисене пӗлмелле, помещиксемпе кӗрешес ӗҫӗн тӗллевне ӑнлантарса памалла, халӑх тӑшманӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑлармалла; самооборона отрячӗ йӗркелемелле.
ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Темиҫе ҫул хушши вӑл кӳршӗ ялсенче ҫапкаланса ҫӳренӗ, питӗ йӳнӗ хака хир винограчӗн ҫулҫине пухнӑ: ӑна халӑхӑн обязательнӑй йӗркепе японецсене памалла пулнӑ.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Питӗ те аван, питӗ те ӑслӑ сӑмах пулчӗ, Яков Тарасович… халӑхӑн чӑн-чӑн нушисене ӑнланмаҫҫӗ вӗсем…Прекрасно, умно, Яков Тарасович… они не понимают истинных нужд населения…
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку халӑхӑн ҫирӗпленсе ҫитнӗ шухӑш-кӑмӑлне тӳрех улӑштарса пӑрахрӗ.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл халӑхӑн чӑн-чӑн вожакӗ, хӑй халӑхне чӗререн юратать, пусмӑрҫӑсене чунтан кураймасть.народного вожака, человека большой любви к своему народу и ненависти к угнетателям.
Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.
Маньчжурире, уйрӑмах ялсенче (унта халӑхӑн ытларах пайӗ ҫӗрсӗр ҫынсемпе чухӑнсем пулнӑ), хӑватлӑ класс кӗрешӗвӗ пуҫланса кайнӑ.
Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.
Бериша ҫӗнӗрен президента ларнӑ хыҫҫӑн темиҫе «укҫа-тенкӗ пирамиди» арканнӑран халӑхӑн чылай пайӗн хӑйсен укҫи-тенкине ҫухатнине пула патшалӑхра экономика кризисӗ аталанма пуҫланӑ.
Сали Бериша // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... 1%88%D0%B0
Вӑл ӑрусен ҫыхӑнулӑхӗпе истори астӑвӑмне палӑртать тата тӗрлӗ халӑхӑн миллионшар ҫыннине пӗр чӑмӑра пӗрлештерет.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Ялавӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/08/22/glav ... aet-s-dnem
— Ҫакна эсир хӑвӑрах куратӑр: халӑхӑн ытти тӑхӑрвун сакӑр проценчӗ хӑй шухӑшне калама пултарнӑ пулсан, ӗҫ пачах урӑхла пулса тӑрӑччӗ-ҫке! — асӑрхаттаратӑп эпӗ.
Сигарета пачки // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Унта халӑхӑн ҫиллес вӑйӗ ӳсет.
Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Халӑхӑн ҫакӑн пек сӑмах пур: эсӗ мар пулсан, эппин кам пултӑр?
Радиоприемник мыскари // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Олег яланах хаваслӑ та уҫӑ кӑмӑллӑччӗ, вӑл илемлӗ калаҫма пӗлетчӗ, халӑхӑн ҫивчӗ сӑмахӗсене питӗ хаклатчӗ, пурне те ҫӗклентерсе чунтан, шавлӑн кулатчӗ.
«Ан вӗҫсем эс, хура ҫӑхан» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Кукамӑшӗпе мӑнукӗ хушшинчи туслӑх кунсерен ытларах та ытларах ҫирӗпленсе пынӑ май, Олег та пирӗн халӑхӑн пурнӑҫӗ ҫинчен, унӑн телейлӗ те ирӗклӗ пурнӑҫӗшӗн пынӑ кӗрешӳ ҫинчен нумайтарах пӗлекен пулчӗ, хамӑрӑн тӑван ҫӗршыва ытларах та ытларах юратакан пулчӗ.
«Эпӗ — халех» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.