Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвас (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республика Пуҫлӑхӗ паян «АБАТ» промышленность технопаркне тӑвас ӗҫпе паллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

«АБАТ» промышленность технопаркӗ уҫӑлма хатӗрленет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=iSGglSppTqo

— Паян Раҫҫейри ӗҫлӗ общество умӗнче ҫӗнӗ производство тата суту-илӳ тапхӑрӗсем тӑвас, тӗп сферӑсенче — строительствӑра, машинӑсем тӑвассинче, ял хуҫалӑхӗнче, вӑрман промышленноҫ комплексӗнче, туризмра приоритетлӑ инвестици проекчӗсене хута ярас енӗпе пысӑк тӗллевсем тӑраҫҫӗ, — палӑртнӑ Сергей Катырин.

Куҫарса пулӑш

Сергей Катырин Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2023" инвестици сабантуйне хутшӑнакансене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3272144

Апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе, тумтирпе, батарейкӑсемпе, ытти япаласемпе тӑтӑшах тивӗҫтерсе тӑнӑшӑн Александр Батюков, Надежда Романова, Галина Зайцева, Эдуард Кокшин предпринимательсене чунтан тав тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Хӑйӗн ятне калама ыйтмарӗ, «пысӑк чӗреллӗ» пулнӑшӑн ӑна чунтан тав тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Тӳртен каймалли ҫул тӑвас ыйту вӑраххӑн пырать, чӑрмавсем тухса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Ҫуркунне, шыв улӑха сарӑлнӑ май, кӑштах ҫаврӑнӑҫ тӑвас пулать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнчи масар патне каякан ҫула та вак чул сарма ӗлкӗрнӗ (проект хакӗ — 330009 тенкӗ), масар ҫинчи картана юсаса хапха тӑвас ӗҫе паян-ыран вӗҫлеҫҫӗ (645826 тенкӗ).

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр.

Что хотите, то и делайте.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра наркоманипе чирлисене социаллӑ реабилитаци тӑвас енӗпе тӗллевлӗ ӗҫлеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Наркотикпе кӗрешмелли комисси ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60451

Ачасем телефонпа хитре сӑн ӳкерчӗк тӑвас, кӑсӑклӑ постсем хатӗрлес, юрӑ юрлас, тӗрӗ тӗрлес, вӗтӗ шӑрҫапа ӗҫлес енсен вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хыврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн, Иван Яковлевӑн ҫавра ҫулне паллӑ тӑвас ӗҫе Чӑваш Енпе пӗр танах Чӗмпӗр тӑрӑхӗ те хастар хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Чӗмпӗр облаҫӗ килӗшӳ ҫирӗплетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60521

Журналистика тытӑмӗнче ҫитӗнӳсемпе палӑракан спикерсем вара кӑсӑклӑ статьясем ҫырас, сӑн ӳкерчӗксем тӑвас, социаллӑ тетелсемпе сайтсене йӗркелес ӗҫсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Кашни хуларах, ӑна тӑшман пырса тапӑнас хӑрушлӑх хӑратса тӑрать пулсан, пирӗн халӑхӑн ҫавнашкал ополченине тӑвас пулать, Германи фашизмне хирӗҫ пыракан пирӗн отечественнӑй вӑрҫӑра хамӑрӑн ирӗклӗхе, хамӑрӑн чыслӑха, хамӑрӑн ҫӗршыва хамӑрӑн кӑкӑрсемпе хӳтӗлес тесе, мӗнпур ӗҫҫыннисене кӗрешӗве ҫӗклес пулать.

В каждом городе, которому угрожает опасность нашествия врага, мы должны создать такое народное ополчение, поднять на борьбу всех трудящихся, чтобы своей грудью защищать свою свободу, свою честь, свою Родину в нашей Отечественной войне с германским фашизмом.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Ҫак енчен илсен, Великобритани премьерӗ г. Черчилль Совет Союзне пулӑшасси ҫинчен тухса каланӑ историлле сӑмах тата США правительствин пирӗн ҫӗршыва пулӑшу пама хатӗр тӑни ҫинчен калакан декларацийӗ пӗтӗмпех ӑнланмалла тата кӑтартуллӑ пулса тӑраҫҫӗ, ҫав выступленипе деклараци Совет Союзӗнчи халӑхсен чӗрисенче тав тӑвас туйӑма ҫеҫ вӑйлатаҫҫӗ.

В этой связи историческое выступление премьера Великобритании господина Черчилля о помощи Советскому Союзу и декларация правительства США о готовности оказать помощь нашей стране, которые могут вызвать лишь чувство благодарности в сердцах народов Советского Союза, являются вполне понятными и показательными.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Тӑшман йышӑнса илнӗ районсенче партизансен отрячӗсене, юланутлӑ тата ҫуран партизансен отрячӗсене тӑвас пулать, тӑшман ҫарӗн чаҫӗсене хирӗҫ кӗрешме, пур ҫӗрте те партизанла вӑрҫа чӗртсе яма, кӗперсене, ҫулсене сирпӗтсе аркатса тӑкма, телефонпа телеграф ҫыхӑнуне пӑсма, вӑрмансене, складсене, обозсене ҫунтарса яма диверсиллӗ группӑсем тӑвас пулать.

В занятых врагом районах нужно создавать партизанские отряды, конные и пешие, создавать диверсионные группы для борьбы с частями вражеской армии, для разжигания партизанской войны всюду и везде, для взрыва мостов, дорог, порчи телефонной и телеграфной связи, поджогов лесов, складов, обозов.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Тӑвас пулать, раз пуҫлӑх хушать, — кӗҫӗтмен ҫурӑмӗсене хыҫкаласа килӗшнӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

Анчах ку чухне ӑна никамах та «пӳтлӗ» тесе каламасть те, унашкал йӑнӑш тӑвас хуйхӑ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Ах, самани ҫавнашкал пулнӑ ҫав — мӗн те пулин тӑвас пулсан пуҫлӑхсем умӗнче йӑпӑлтатма, вӗсен юррине юрлама хистекен икӗ питлӗ самана.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шартлама е ҫил-тӑман тапрансан вӑл ялалла утӑм та тӑвас килмест.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӗн тӑвас тетӗн — дефицит.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех