Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупа сăмах пирĕн базăра пур.
тупа (тĕпĕ: тупа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, Чӗкеҫ «хӗвелшӗн» Тупа турӗ юратса: Сӑмах пачӗ ӗмӗршӗн Пӗрле арлӑ пуласса.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тупа тунӑ тур ҫинче Чӗнмелле мар кун ҫинче.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Эпир, — терӗ Кирук, — пионерла тупа тума пултаратпӑр, сире курнине никама та пӗлтермӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпир Ульккашӑн тавӑрма та тупа тунӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Паллӑ, хӑвӑр тупа тунинче пытанакан вӑй сире вӗренӳре, ӗҫре те вӑй парса тӑрӗ, пулӑшса пырӗ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Татӑлсах йӗчӗ Ула Тимӗр арӑмне юлашки ҫула ӑсатнӑ май, пӗтӗм халӑх умӗнче: «Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Полина… Пӗлетӗп: эпӗ те айӑплӑ сан умра. Каҫар. Уйӑхпа хӗвел умӗнче тупа тӑватӑп: сана эпӗ юлашки сывлӑш тухичченех чӗрере упраса, яланах асӑнса пурӑнӑп… Санӑн яту, санӑн сӑнару яланах манӑн пурнӑҫ ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатса тӑракан ҫӑлтӑр пек пулӗ. Ҫӗр ҫыртса калатӑп: урӑх нихӑҫан та никампа та ҫемье ҫавӑрмӑп…», — тесе чунлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урам вӗҫне ҫитсен ҫеҫ кӑмӑлне хытарчӗ вӑл, чӗре туйӑмӗсене тата та шаларах пытарма тупа туса общежити еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпӗ тӑван музыкӑна ӗмӗрлӗхех юратрӑм, ӑна тӗпчесе вӗренме, халӑх юррисене пухма тусӑмсем умӗнче тупа турӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тупа тӑватпӑр! — терӗҫ ҫак чаплӑ самантпа хавхаланнӑ ҫамрӑксем, вара пӗр-пӗрин аллине пӗрле тытса чӑмӑртарӗҫ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ку пирӗн «аннибаловская клятва» тени пултӑр — тупа тӑвар, — терӗ хытӑ пӑлханние хӗрелсе кайнӑ Шупуҫҫынни.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫукран пура тухакан — тупа тан, пуртан ҫука юлакан — ҫӗрпе тан, тенӗ авалах…

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сайхалӑха утӑ ҫине хӑпарса тӑраниччен йӗтӗм, Захара вӗлернӗ ҫынна тавӑрма тупа турӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Сӑваплӑ евангели кӗнеки умӗнче тупа тӑватӑп: юлашки сакӑр тенкине те паратӑп! — тесе кӗнеке питне ним пӑркаланмасӑр чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, тата шанчӑклӑрах пултӑр тесе, шкапран хулӑн кӗнеке туртса кӑларчӗ те: — Ҫветтуй турӑ, ҫветтуй хӑватлӑ… Сакӑр тенкипех паратӑп тесе ҫак евенгели умӗнче тупа ту! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Киле таврӑнсан, вӑл ашшӗне Анука хур кӳнӗ ҫӗре хутшӑнманнине тупа туса ӗнентерчӗ те вӗсен чӗрине каллех килӗшӳ туйӑмӗ таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра тупа туни Лукарье шанчӑкне ҫирӗплетрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑваплӑ иконсем умӗнче тупа туса калатӑн: ман чӗлхе сан ирӗкрен тухса пӗр сӑмах ытлашши персе ярсан та, ӑна касса пӑрахӑп.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла пӗтӗм таса чӗререн тупа туса тӑнӑ ҫӗрте вӗсем хӑйсенчен телейлӗ ҫын ҫут тӗнчере те ҫук пек сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗне кӗнӗ ҫын тесе, турӑш умӗнче чӗререн тупа турӑн пулӗ тесе ӗнентӗм.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нимӗн именмесӗр турӑш умӗнче тупа туса тунчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех