Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫанах сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫанах (тĕпĕ: тахҫанах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Макар Каюров тахҫанах хӑйӗн пултарулӑхӗпе палӑрнӑ художник шутланать, ҫапах унӑн пурнӑҫӗ студент чухнехинчен ытлашши уйрӑлса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Карточка системине тахҫанах пӗтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫакӑнпа пӗрлех Лавр Поля уншӑн пӗр тан мӑшӑр марри ҫинчен, вӑл тахҫанах инке-арӑм пулни ҫинчен, Поля унран вун икӗ ҫул аслӑраххи ҫинчен хуйхӑрса шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тен, Макар пулӑшса тӑман пулсан, училищӗрен тахҫанах пӑрахса каятчӗ пулӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑрманта шултӑра йывӑҫсем тахҫанах ешӗл тумне улӑштарнӑ, унта ҫав тери шӑл, ҫилсӗр ҫанталӑкра тӑп чарӑнса тӑрса итлесен, сарӑхнӑ ҫулҫӑ вӗлтӗртетсе ӳкнине те илтейӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑвӑр ун чухнех, юрӑ праҫникӗнчех, ӑна тӗрӗс ятӑра, адресӑра пӗлтернӗ пулсан, тен, халиччен сире тахҫанах шыраса тупнӑ пулӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темшӗн мана ҫак кӗреҫе сухаллӑ тӗреклӗ старик те, пӗрехмай «ашшӗ» те «Петте ачам», тесе вӗткеленекен карчӑк та, тахҫанах хӑй ача ашшӗ пулмалли «Петте ачам» та хальхи ҫынсем пек мар, тахҫанхи патриархаллӑ ҫемьери ҫынсем пек туйӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аэродромӗ пирӗн тӳпере, унта юр тахҫанах пӗтнӗ, тӑпри те кунти пек ҫӑрӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халӗ вӑл йӑла тахҫанах пӑрахӑҫа тухнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Апат тахҫанах сивӗнчӗ, каллех вӑхӑтра килмерӗн, — терӗ кинеми, мӑкӑртатса.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тахҫанах мар пулсан та, ҫав ырӑ вӑхӑта нумай хут хӑвӑртрах хамӑр пата ҫывхартмалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кашни ҫын хӑйӗн ӗҫне ун пек пӗлсе, ун пек юратса тӑвас пулсан, эпир тахҫанах коммунизм тумалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Юрать, эсӗ тахҫанах авланнӑ та, тек авланас хуйху ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл ӗнтӗ тахҫанах больницӑран тухнӑ, иккӗмӗш уйӑх хӑйӗн килӗнче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑт пурте ҫавӑн пек маттурсем пулас пулсанччӗ — эпир гитлерсене тахҫанах ҫапса аркатмаллаччӗ, Атӑл хӗррине ҫитерес ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тахҫанах хама систермелле пулнӑ — пӗр-ик кунта ҫурса параттӑм.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Эпир кунта акӑ мӗнле выртатпӑр, гипс айӗнче пирӗн сурансем тахҫанах хуртланнӑ… пӗрмай хускалмасӑр выртнӑран ҫурӑм та, аяксем те ҫӗрсе кӑвакарнӑ, эсир, ав, чипер хӗрсемпе янккаса ҫӳретӗр».

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ кун пек ырлӑх ҫинчен тахҫанах маннӑ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Сана тахҫанах кӗтетпӗр, — терӗ вӑл, савӑнӑҫлӑ кулам пек туса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ма мӑрьене хупмасӑрах ҫывӑратӑн, кӑмаку тахҫанах ҫунса тухнӑ вӗт, пӳртӗнче упа улать, — тесе вӑратрӗ ӑна Рита, вара, тусӗ вӑранса ҫитессе кӗтмесӗрех, юшкӑна хупса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех