Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таранччен сăмах пирĕн базăра пур.
таранччен (тĕпĕ: таранччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку таранччен Кавруҫ ӑнпа та Хӑй ялӗ пуссинчен иртмен.

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ку таранччен чун тарӑхман, Хура нихҫан куҫран пӑхман.

Куҫарса пулӑш

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗлет: ҫак таранччен ӑна Упранӑ ҫут ҫанталӑк пилӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ку таранччен вӑл шарламанччӗ, Хӑй те илтмен сӑмах тусран.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫук, кӗпӗрнаттӑрӑн сӑмахӗ Ҫак таранччен каймасть асран:

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫак таранччен унта упраннӑ Мускав патши хаяр Иван.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Астӑватӑп: Ҫак таранччен вӗл чӗрере.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Калаҫҫӗ тем те: Пӗлет Ухтерӗн таврашне Таҫти ҫӗр ҫухрӑмри этем те, Ҫак сӗмсӗр йӑхӑн чӗр тымарӗ, Ҫӗн йӗркене йӑлт парӑнса, Пырать, — нихҫан вал татӑлмарӗ, — Ҫак таранччен ӳссе, ӑнса.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫак таранччен те пурнӑҫ ҫулӗ Ӑна сип-сиввӗн тӗкӗнмен, Паян кунччен вӗри куҫҫулӗ Ҫӗре тумлам та ун ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапах та ку таранччен никам та ҫавӑнта пысӑк кӗпер тӑвас тесе сӑмах хускатмасть, ӗлӗкхи пурнӑҫпа пурӑнатпӑр тейӗн.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку таранччен ӗҫлесе хама тӗрӗслеме ӗлкӗрне ӗнтӗ, карьерӑшӑн тӑрӑшни манӑн нихҫан та пулман.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Йӗрке пулать-и вӑл, ку таранччен путексене хӗлӗпе пӳртре тытатпӑр, нумайӑшӗсем пӳрте ӗне кӗртеҫҫӗ, колхозсем тӑвичченхи пекех.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Комбайнер пуласси те чыслӑ ӗҫ ӗнтӗ, ку таранччен ашшӗ ывӑлне комбайнер тӑвас ӗмӗтпе пурӑнатчӗ, инженера тухасшӑн-тӑк — тухтӑр, Ятман каларӗш, комбайн ҫине Анушкана та лартма пулать.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара калаҫӑва ку таранччен тӗлӗнсе итлесе тӑнӑ Укахви хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кок-сагыз калчи питӗ имшер аталанать, ку таранччен тӑпра ҫумӗнчен те хӑпӑнаймасть.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна, ҫамрӑкскерне, никамах та ырламан ӗнтӗ, ашшӗ те ку таранччен ача вырӑнне кӑна хунӑ-ха, ҫапах та вӑл ял ҫинче ята яни те пулман.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Паян ирех выртнӑ та ку таранччен ыйӑха ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кала Ятмана, мӗнле вӑл ҫавна ку таранччен чухласа илеймест?»

Куҫарса пулӑш

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫак халӑх хӑйӗн вӑйне шанса тӑрать, вӑл пӗлет: ку таранччен никам ҫӗнтерейменнине халь, ҫирӗмпилӗк ҫул иртсен, пуҫсӑр нимӗҫе парӑнас ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман вӑл мӗнле пахча ҫимӗҫ акса тунине, арбуз, дыня, хӑяр, помидор мӗн чухлӗ туса илнине, ку таранччен темиҫе хутчен преми панине, вӑл миҫе хутчен ялхуҫалӑх выставкинче пулнине — йӑлтах, йӑлтах пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех