Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавҫӑрса (тĕпĕ: тавҫӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак таранччен ҫавна тавҫӑрса илеймен эпӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кулли вырӑнсӑр иккенне те тавҫӑрса илчӗ ӗнтӗ хӑй, ҫапах…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Апла, библиотекӑна унта куҫарнӑ-ха. Ун вырӑнне шкулта ҫӗнӗ класс уҫнӑ ӗнтӗ», — тавҫӑрса илчӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах ӑна Ванькка нимӗнле усал ӗҫ те туманнине, унашкал ӗҫе явӑҫма пултарайманнине шахвӑртса та пулин систермеллех, ҫынни ӑслӑ, ыттине, тен, хӑех тавҫӑрса илӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Часах Матвисен килне Кӗсен Петти ывӑлӗ Мишша, ҫатӑлти ашшӗ пек мар чӗмсӗр те лӑпкӑ ҫамрӑк (Телегин унчченрех вӑл Тарьене кӑмӑлланине сиснӗччӗ-ха), каярах Кӗсен Петти хӑй те (тахҫан вӑл Кашкӑр Микули ҫумӗнчен хӑпма пӗлместчӗ, лешне тытса кайсан, ӑна-кӑна тавҫӑрса илчӗ курӑнать те, мул хуҫисемпе халлӗхе ҫыхланмасть-ха), Кӑртти Йӑванӗ, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫипе граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче арҫынсӑр юлнӑ кил хуҫи хӗрарӑмсем тата ялти активист, вулӗҫтӑвком членӗ Шикки Ваҫҫи килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин вӑл каласа пӗтермесӗрех пурне те тавҫӑрса илчӗ, ҫавӑнпа ӑна каллех хулпуҫҫинчен ӑшшӑн пӑчӑртаса лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ыттисем эпӗ мӗнле «ӗҫ» тунине чухлаймасан та, Ольга Матвеевна тавҫӑрса илме пултаратех.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыйтӑвӗ килӗшӳсӗррине тавҫӑрса илчӗ те хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Чим, — сасартӑк тавҫӑрса илчӗ Шамшутдин, — мӗншӗн Ҫӗнӗ Мӑрата ҫити ҫӳремелле манӑн?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахӑртнех, вӑл кунта чи асли иккенне самантрах тавҫӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Поляксем таркӑнсен ушкӑнӗ икке уйрӑлнине тавҫӑрса илчӗҫ пулас, пӗр отделение яхӑн салтак каялла ҫаврӑнчӗ те ыраш пуссине кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тарӑхнипе вӑл ҫине-ҫинех поляксем енне икӗ хут персе ячӗ, юрать-ха хӑй ӑссӑрла хӑтланнине ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ: ара, леш полицейскисене, шел, патрон нумай паман, ҫавӑнпа Ваньккапа Никифоровӑн та сахал юлчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Юлташсем, Российӑпа Польша хушшинчи вӑхӑтлӑх чикӗ патнелле ҫывхарса пыратпӑр, — тавҫӑрса илчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пахчара мӗн пулса иртнине вӑл тавҫӑрса илчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин унӑн патронсӑр наганне айккинелле ывӑтрӗ, улӑштарнӑ тумтирне, тӑшман вӗсен чеелӗхне тавҫӑрса ан илтӗр тесе, вилнӗ салтака тӑхӑнтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗрарӑм Калюковсем мӗн тума килнине тавҫӑрса илчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Халлӗхе нимӗнех те калаймастӑп-ха, — тӗрӗсне хуравларӗ Крапивин, обком секретарӗ мӗн ҫинчен ыйтнине тӳрех тавҫӑрса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ, тӗрӗссипе, мӗн ҫырнине вуламашкӑн тавҫӑрса та илеймерӗм, картинӗсем часрах пуҫланасса кӑна ҫӑвар карсах кӗтсе лартӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл шывра ҫырла сапаки мар, унӑн ӗмӗлки кӑна пулнине тавҫӑрса илнӗ.

Только тогда он понял, что в воде были не ягоды, а отражение ягод.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Малтанах вӑл нимех те уйӑрса илеймен, анчах сасартӑк шӑтӑкра шалта симӗсрех тӗслӗ икӗ пӑнчӑ йӑлтӑртатса илнӗ, вӑл вара самантрах кусем тискер кайӑк куҫӗсем пулнине тавҫӑрса илнӗ.

Сначала он ничего не мог разглядеть, но вдруг в глубине пещеры блеснули две зеленоватые точки, и он догадался, что это глаза зверя.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех