Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывласа (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, мӗн ачасем кайичченех, вӑрӑм хӗрлӗ чӗлхине кӑларса, паш-паш сывласа выртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр хушӑ ҫапла хӳхлесе макӑрнӑ хыҫҫӑн Тарье темиҫе хутчен ассӑн сывласа илчӗ, ахаль те тӑртанса хӗрелнӗ куҫӗсене кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ те, хӑйне лӑпкӑрах тытма тӑрӑшса, подвал алӑкӗ патӗнче тӑракан Сергей патне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Унтан вӑл, Сергей ҫине ассӑн сывласа пӑхса, ӑна ачашшӑн ҫурӑмӗнчӗн лӑпкаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрес патне хӑпарнӑ ҫынна ҫав йӗкӗт вӑрттӑн кӗтесрен икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалӗпе тӳрех шаплаттарать, — терӗ те Мӗкӗте лаштах сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Юрӗ, Сахар тете — Хрестук хаш! сывласа илсе, пӳртрен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Такамах кирлӗ пулӗ пирӗн йышши ҫӗтӗк-ҫатӑк, — хаш! сывласа илчӗ Хветут карчӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан хаш! сывласа илчӗ те чунне хытарсах ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсенчен пӗри-пӗри хӗвел тӗлне пулсан Сахар ҫине сулхӑн мӗлке ӳкет те, вӑл кӑкӑр тулли ассӑн сывласа илет, ӑна ҫӗнӗ вӑй кӗнӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Калӑттӑм та, этем йӗркеллӗ калаҫа пӗлместӗп-ҫке эпӗ, — хаш! сывласа илчӗ Тевлеш.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ялти ят-сумлӑ хисеплӗ ҫын пурин ячӗпе те ҫапла каласан, лӑштах сывласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кун пек пысӑк пушара ваттисем те ас тумаҫҫӗ, — муллапа пӗрле хаш! сывласа илчӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑшӗсен ыран ҫиме те нимӗн те ҫук, — хаш! сывласа илчӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл та сана юратать, акӑ мӗншӗн? — хаш! сывласа илсе хӑех хуравларӗ Сергей.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ вара паш та паш сывласа, милӗксене ташлаттарса ҫапӑнатчӗ-ҫапӑнатчӗ те шартлама сивӗ ҫанталӑкрах вак шӑтӑкне кӗрсе ларатчӗ е юр ҫинче выртса йӑваланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Темле ҫав, — ассӑн сывласа тунсӑхлӑн тавӑрчӗ пиччӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавӑнта, — терӗ вӑл ассӑн сывласа.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей каҫхи сывлӑшпа сывласа пӑртак лӑпланас тесе пахча енчи чӳречине уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ял ҫыннисем вӑл сывлӑш ҫавӑрса яраймасӑр ҫак самантрах вилсе каять пуль тенӗччӗ, ҫук, пӗтӗм кӑкӑрӗпе ҫӗкленсе сывлӑша ҫӑтса илчӗ вӑл, вара хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывласа пуҫне пӗксе пӗр чӗнмесӗр ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан мӑрсасем (мӑрсасем мар ӗнтӗ — ҫӗрпӳсем) хаш! сывласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑт сана Хусан! — терӗ Ятламас ассӑн сывласа ярса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех