Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳртре (тĕпĕ: пӳрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
(Эсӗ ӑраскална пула ҫех шурӑ пӳртре пурӑнатӑн.

что только благодаря судьбе мальчик оказался в поповском доме,

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртре халь пурте вӑраннӑ, чӳречесем патӗнче тӑраҫҫӗ.

В доме уже проснулись и толпятся у окна.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртре Тӗмеркке Эрнеслу выртакан ҫӗре пырса пӑхрӗ.

Вернувшись в дом, Тимеркке прошел к кровати, на которой лежала Эрнеслу.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малтан та, амӑшӗ вучахра вут чӗртсе хайӑ ҫутиччен те пӳртре никам ҫук пекех.

Пока мать не развела огонь и не зажгла лучину, в избе царила мертвая тишина.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртре йывӑр шӑплӑх тӑрать пек.

В избе стоит какая-то тяжкая тишина.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Виҫҫӗн пек вӗсем пӳртре: алӑк патӗнче кантра явса тӑракан ашшӗ, малти сак ҫинче кӗнчеле арласа ларакан амӑшӗ тата вӑл хӑй, пӗчӗк ача.

А в избе они втроем: отец, вьющий возле двери веревки, мать, сидящая в переднем углу за прялкой, и он, маленький Яндул.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Икӗ тӑшман, ӑнсӑртран пӗрлешнӗ арҫынпа хӗрарӑм, йытӑсем пек, пӗр пӳртре тулашса пурӑнаҫҫӗ.

Где под одной крышей грызутся, как две собаки, мужчина и женщина, сошедшиеся не по любви, а совершенно случайно.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртре сивӗ.

В избе было довольно прохладно.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сас-чӗв илтӗнменрен Янтул пӳртре никам та юлман тесе урайне анчӗ те — туллиех ҫын иккен.

В избе было тихо, но как только он спустился с печи, увидел нескольких людей, уже одетых.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр Янтул ҫеҫ, ухмах пек, ҫӗрле ют пӳртре пӑтранса ҫӳрет.

Один Яндул бродит, как дурак, по чужому дому.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртре ман илмелли япаласем пурччӗ.

— Мне бы взять кое-что из дома…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лайӑх кун пек чухне пӳртре!

Хорошо в такую непогоду оказаться в укрытии!

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртре сӗтел ҫинчи ҫуртана ҫутса ячӗ.

Прошел вперед, запалил стоявшую на столе свечу.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эппин, ку пӳртре

Выходит, в этом доме

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ку ӗнтӗ — пӳртре ҫурма тӗттӗмччӗ, эпӗ нимех те курса ӗлкӗреймерӗм тенине пӗлтерчӗ-тӗр.

наверное, хотел получше разглядеть ее.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртре ӑна кӗпе ҫуса тӑракан ватӑ хӗрарӑм кӑмака хыҫне тӗллесе кӑтартрӗ.

Стиравшая белье женщина молча указала за печку.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр хушӑ пӗчӗк пӳртре Ивук тӑвӑррӑн сывлани те Шахрун хӑй чикки патӗнче мӑшӑлтатни ҫех илтӗнсе тӑчӗ.

В избе слышны только прерывистое дыхание Ивука и возня Шахруна с прогоревшей лучиной.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах, пӳртре нимӗҫсем пуррине асӑрхасан, вӑл шӑлне ҫыртнӑ, пӗр сас-чӗвӗ кӑлармасӑр выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Пӗчӗк пӳртре сивӗ, чӗрӗ, чӗлӗм тӗтӗмӗ туп-тулли.

В маленькой избушке холодно, сыро, полно дыма.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сивӗ сывлӑш кӗрсе тӑнипе пӳртре, ҫын пуҫӗ ҫӳллӗшӗнче, сивӗ тӗтӗм шӑналӑкӗ усӑнса тӑрать…

Из-за проникновения холодного воздуха в доме на высоте головы человека свисает полог холодного дыма…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех