Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхать (тĕпĕ: пӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурӑкран амӑшӗпе пиччӗшӗ ҫине пӑхать, вӑрттӑн итлет.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл та завод еннелле пӑхать.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бригадир «юрӗ, ытлашши шала кӗрсе каяс мар», тенӗн шӑпланать те парӑнса тӑрать, кран стрели айӗнче кӑранташ пек ҫеҫ курӑнакан юпа ҫине хӑрах куҫне хӗссе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗлӗнсе пӑхать Тихӑн ҫине: ҫуталса-илемленсе кайнӑ вӑл, ытарайми йӗкӗт пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шыв ӑсса кӗме тесе тухнӑскер, пӑхать те вӑл сак ҫине — унта ҫӗтӗк-ҫатӑк ача ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Калаҫать-калаҫать те, кӑпӑшка тутине ҫыртса, ҫавӑнӑҫлӑн, телейлӗн кулкаласа, йӗкӗт куҫӗнчен пӑхать.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Улӑхӗ тӑрӑх ирхи тӗтре юхать, йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче тумла йӑлтартатать, карта урлӑ хӗвелҫаврӑнӑш тайӑлса пӑхать

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑк Турунов сигарет тивертет, куҫ айӗн бульдозерист ҫине пӑхать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ, систермесӗртерех, куҫ хӗррипе Калисӑна сӑнарӑм — хӗр ӳпӗнсех йӗкӗт ҫине пӑхать, халь ун сӑнӗ паҫӑрхи пекех тӗксӗм мар, куҫӗнче кӑшт ӑшӑ ҫутӑ та тӗлкӗшнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пӗлетӗп, Калис, эс ӑҫта ҫӳренине, — тет те Сантӑр хуллен ассӑн сывласа илет, кӑкӑрӗпе руле сӗвенсе, ҫул ҫине кичеммӗн те тарӑхнӑн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сантӑр ун ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать, унпа сӑмах сыпӑнтарма хӑтланать, анчах лешӗ, калаҫас килменнине кӗретӗн палӑртса, кӗскен ҫеҫ тавӑра-тавӑра хурать е пачах чӗнмест.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗр пуҫне кӑштах чалӑштарса кантӑк витӗр пӑхать, амӑшӗ ҫаплах ун ҫинчен пуҫне илмест.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хӗрарӑмӗ хӑй, вӑтам пӳллӗскер, кӗтесре тӑрать, хӗрӗ ҫинчен куҫне илмесӗр, хыпӑнчӑклӑн пӑхать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лешӗ спецовкӑна ҫавӑркаласа пӑхать те: «Вӑт, ку — чӑннипех сувенир!» — тет, ӑна ҫавӑнтах тӑхӑнса ярать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Яштака кӗлеткине хӑва пек авкаласа, пӗр картлашка ҫинчен теприн ҫине лӑнк-лӑнк пусса, васкамасӑр анать, ҫиле хирӗҫ питне пӗркелентерсе, куҫне хӗссе пӑхать.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аликовӑн кун пирки калаҫас килмест, ахӑр: аслӑ диспетчера вӑл тимлемесӗр итлет, маччаналла, чӳречерен тулалла пӑхать, утнӑ чухнехи пек, хулпуҫҫийӗсене, чӗркуҫҫийӗсене хускатса-вылятса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл шкап умӗнче тӑрать, кӗнекесем пӑхать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кӗмесӗрех каялла каятӑн тем? — ман еннелле паҫӑрхи пекех пуҫне пӑрса, хӑяккӑнрах пӑхать Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан ман еннелле пуҫне пӑрса, шӑтарасла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вырӑнтан хускалма вӑй ҫитереймесӗр, каҫчен пурне те курма, пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрмеллине мансах пӑхать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех