Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пусма сăмах пирĕн базăра пур.
пусма (тĕпĕ: пусма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку енчен, ҫулсеренех темелле, хуҫисем сисиччен вӑрттӑн пусма ларнӑ ик-виҫӗ чӑх мамӑк ҫӑмхи пек чӗпписене киле ертсе таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юриех хамӑр тӑрӑхри локаци палли ҫине пусма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Мана ыйхӑ пусма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ал пусма пӗлекенни «патша хучӗ» ҫине ал пусать, ал пусма пӗлменни хӗрес лартать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан чӑтаймарӗ, пусма вӗҫӗнчен анса хапха патнелле утрӗ, урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ пӗр хушӑ пусма вӗҫӗнче ҫуркунне мӗнле алхаснине киленсе пӑхса тӑчӗ, ҫак самантра вӑл хӑйне ҫут тӗнчене ҫӗнӗрен ҫуралнӑ ҫын пекех туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑхатӑп — пусма вӗҫӗнче хыҫлӑ ҫуна тӑра парать.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан крепость тулашӗнче, варарахпа йышлӑ картишсенче йӗтресем ҫурӑлма тапратсан хан кӑвакарса кайрӗ, пусма ҫинчен анма та аптраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан шакӑсене пуҫтарчӗ те рак хуранӗсенчен эрешлесе тунӑ пӗчӗк арчана хучӗ, хӑй джеллаба — вӑрӑмран та вӑрӑм халат тӑхӑнса пусма вӗҫне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл шутлани чӑна килчӗ — ырӑ кӑмӑлпа-и, усал кӑмӑлпа-и, Тукай пусма тӑрӑх картишне анчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Курчӗ тарҫӑ, хуҫа пусма ҫине тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ача чухне пӗрре кайса курнӑччӗ Иливан, темле япалапа та — ӗҫме-ҫимепе, шӑхлич-курайпа, пусма таварпа — суту тӑваҫҫӗ унта, ака туйри пек, ут яраҫҫӗ, тупӑшса чупаҫҫӗ, кӗрешеҫҫӗ, тем те пӗр хӑтланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмсупа сывла, сӑмсупа! — ун ҫӑварне пурҫӑн пусма татки пӗтӗрсе чикрӗ хан.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйне чӗннине илтсе-ши е илтмесӗрех, пусма вӗҫне турхан мӑнукӗ анчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑланти ҫӳллӗ пусма ҫине ӑна ӑсатма Усеин-Сеит печчен ҫеҫ улӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑртак тӑрсан Иливан ҫакна асӑрхарӗ: чӳк карти виҫ алӑклӑ иккен; ҫурҫӗр енчи хапхаран шыв йӑтакансем кӗреҫҫӗ; хӗвел тухӑҫ енчи хапха умӗнче пусма ӗлкӗреймен выльӑх-чӗрлӗх тӑрать; хӗвел анӑҫ енчи хапхаран чӳке пынӑ ҫынсем — халлӗхе ваттисем — кӗре-кӗре тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан куҫ хӳрипе пӑхсах курчӗ — пусма вӗҫӗнче Тукай тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах пусма тӑрӑх утса анма ун вӑй юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳрт пӗренисене хыпашлакаласа пусма патне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шыв-шур хыҫҫӑн ҫынсем ҫеремсене курсан хӑраса кайрӗҫ: унта лапкӑшпех шӑтӑк, ура пусма та вырӑн ҫук.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех