Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аллисене паттӑррӑн сулкаланса ҫапаҫҫӗ, апла пулмасан, ҫутӑпа мӗлке ҫавӑн пек хӑвӑрт улшӑнса тӑрайман пулӗччӗҫ.Будучи сильно раскачены, они то появлялись, то снова скрывались.
II. Хӑлхаллӑ пулин те илтмест // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Бретани вӑрҫи валли чӑн-чӑн ҫулпуҫсем тупма май пулсан, ӗҫсем тата лайӑхрах пулса пынӑ пулӗччӗҫ.— Все было бы хорошо, черт побери, только бы в Вандее дела пошли на лад.
III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
«Эппин, ҫавӑн пек тумаллах ӗнтӗ, — шутларӗ вӑл хӑйӗн ӑшӗнче. — Кирлӗ мар пулсан, радио тӑрӑх ахалех каласа вӑй пӗтермӗн пулӗччӗҫ».«Значит, так надо, — решила она про себя. — Зря бы не стал человек по радио надрываться».
15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Аван, унтан эпир ҫийӗнчех тухрӑмӑр, тухман пулсан, пирӗн шӑмӑсене пухса та ҫитереймен пулӗччӗҫ.Хорошо, что вовремя выбрались оттуда, а то не собрали бы там наших косточек.
10 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫак утрав ҫине мӗнле майпа сиксе тухни ҫинчен чӑнне калани пире ырӑ кӳмӗ тесе шутларӑмӑр эпир, мӗншӗн тесен тӗшмӗшлӗ итальянецсем пире тамӑкран кӑларса пӑрахнӑ шуйттансем вырӑнне шутланӑ пулӗччӗҫ.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Уҫланкӑсенче эпӗ темӗн чухлӗ хӗрлӗ кӑшман йышши тата вӗсене валли тӗрлӗ курӑксем пуррине те асӑрхарӑм, ку апата ҫӗр историнчи кавлекен пур чӗрчунсем те пит юратса ҫинӗ пулӗччӗҫ.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах, тӳррипе каласан, унпа манран нумайтарах вӗреннӗ ҫынсем те тавлашма аптӑраса тӑнӑ пулӗччӗҫ.Впрочем, профессор был прав; и более ученые люди, чем его племянник, затруднились бы спорить с ним.
XXXVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пирӗн урасен айӗнче ҫав историчченхи, ҫӗр айӗнче хутран-ситрен ҫеҫ тупӑнкалакан чи авалхи чӗрчунсен шӑммисем шатӑртатса ванса пыраҫҫӗ; хӑш-пӗр пит сайра тӗл пулакан тӗлӗнмелле шӑмӑ татӑкӗсемшӗн пысӑк хуласенчи музейсем хытӑ тавлашнӑ пулӗччӗҫ.
XXXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑтам ӗмӗрсенчи пысӑк ҫурт-йӗр тӑвакан архитекторсем кунта шӗвӗр тӑрӑллӑ тӗрлӗ тӗслӗ чиркӳсем тума вӗренме пултарнӑ пулӗччӗҫ.
XIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Франк Гитлер валли ӗҫленӗ пулсан, унӑн капиталне национализациленӗ пулӗччӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Умӗсене автоматсем тытнӑ ҫынсем пите хӑюллӑн та ирӗклӗн пыраҫҫӗ, «Дуная!» тесе приказ парас пулсан, вӗсем, утӑмсене улӑштармасӑр, чаплӑ маршӑн хӑвӑртлӑхне пӗр чакармасӑр, аялалла стена пек ыткӑннӑ пулӗччӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Воропаева пӑрахас — Ленӑран хӑйӗнченех кулнӑ пулӗччӗҫ, пӗлӗшӗсем ун ҫинчен хуйхӑрса калаҫнӑ пулӗччӗҫ, ун пек туни ытла асаплӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
«Халӗ ӗнтӗ унта та лайӑх — ӑмсанса шутларӗ Воропаев. — Пирӗн вырӑнта ҫаврӑнкаласа пӑхнӑ пулӗччӗҫ».«Им там, конечно, теперь лафа, — завистливо подумал Воропаев. — Покрутились бы на нашем месте».
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Венгеркӑсем урисене илемсӗр, арҫынла тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ, Венӑра кӑна вӑтам кӗлеллӗ туфлисем хӗрарӑм урине ҫав тери илемлетеҫҫӗ, генерал сапожникӗ ҫӗленӗ хром атӑсене тӑхӑнса ҫӳретӗп пулин те, ҫав туфлисене курсан, ӑмсаннипе, манӑн йӗрсе ярас килет; ҫав атӑсене арҫын тӑхӑнса ҫӳренӗ пулсан, вӗсем ӑна питӗ килӗшӳллӗ пулӗччӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗрарӑм, арҫын хӑйне валли хӑюллӑн мӑшӑр суйланӑ пекех упӑшка суйлас пулсан, ҫынсем икӗ хут телейлӗрех пулнӑ пулӗччӗҫ».
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫав чулсем ӳкнӗ ҫӗртен чӑнкӑ ту хӗрринчи стенаран ҫакланса юлман пулсан, тинӗсе персе аннӑ пулсан, ҫӗнӗ утравсем пулса тӑнӑ пулӗччӗҫ.
XV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Анчах ҫакӑ та сисӗнет: унпа юнашар тепӗр вӑйлӑрах ҫын тухса тӑрас пулсан, — Корытова юратакансем пурте унран уйрӑлса, теприн ҫумне, ҫӗнни ҫумне ҫыпҫӑнса ытларах ӑна хисепленӗ пулӗччӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫил шӑвӑҫ витнӗ ҫурт ҫине пырса ҫапман пулсан, ҫынсем автансем авӑтичченех ҫапла калаҫса ларнӑ пулӗччӗҫ.И сидели бы так, беседуя, до петухов, не ударь в железную крышу ветер.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пурте ӗлӗкхине аса илтернӗ пулӗччӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Лайӑх кӑна хырса янӑ пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксем вӑл кирек хӑш минутра та кулса яма хатӗр пулнине кӑтартаҫҫӗ; ҫав кулла куҫлӑхин тутӑхса кайнӑ, вӗҫӗсене ҫиппе чӗркене тимӗрӗсем те тытса чарайман пулӗччӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.