Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫав самантра Крюсе-Майя ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫывӑрмалли кӗпе тӑхӑннӑ кӑн-кӑвак питлӗ, шап-шурӑ куҫлӑ Ида курӑнса кайрӗ.
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӗррехинче Эмильпе иккӗшӗ вӗсем индеецла вылянӑччӗ те, пиччӗшӗ ӑна йӑмӑкӗ индеецсем пекех хӗрлӗ питлӗ пултӑр тесе тӳнӗ брусника янӑ пысӑк лаххана чиксе кӑларнӑччӗ.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хӗрлӗ питлӗ, ҫап-ҫавракаскерсем пулӗҫ вӗсем.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Тӑрӑхларах та типшӗмрех питлӗ, ҫӑра сухалне кӗскен кастарнӑ хирург, аяккинчен сӑнасан профессор пекрех курӑнаканскер, стайлӑ кӗлеткеллӗ ҫамрӑк сестра ҫине сӑмса тӑрне хӗстерсе лартнӑ куҫлӑх айӗн пӑхса илчӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Икӗ питлӗ этем, юлашки вунӑ ҫул хушшинче Кутузова пӗрмаях усал тунӑскер, халӗ каҫару ыйтнӑ.Лицемер и ханжа, травивший его все последнее десятилетие, теперь просил о прощении.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Хӗп-хӗрлӗ питлӗ, тӗреклӗ шӑмшаклӑ Максим маттурсксер пулнӑ, ҫынсемпе кӗрешме юратнӑ, юланутпа питӗ ӑста ҫӳренӗ.
Максим пулемечӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Емельянихи вара пӗҫернӗ панулми пек пӗркеленчӗк питлӗ, лӑркама юратакан хаяр карчӑк пулнӑ.Емельяниха была старая, злая и ворчливая женщина, с лицом желтым и сморщенным, как печеное яблоко.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Катрашка питлӗ япаласем Хӗвел ҫутине тӗрлӗ енне сапаласа яраҫҫӗ.Предметы с шероховатой поверхностью разбрасывают лучи в разные стороны, рассеивают их.
Мӗн вӑл ҫӑлтӑр, мӗн вӑл планета? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫак вывеска пӗчӗк магазинӑн ансӑр алӑкӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрать, алӑкӑн икӗ енче — тусанлӑ алӑксем, пӗрин умӗнче Ф. Калугин ларать, — вӑл кукша, унӑн сарӑ пуҫӗ ҫинче мӑкӑль, куҫӗ ҫине лупа тӑхӑнтарнӑ; ҫаврака питлӗ, патвар ҫын, вӑл пӗчӗк хыпкӑчпа сехет механизмӗ ӑшӗнче чакаланса пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пекех кулать, е кӑвак шӑрт пек уссисем айне пытаннӑ ҫаврака ҫӑварне уҫса мӗн те пулин юрлать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эсӗ уншӑн, шатра питлӗ йытӑшӑн, пырне ларнӑ шӑмӑ пек!
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫакнашкалах тата эпӗ пирӗн магазинра сутӑ тӑвакан Надежда Щербатовӑна, самӑр, хӗрлӗ питлӗ, хӗретнӗ пек тутисемпе ялан йӑлтраса ҫӳрекен хӗре юрататтӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Куна вӑрӑм ҫӳҫлӗ, шуранка питлӗ ҫамрӑк ҫын калать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Никифорыч, мундирне вӗҫертсе ярса, хӑйӗн кӗлеткипе пӗртен-пӗр пӗчӗк чӳречене картласа тенкел ҫинче ларать, манпа юнашар — унӑн арӑмӗ, вӑл — кӳпшек кӑкӑрлӑ, хӗрлӗ питлӗ, тӗлӗнмелле кӑвакрах тӗслӗ те чее хаяр куҫлӑ, пӗр ҫирӗм ҫулхи хӗрарӑм, унӑн хӗп-хӗрлӗ тутисем ҫилленнӗ пек мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, сасси типӗ, хаяртарах.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Таврари пурӑнӑҫ епле иртсе пынине курмастчӗ пулин те, вӑл часах та ку булочнӑйра ытти ҫӗрти пек мар пулнине сисрӗ: магазинра ку ӗҫе тума пултарайман хӗрсем — хуҫа йӑмӑкӗпе унӑн юлташӗ, пысӑк, хӗрлӗ питлӗ, ачаш куҫлӑ хӗр сутӑ тӑваҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Деренковсен хуҫалӑхне скопец килхуҫипе пурӑнакан ҫӳллӗ те типшӗм, йывӑҫран тунӑ пукане пичӗ пек питлӗ, хаяр монахинӗн пек ҫилленчӗк куҫлӑ хӗрарӑм тытса пынӑ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫурҫӗр ҫитеспе перекат патне ишсе пытӑмӑр, пушӑ баржӑна чулсем ҫинче ларакан баржа ҫумне илсе пырса тӑратрӑмӑр; эртел старости — шатра питлӗ чее, усал сӑмахсемпе ҫеҫ калаҫакан пит те сиенлӗ старик, шӗвӗр сӑмсаллӑскер, вичкӗн куҫлӑскер, кукша пуҫӗ ҫинчен йӗпе картусне туртса антарчӗ те хӗрарӑм сасси пек ҫемҫе сасӑпа кӑшкӑрчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ӑна масар хапхи пӑтӗнче хуса ҫитсен, эпӗ хам умра пӗчӗкҫеҫ, типшӗм питлӗ, кайӑк куҫӗсем евӗрлӗ, ҫаврака куҫӗсемпе витӗмлӗн пӑхакан ҫамрӑк ҫынна куртӑм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Гурий мана хаҫатри ҫӗнӗ хыпарсене каласа паратчӗ тата «Красное домино» тесе ҫыракан алкоголик фельетонистӑн кулӑшла сӑввисене вулатчӗ те хӑй пурӑнӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн, шӳтлесе пӑхнипе тӗлӗнтеретчӗ, — вӑл мана пурӑнӑҫ ҫине хӗрарӑмсен кивӗ, капӑр кӗписемпе сутӑ тӑвакан, вӑрттӑн евӗчӗ пулса пурӑнакан мӑнтӑр питлӗ Галкина ятлӑ хӗрарӑм ҫине пӑхнӑ пекех туйӑнатчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хурарах сӑнлӑ, японец пек хура-кӑвакрах ҫӳҫлӗ, тарпа сӑтӑрса янӑ пек вӗтӗ-вӗтӗ хура пӑнчӑсемпе тӗрӗленнӗ питлӗ, иксӗлми хаваслӑ, вӑйӑсенче пултаруллӑ, калаҫусенче вичкӗн ӑслӑ ҫын, вӑл тӗрлӗрен тӗрлӗ талант тӗшшисемпе тулнӑччӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Малта, ҫӗлӗксене сулкаласа, лайӑх тумланнӑ, тулли питлӗ темле ҫынсем.Впереди, махая шляпами, шли какие-то хорошо одетые и упитанные люди.
XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.