Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпе сăмах пирĕн базăра пур.
кӗпе (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗпе ҫухине тӳмеле хуть, мӗн латти ку, ярханах?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Фашистсем хӗре ӑнран яриччен хӗненӗ, шартлама сивӗ каҫ юр ҫийӗн ҫара уран, кӗпе вӗҫҫӗн уттарнӑ, кӑкӑрӗсене ҫӗҫӗпе каснӑ… юлашкинчен ҫакса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫӗн кӗпе те малтан хӗстерет.

Куҫарса пулӑш

Кам юлать, мӗн юлать аякра? // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 70 с.

Юнпа вараланса пӗтнӗ кӗпе ӳт ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ, типсе хытса пырать, хуп пек каптӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫитменнине вӗсем пурте шап-шурӑ катан пиртен ҫӗлесе чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ кӗпе тӑхӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫиппин вӗҫӗ тем тӑршшех, кӗпе ҫухавинчен те иртсе, кӑкри умнелле усӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пухӑва вӑл, сӑмахран, кашнинчех хура сукна кӗпе, салтак галифи, хром атӑ тӑхӑнса пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Хул айне кӗпе ҫумалли цинк валашка хӗстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Аня кӗске ҫанӑллӑ кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ, кӗҫҫе туфлипе.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хулсӑр ҫитса кӗпе, босоножки тӑхӑннӑ хӗр те, хӑйӗн ал хурси пек ҫивӗтне ҫурӑм хыҫне янӑскер, шыва кӗме каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Унтан шифоньертан хура костюмпа шап-шурӑ нейлон кӗпе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хӑй каллех пӗр труссипе анчах килнӗ ӗнтӗ, ҫыранта кӗпе таврашӗ курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Сасартӑк хапха сасси илтӗнчӗ, урама кӗске ҫанӑллӑ шап-шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ача вирхӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Ме, Альдонна, ил кӗпе ҫинчине, пӗтӗмпех ил.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Микула ҫухавине тӗрленӗ кӗрен пурҫӑн кӗпе ҫинчен ярапаллӑ пурҫӑн пиҫиххи ҫыхрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анук «арки вӗҫне ылтӑн укапа чӗнтӗрленӗ, шӑтӑкла тытса илемлетнӗ ҫутӑ кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Унтан икӗ кӗпе, икӗ ҫивитти, икӗ мӑшӑр чӑлха, тапӑчки, клеенка, ӗмкӗч тата вылямалли хӑнкӑрма сиксе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫийӗнче — чӑлт-шурӑ кӗпе, уринче — ҫӗн ҫӑпата.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хальччен юсав тумланма юратаканскер, тачка пиртен ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑнса, ҫӑпата сырса ҫӳре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула, Анук кӗпе вӗҫҫӗннине астуса: — Сан кӗрӗк ӑҫта? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех