Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑшкӑрать (тĕпĕ: кӑшкӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лелька кӳреннӗн урисемпе тапӑртатса, кӑшкӑрать:

Она топает ногами и обиженно кричит:

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Праски аппа! — кӑшкӑрать лейтенант.

— Тетя Паша! — кричит лейтенант.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Гурьянов вӗсене хирӗҫ: — Эпӗ унӑн секречӗ мӗнре иккенне чухласа илтӗм. Тупнӑ шутсӑр ӑслӑ япала! Курӑр! — тесе кӑшкӑрать.

А он кричит: — Я догадался, в чем дело. Подумаешь, премудрость! Смотрите.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Щорс аллине сулса ярать те гранатӑна тӳрех вӗсем ҫине ывӑтать, шоферне: «Полный!» — тесе кӑшкӑрать.

Щорс как размахнётся — и прямо в них, в толпу, гранату и кричит шофёру: «Полный!»

Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Вӑл ҫапла каланӑччӗ кӑна, адьютанчӗ ӑна ҫанӑран ярса тытать те кӑшкӑрать: «Умра петлюровецсем!»

Только он сказал это, схватил его за рукав адъютант и кричит: «Петлюровцы впереди!»

Щорс // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

— Эй, — кӑшкӑрать вӑл, — кам та пулсан тух, нимӗн те пулмасть, кирлӗ калаҫу пур!

— Эй, — кричит он, — выходи кто-нибудь, ничего не будет, разговор имеем небольшой!

Паттӑр партизан // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Сӑмахӗсене пурте илтчӗр тесе вӑл питӗ хытӑ кӑшкӑрать, ҫав вӑхӑтра вара унӑн сӑн-пичӗ кулӑшла пекех улшӑнса каять.

Ему приходилось кричать во всю мочь, и лицо его нелепо искажалось от натуги.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Гусев ҫӳлтен кӑшкӑрать:

Гусев покрикивал сверху:

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось кӑшкӑрать — сирсе пӑрахнӑ утиялсен хушшинче тӑрать, марля-бинт пичӗ ҫине ӳкнӗ.

Кричал Лось, — стоял среди раскиданных одеял, — марлевый бинт сполз ему на лицо:

Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Йӗнер ҫинчи Гусевӑн ҫунатлӑ мӗлки тӳрем ҫийӗн вӗҫсе иртрӗ, вӑл ҫӳлтен кӑшкӑрать:

Крылатая тень Гусева пролетела в седле над площадью, крича сверху:

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пилӗк пин марсиан пӗр карланкӑпа кӑшкӑрать: «Ай-яй!» — тем те пӗр ҫырса тултарнӑ капмар сунчӑкӗсене уҫса хучӗҫ те вилме кайрӗҫ, чарнӑ, авалхи юрра кичем ӳлевпе юрлаҫҫӗ:

Пять тысяч марсиан одною глоткой закричали: — Айяй! — Развернули огромные зонтики с надписями и пошли умирать, запели унылым воем старую, запретную песню:

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл пысӑк ҫӑварне кара-кара темӗн кӑшкӑрать.

Он разевал большой рот и кричал что-то.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Эй! — кӑшкӑрать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Такам хӑрушла сасӑпа кӑшкӑрать:

Кто-то крикнул страшным голосом:

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Уйра пылак пӑр сутуҫи кӑшкӑрать.

Кричал на пустыре мороженщик.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗрле ӑна темӗн тӗлленет те — вӑл шӑлне шатӑртаттарать, шӑппӑн кӑшкӑрать те — тӑрса вырӑн ҫинче ларать: ассӑн-ассӑн сывлать, шӑлӗсене ҫыртнӑ, пичӗ те, кӑкӑрӗ те тарпа исленнӗ.

Ночью приснится ему, — заскрежещет, вскрикнет глухо, сядет на постели и дышит, — зубы стиснуты, в поту лицо и грудь.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ, халь Рыбинскине каякан пароход кӑшкӑрать, тепри тата — Пермелле каяканӗ…

Вот сейчас загудит пароход на Рыбинск и другой — в Пермь…

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Е атте кӑшкӑрать — асту! тет, е арӑм — ан хӑтлан! тет, е тата ху пӗр тенкӗшӗн ҫын пуҫне пӑрса пӑрахма хӑраса тӑраттӑн.

То отец кричит — не смей, то жена — не моги, то, бывало, сам боишься целковому голову свернуть.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Епле пӗлӗн-ха? — тесе кӑшкӑрать Ефимушка, анчах Григорий лӑпкӑн татах калать:

— Да как? — кричит Ефимушка, но Григорий спокойно повторяет:

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Хуллен, — тесе хӑраса кӑшкӑрать вӑл.

— Тише! — испуганно кричит он.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех