Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсем (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турат куҫӗсем палӑрсах та каймаҫҫӗ хӑйӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр ӑшӗнчен йӗклӗ туйӑм ҫӗкленсе хӑвӑрӑлса тухрӗ, чикан майрисем ҫинелле вӗҫтернӗ куҫӗсем, ҫивӗчленсе, сиввӗн хӗмленсе илчӗҫ, анчах хӑй нимӗн те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурпӗрех пӗтӗм тӗнче вӗсене халӗ хура чикан майрисен хуп-хура куҫӗсем пек хуп-хура тӗкӗр витӗр сӑнланчӗ, вӗсен мӑшкӑла юлнине туйса-сиссе илнӗ ӑстӑнне, кӑмӑл-туйӑмне самантрах кӑшарни сивви ҫатӑрласа шӑнтса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нарспин ҫӳҫӗ сарӑ пулас (унсӑрӑн унра епле сар чечек палли курӑнтӑр-ха), анчах куҫӗсем хуп-хура.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иккӗшӗ те тарӑн, савӑнӑҫ хашкине ернӗ, иккӗшне те тин ҫеҫ шӑварнӑ кӗрен пион чечек сӑнӗ ҫапнӑ, хастарланнӑ куҫӗсем нихҫанхи пек мар чӗрӗ, телейлӗ, вӗсенче Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗн ылтӑнӗ ҫиҫкелесе, хӗмленсе чӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ахаль мар унӑн, Ула Тимӗрӗн, куҫӗсем тахҫан пӗрле вылянӑ чухнехиллех ҫуталса-ялтлатса илчӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра ун умӗпех Полина утса иртни курӑнчӗ, анчах хӗрача куҫӗсем ун ҫине «хӗм сапма» мар, ӑна пач та асӑрхамарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Куҫӗсем сиввӗн тӗлкӗшеҫҫӗ, мӑй шӑнӑрӗ палӑрмаллах малалла тухса карӑннӑ арҫыннӑн: ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкӗ самаях мекӗрлентерекенскер пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак хастар ҫамрӑксен куҫӗсем ҫунса тӑни ман чунра пуласлӑх пирки черчен шанчӑк ҫуратать.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Сывлама чарӑнса, ватӑ пулин те витӗр куракан куҫӗсем ыратма пуҫличченех тинкерчӗ вӑл сасӑ илтӗннӗ ҫӗрелле.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Ӑҫтан татӑлса антӑн эс кунта? — паянхи кун мыскаринчен ниепле те тӑна кӗреймен мучин куҫӗсем халӗ те карчӑкӗ ҫинчен каяймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Уртем мучин ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса илчӗ, вӑл, хӑйне ҫӗр ҫумне пӑталаса лартнӑн, ахаль те хытса ларнӑ кӗлеткине тата та аяларах пӗкӗрӗлтерчӗ, куҫӗсем ҫеҫ кушак аллине лекнӗ шӑши евӗр карчӑкӗ ҫинелле хӑравҫӑллӑн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Хӗрарӑмӑн хура хӑмӑр куҫӗсем савӑнӑҫпа ялкӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Бориспа вӗсем тек калаҫмарӗҫ, апла пулин те унӑн куҫӗсем хӑй ҫине тунсӑхлӑн пӑхнине, хушӑран хулӗнчен е аллинчен асӑрханмасӑр тенӗ пек перӗнсен пӗтӗм кӗлеткипе электричество токӗ чупса иртнӗ пек сӑрӑлтатнине туйсах пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ӑнсӑртран вӗсен куҫӗсем тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Унӑн куҫӗсем те, пичӗ те хӗрелнӗ, вӑл халь кӑна йӗни пӗрре пӑхсах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Унӑн куҫӗсем ҫилӗллӗн ҫуталса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Илемлӗ вӑл, хитре, куҫӗсем кӑна мӗне тӑраҫҫӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Сима нимӗн те чӗнмерӗ, ҫаврӑнчӗ те ҫаврӑнчӗ ташӑ картинче, куҫӗсем ҫеҫ савӑнӑҫлӑн ҫуталчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Сима шарламарӗ, куҫӗсем кӑна ӑшшӑн ҫуталчӗҫ ун.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех