Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунтан сăмах пирĕн базăра пур.
кунтан (тĕпĕ: кунтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каярах, тепӗр темиҫе кунтан, кукамай, кушак килте тустарса ҫӳренине курсан, ӑна «ӑс паманшӑн» мана ӳпкелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Тепӗр икӗ кунтан Кеша аяккарах ӗҫлекен юлташне виҫӗ хутчен те чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Айвай-вай, тепӗр икӗ кунтан — туй, унӑн вара шӑлӗ катӑк.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Илме патнех ҫитсеттӗм — пӗр паллаканни мана: «Кеша, атя тухса кӗрер, пуплемелли пур», — тесе алӑран ҫавӑтса илсе тухса пите юрпа сӑтӑрчӗ те: — Ҫухал, тасал кунтан счетчик ҫине ларас килмесен. Урӑх ан выля! Сан валли мар вӑл укҫалла картла вылясси, — терӗ те каялла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

— Пӗтрӗм, кунтан тухаймастӑп, — тесе шутласа илме кӑна ӗлкӗрчӗ командир — ҫав вӑхӑтра маччан пӗр кӗтесси ишӗлчӗ те, трактор сасси уҫӑмлӑн илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Куҫӗ хӑйӗн: «Каймалла кунтан! Мӗн хӑтланатӑн эсӗ?» — тесе калать.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫак кунтан мӗн пур пурнӑҫне тейӗн ялпа-шкулпа ҫыхӑнтарнӑ хӗрарӑм Шупашкар хулинче тымар ярать.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тепӗр виҫӗ кунтан, паянхине шута илмесен, умра аван уйӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Темиҫе ҫул каялла ҫав вырӑнта автотранспортпа кунтан каҫса ҫӳреме чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

…Пилӗк кунтан ялта каллех шӑв-шав ҫӗкленчӗ: Вихтрсен пилӗк сурӑхне килкартинчех пӑвса хӑварнӑ, каҫ-каҫ сӑнчӑртан вӗҫертекен йыттин виллине Анатри пӗве ҫырминче тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Арихова темиҫе кунтан хӑй ӑҫтине пӗлтерме киле ҫыру яма ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

/Кунтан ӑҫта ӑсатассине никам та пӗлмест/.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Яла, амӑшӗ патне, маларах час-часах кайса ҫӳретчӗ, тӑван килшӗн тунсӑхлатчӗ, халӗ вара ҫак кивӗ ҫурта хӑнӑхса ҫитрӗ, кунтан лайӑххи ниҫта та ҫук пек туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кунтан, вуниккӗмӗш хутран, хула ҫатма ҫинчи пек курӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина Алексеевна курать-тӗк сана кунтан шӑпӑрпа шӑлнӑн хӑваласа ярать, ятна манӑн…»

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пӑрӑн кунтан, йӗри-тавра пысӑк напряжениллӗ проводасем.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тепӗр кунтан ҫамрӑксен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ репродукторпа икӗ коллектив малтанхи кун пурнӑҫланӑ ӗҫ калӑпӑшне кашни ир пӗлтерсе тӑма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вун виҫӗ кунтан ӗҫ вырӑнӗсенче унта та кунта ҫӗнӗ плакатсем курӑнма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Унтан апла пуль те, кунтан тӳп-тӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кунтан тӗреклӗреххи ӑҫтан тупас? — кӑмӑллӑрах пулма тӑрӑшса хирӗҫлерӗ Сидор Иванович.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех