Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑнӑш сăмах пирĕн базăра пур.
йӑнӑш (тĕпĕ: йӑнӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлташсенчен аран вӗҫерӗнетӗп те: — Тӑхтӑр-ха, ачасем, тен вӑл йӑнӑш! — тетӗп.

С трудом вырываюсь: — Да подождите, ребята, может быть это ошибка!

22. Аслӑ наградӑна илме чӑнах та тивӗҫлӗ пулнине эпӗ ӗҫпе кӑтартса пама тивӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— …Разведчикпа пӗрле вӗҫсе кайсан, юлташ командир, эпӗ хӗрсе кайнипе калама ҫук пысӑк йӑнӑш турӑм: хам персе антарнӑ тӑшман самолечӗсен хисепне ӳстересшӗн хӑтланса хам та чутах ҫухалмарӑм — самолета мӗнле персе ӑнтарнине те сисеймерӗм.

— …Когда мы полетели с разведчиком, товарищ командир, я погорячился и допустил непростительную ошибку: увлёкся, хотел увеличить счёт сбитых самолётов и поплатился — не заметил, как сбили меня.

21. Никитин таврӑнчӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ команда пункчӗ патнелле кайрӑм, утса пынӑ чухне сывлӑшра пурне те тавҫӑрса илме май ҫукки ҫинчен, хам тата юлташсем тӑвакан кашни йӑнӑш тӑрӑх вӗренсе пымалли ҫинчен шутларӑм.

Иду на КП и думаю о том, что всё предвидеть в воздухе невозможно, нужно учиться на каждой своей и чужой ошибке.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Йӑнӑш тусан, манпала, командирсемпе, юлташусемпе канашласа пӑхӑр.

Если допустил ошибку, советуйся со мной, с любым командиром, с товарищем.

6. Хатӗрленӳ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Чӑваш Республикин агропромышленноҫ пайӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ предприятийӗсенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар.

Является одним из флагманов агропромышленного комплекса Чувашской Республики.

«Ядринмолоко» ОАО предприятине туса хунӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа унти ӗҫченсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/08/12/yadri ... ranpa-90-c

Кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ: юлашки вӗҫеве тухнӑ чух курсант, васканипе вӗҫсе хӑпарнӑ чухне пӗчӗк йӑнӑш тунӑ та, пирӗн самолёт ҫӗр ҫине каплатса ӳкрӗ.

Случилось так, что последний курсант по рассеянности допустил на взлёте ошибку и наш самолёт потерпел аварию.

6. Вӑрҫӑ кунӗсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ темиҫе кун хушши лӑпланма пултараймарӑм, йӑнӑш тунӑшӑн хама хам ятларӑм.

Несколько дней я не мог успокоиться, не мог простить себе, что допустил ошибку.

4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пире кашни йӑнӑш ҫинчен вӑхӑтра асӑрхаттарса пынипе вӑл питӗ паха ӗҫ тунӑ, пур енчен те тӗрӗс пулнӑ вӑл!

Как он был прав, указывая нам на каждую ошибку, своевременно предупреждая её!

15. Хамӑр инструкторпа тӗплӗрех паллашатпӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӗчӗк йӑнӑш тунине те ахаль ирттерсе ямасть вӑл, пире хӑй вӗрентнӗ пек лайӑх та тӗрӗс вӗҫме хушать.

Он не упускал ни малейшего промаха, требовал от нас исключительной чёткости и грамотности действий в полёте.

15. Хамӑр инструкторпа тӗплӗрех паллашатпӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Машина ҫине ларатӑп, инструктор вӗҫме каялла ан тутӑр тесе, пӗр йӑнӑш та тумастӑп.

Сажусь в машину, стараюсь не допустить оплошности, чтобы инструктор не отстранил от полёта.

12. Пуҫласа вӗҫетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл яланах кам та пулин йӑнӑш е юрӑхсӑр ӗҫ тӑвассине ҫийӗнчех сиссе асӑрхаттарма пӗлетчӗ.

Ему всегда удавалось предотвратить чью-нибудь ошибку или проступок.

4. Комсомол руководителӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Анчах та нумаях пулмасть архив тӗпчевӗсем ҫак цифра кӑштах йӑнӑш пулнине кӑтартнӑ — награда хучӗсенче (ӑна, тӗрӗссипе каласан, унтан илнӗ ӗнтӗ) паллӑ мар сӑлтавсене пула сывлӑшри икӗ ҫӗнтерӗвӗ ҫук (ҫӗртмен 8-мӗшӗнчи Ме-109 тата ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ПЗЛ-24), ҫав вӑхӑтрах вӗсене официаллӑ йӗркепе ҫирӗплетнӗ, летчик ҫитӗнӗвӗсен шутне кӗртнӗ.

Однако недавние архивные исследования показали, что эта цифра немного занижена — в наградных документах (откуда она, собственно, и была взята) по неизвестным причинам отсутствуют две воздушные победы (8 июня 1944 — Ме-109 и 11 апреля 1944 — ПЗЛ-24), между тем как они были подтверждены и официально занесены на личный счёт лётчика.

Кожедуб Иван Никитович // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BC

Ачасем йӑнӑш калаҫҫӗ пуль тесех шутларӑм эпӗ.

Я была уверена, что ребята ошибаются.

Юлташшӑн // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл хальхинче те ӑна вӑрҫмарӗ, анчах вӑл мӗнле йӑнӑш тунине лайӑх ӑнлантарса пачӗ.

Сдержался он и на этот раз, но строго разъяснил внуку его ошибку.

Икӗ пахчаҫӑ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ҫӳлти Юпитер ячӗпе тупа тӑватӑп: кам пирвай пӑлхавлӑ сӑмах калӗ е хускалӗ, ҫав ҫын ман хӗҫрен вилсен выртӗ, манӑн хӗҫрен нихҫан та йӑнӑш тивни пулман!

Клянусь всевышним Юпитером! — первый, кто позволит себе мятежное слово или движение, погибнет от моего меча, никогда не дававшего промаха!

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпӗ сана йӑнӑш утӑм тума кансӗрлес тетӗп, мӗншӗн тесен ку утӑм сана ӗмӗт патне ҫитерес вырӑнне, унтан инҫетелле ӑсатӗ.

Я хочу помешать тебе сегодня сделать ложный шаг, который вместо того, чтобы приблизить тебя к цели, отдалит тебя от нее.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Спартак, чул ту ҫинчен пӑхса тӑнӑскер, римлянсен пуҫлӑхӗ мӗнле пысӑк йӑнӑш тунине часах тавҫӑрса илчӗ.

Спартак, наблюдавший происходящее с высоты скалы, на которой стояло его войско, сразу понял грубую ошибку, допущенную начальником римлян.

XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Ну, мӗнтен кулатӑр?.. йӑнӑш турӑм, чӑнах та, ҫавах сиртен ӑслӑ эпӗ…

 — Ну, над чем смеетесь? сделал ошибку, это правда, а все-таки я умнее вас…

III // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Йӑнӑш пулма пултараймасть, гражданка, — тет хӑй каллех.

И опять говорит: — Ошибки, гражданка, быть не может.

Эпӗ чей ӗҫни тата шӑнкӑрав ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Пирӗн, гражданка, йӑнӑш пулма пултараймасть.

— У нас, гражданка, ошибки быть не может.

Эпӗ чей ӗҫни тата шӑнкӑрав ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех