Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
ирсӗр (тĕпĕ: ирсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку, таса сывлӑша чир ертекен сывлӑшран, типӗ тӑпрана шурлӑхри наркӑмӑшлӑ тата ирсӗр тӑпраран уйӑрса илме пӗлмен ҫынпа пулать.

— С тем, у кого не хватает ума отличить свежий воздух от заразного, сухую почву от ядовитого и гнусного болота.

XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Апла пулсан ӑнлантарса пар мана, тархасшӑн, мӗншӗн эсӗ ҫав ирсӗр швабрӑсемпе ҫыхӑнатӑн-ха?

Так объясни мне, пожалуйста, почему ты связываешься с этими гнусными крысами?

XIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Пирӗн умра ҫак ирсӗр йыттӑн приход кӗнеки выртать.

— Перед нами приходная книга этого гнусного пса.

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Ухтарӑр ӑна, ирсӗр кахалсем!

— Обыщите его, подлые лодыри!

V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫакӑн пек сивӗ тата ирсӗр сасса эпӗ нихӑҫан та илтменччӗ.

Никогда я еще не слыхал такого свирепого, холодного и мерзкого голоса.

III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Е эсир ӗҫме пӑрахмастӑр пулсан, часах ҫут тӗнчене чи ирсӗр усал ҫынсенчен пӗринчен хӑтаратӑр!

— Если вы не перестанете пьянствовать, вы скоро избавите мир от одного из самых гнусных мерзавцев!

I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Сиксе тухать вӗт ирсӗр япала…

— И надо ж так случиться…

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Ҫак ирсӗр ялта пӗр минут та пурӑнма пултараймастӑп!

— Я не могу ни минуты оставаться в этой проклятой деревне!

II // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Хӑвна айӑплатӑр сана турӑ, ирсӗр!

Пусть тебя самое бог накажет, мерзавка ты этакая!

I // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Юлашкинчен акӑ мӗн килсе тухрӗ: эпир ирсӗр ҫынна сыхласа пурӑннӑ пулать.

А вышло так, что приютили злодея.

XXII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Вӑт ирсӗр, хӑй килчӗ!

— Вот ведь гадина, сама пришла!

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ирсӗр!

Куҫарса пулӑш

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл пур: тӑван ҫӗршыва усӑ тӑвас тетӗп, ирсӗр ҫынсенчен ҫӗре тасататӑп, — тесе кӑшкӑрать, тет…

А он: «Хочу послужить отечеству, хочу очистить землю от дрянных людей…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Камӑн кӑкӑрне — вилнӗ чӗре вырӑнне — хӑйӗнпе хӑй киленсе пурӑннин тем пысӑкӑш ирсӗр шыҫҫи вырнаҫнӑ, — ҫавсем анчах ытлашши… ҫавах вӗсем те кирлӗ, калӑпӑр — вӗсем ҫине эп хамӑн курайманлӑха тӑкма пултаратӑп, ҫавӑншӑн та пулсан кирлӗ…

Только те люди, у которых в груди на месте умершего сердца — огромный нарыв мерзейшего самообожания, — только они— лишние… но и они нужны, хотя бы для того, чтобы я мог излить на них мою ненависть…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пыр ҫавӑн пек ҫын патне, уҫ унӑн алӑкне, — сан ҫине ҫавӑнтах виле шӑрши персе тухать, ху сывлакан сывлӑша темле кӑвакӑш калакан ирсӗр шӑршӑ ҫапать…

Дотронешься до такого человека, отворишь дверь в него, и на тебя пахнёт вонью разложения, и в воздух, которым ты дышишь, вольется струя какой-то затхлой дряни…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мӗскӗне паракантан ирсӗр ҫын ҫӗр ҫинче урӑх ҫук, ҫавӑн пекех — панине илекентен телейсӗр ҫын тӗнчере урӑх ҫук!

Нет на земле человека гаже и противнее подающего милостыню, нет человека несчастнее принимающего ее!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн сӑмахне ӳсӗр ҫынсен тӑрлавсӑр кулли тата пӗчӗк хура этемӗн хӑлхана ҫуракан ирсӗр сасси ответленӗ:

Ему отвечал громкий бессмысленный смех пьяных людей и резкий, противный крик черного человечка:

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ирсӗр эс ытах та чӗререн каласан…

Подлец ты, если по совести сказать…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома ун ҫине хӑяккӑн пӑхса илнӗ те, тарӑхса: — Эккей, мӗнле ирсӗр калаҫатӑн эс! — тесе хунӑ.

Фома посмотрел на нее сбоку и с раздражением сказал: — Экие у тебя слова — противные!..

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ырӑ юрӑ юрласан — йӗретӗн эс… кам та пулин ирсӗр ӗҫ тусан — хӗнетӗн ӑна…

Песню хорошую поют — плачешь ты… подлость человек делает бьешь его…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех