Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вунӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вунӑ (тĕпĕ: вунӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунӑ кунлӑх семинар тет-и?

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

— Анне вунӑ ҫул каяллах вилнӗ ҫав, — сӑнран тӗксӗмленнӗскер, плащ кӗсйинчен пирус кӑларчӗ Моляков, анчах хӗрарӑм умӗнче туртма аван мар пек туйӑннӑран пирусне вӑл самантрах каялла чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Пӑртак хурланса илнӗшӗн ӑна тиркеме кирлӗ мар: хӑй ҫуралса ӳснӗ тӑван яла юлашки хут вӑл вунӑ ҫул каялла килсе кайнӑ, инҫетри Ҫӗпӗр ҫӗрӗнче вара ҫирӗм ҫула яхӑн пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вунӑ ҫул та иртсе кайрӗ ӗнтӗ унтанпа.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ, акӑ, тыткӑна лекнисене вунӑ салтак офицер патне илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу, Тимофей-хусах тата вӑл суйласа илнӗ вунӑ ҫын хуралҫӑсемпе пӗрле карман хапхинчен кӗрсе кайса ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр вунӑ ҫын илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пачӑшкӑпа пӗрле — вунӑ салтак.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вунӑ куна яхӑн вӑл вӑрманта выҫӑллӑ-тутӑллӑ ҫухалса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вунӑ тупӑ ытла туса хатӗрлерӗ вӑл хӑй юлташӗсемпе пӗрле.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Туя килнӗ ал кӳме, Вунӑ кӳмми хуҫмалла; Туя илем шеп кӳртме Таш вырӑнне сармалла.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ылтӑнран ҫӗрӗ эпӗ хывтартӑм Вунӑ сум ылтӑн укҫаран.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗҫ ӗҫлеме шар курма Вунӑ арҫын тарҫӑра, Килне ҫуртне упрама Ҫич хӗрарӑм чурара.

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хайхи тарӑхса кайнӑскерсем, Гитлер портретне пӑхса тӑмасӑр, пулеметсенчен, автоматсенчен ҫунтарма тытӑнчӗҫ, пӗр вунӑ минут хушши пенӗ хыҫҫӑн хайхи портрета ала пек турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Хампа пӗрле вунӑ зарядлӑ снайпер винтовкине, пӗр сумка патрон, тӑватӑ «лимонка» тата ҫимеллисем илтӗм те взводри юлташсемпе сывпуллашса уйрӑлтӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Вӑл пӗр-пӗччен унта вунӑ фашиста чиксе, персе вӗлернӗ, анчах хӑйне хыҫалтан тухса пӗр нимӗҫ фельдфебелӗ вилмеллех амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Инҫех те мар, пӗр вунӑ метрта пулӗ, темиҫе снаряд шартлаттарса ҫурӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Малтанхи йӗтре пулемет ячейкинчен пӗр вунӑ метр аякра хашлатса ҫурӑлчӗ, чул-тӑпра таҫта ҫити сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Тепӗр йывӑҫ, юманах илер, вӑтам этем ӗмӗрӗнчен вунӑ хут ирттерет, темиҫе ӑрӑва ырлӑх-сиплӗх, ҫутҫанталӑка чӗрлӗх-хӳтлӗх, илем кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑрҫӑ ҫинчен каласа пар-ха, асатте! — тесе ҫулӑхрӗ ун ҫумне вунӑ ҫулхи мӑнукӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех