Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуланӑ (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата Шанют Лилиенталь виличчен темиҫе уйӑх маларах, пӗлнӗ пекех, Лилиенталь аппарачӗпе вӗҫесси хӑрушши ҫинчен ҫырнине те вуланӑ.

Они знали его утверждение, сделанное за месяц до смерти Лилиенталя, что планер Лилиенталя далеко не безопасен.

7. Сывлӑшра вӗҫес ӗҫри пионерсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Райтсем вӑл ҫырнӑ «Вӗҫекен машинсен прогресӗ» ятлӑ кӗнекине вуланӑ, вӑл 700 хутчен планерпа ӑнӑҫлӑ вӗҫсе аннисем ҫинчен ҫырнине тишкерсе вӗреннӗ.

Они прочитали его книгу «Прогресс в летательных машинах», изучили его записи больше чем о семистах успешных спусках на планерах.

7. Сывлӑшра вӗҫес ӗҫри пионерсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Ҫапах Райтсем Лилиенталь ҫырнӑ кӗнекесене вуланӑ, сывлӑш пусӑмӗ ҫинчен вӑл ҫырнӑ таблицӑсене вӗреннӗ.

Райты с громадным вниманием читали статьи Лилиенталя и изучали его таблицы воздушного давления на крылья.

7. Сывлӑшра вӗҫес ӗҫри пионерсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Кайӑк вӑл — чӑн-чӑн аэроплан, — тетчӗ каярахпа Орвиль, хӑйсен кӗнекесем вуланӑ хыҫҫӑн пулнӑ выводсем ҫинчен аса илнӗ чухне.

— Птица, — это настоящий аэроплан, — сказал как-то много лет спустя Орвилль, рассказывая о выводах, к которым они пришли после многих часов чтения и наблюдений.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Вӑл хӑй темиҫе хутчен вуланӑ профессор Мерей ҫырнӑ «Чӗрчунсен механизмӗ» ятлӑ кӗнекере вӗҫен кайӑксем ҫинчен ҫырнине тепӗр хут вуласшан пулнӑ.

И достать книгу, которую он читал уже несколько раз: «Механизм животных» профессора Марея; он хотел перечитать отдел о птицах.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Пӗрре 1896-мӗш ҫулта Вильбур вырӑнти хаҫатра Отто Лилиенталь ятлӑ нимӗҫ сасартӑк вилни ҫинчен вуланӑ.

Однажды, в 1896 году, Вильбур прочел в местной газете известие о внезапной смерти немца Отто Лилиенталя.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Пуринчен ытларах вӑл наукӑсем ҫинчен е механика ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене юратса вуланӑ.

Особенно интересовался он научной литературой и книгами по механике.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Вӑл тем те вуланӑ — хаҫатсем, журналсем, вак-тӗвек кӗнекесем те, шултра кӗнекесем те.

Он читал все — газеты, журналы, брошюры, книги.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Вӑл нумай вуланӑ, нумай вӗреннӗ.

Он много читал и учился.

4. Хут ҫӗленсем, бейсбол, шинни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Вӗсем библиотекӑран кӗнекесем илсе тӑнӑ, хаҫатсем, журналсем илсе вуланӑ.

Они брали книги из библиотек, читали журналы и газеты.

2. Райт килйышӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Вӑл питех ӗҫчен пулса, кӗнекесем те ытларах вуланӑ.

Он был более прилежен, больше читал.

2. Райт килйышӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Вильбур уйрӑмах нумай вуланӑ.

Вильбур читал особенно много.

2. Райт килйышӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Халиччен сводка итленӗ чухне ҫынсем пӗкӗрӗлсе мӗскӗнӗн тӑратчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине те пӑхмастчӗҫ, шӑлӗсене хурлӑхлӑн ҫыртатчӗҫ, халӗ вара сводка итленӗ е вуланӑ чухне ҫынсем куҫ умӗнчех ҫамрӑкланаҫҫӗ пек туйӑнать.

Раньше, бывало, слушая сводку, горбились люди, горько стискивали зубы, а теперь слушают, читают и словно молодеют на глазах.

Климушка пахчара // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хаҫат вуланӑ хыҫҫӑнах ҫынсем ӗҫе саланаҫҫӗ.

Прочитав, быстро расходились на работу.

Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Питӗ нумай вуланӑ ҫынччӗ вӑл, большевик шухӑшлӑ ҫынччӗ.

Это был начитанный, по-большевистски мыслящий человек.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӗрре ҫак ҫын псалтир вуланӑ чухне: «Эпӗ ҫап-ҫамрӑкчӗ, халӗ ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫын нимӗнсӗр юлнине е унӑн ачисем ҫӑкӑр ыйтса ҫӳренине курмарӑм», — тенӗ сӑмахсене тӗл пулнӑ.

Бедный человек читал раз псалтырь и прочел эти слова: я был молод и состарелся и не видал праведного оставленного и детей его просящих хлеба.

1000 ылтӑн укҫа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Темиҫе сыпӑк вуланӑ хыҫҫӑн тин пуҫсӑр юланут тепӗр хут тухать.

Только после нескольких глав всадник без головы появляется вновь.

Майн-Рид // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с. — 3–5 с.

Майн-Рид пурӑннӑ вӑхӑтра Америкӑра Эдгар По писатель пысӑк чапа тухнӑ, уйрӑмах унӑн «хӑрушӑ» калавӗсене нумай вуланӑ.

Во времена Майна-Рида в Америке приобрел большую славу писатель Эдгар По, особенно много читали его «страшные» рассказы.

Майн-Рид // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с. — 3–5 с.

Кӑткӑ йӑвинче термит-кӑткӑсем ҫинчен вуланӑ лекци

Лекция о термитах, прочитанная в термитнике

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче Толстоя ӑмӑртса вуланӑ, сӳтсе явнӑ, куҫарнӑ — уроксенче, ялхуҫалӑх ферминче, килте, улахсенче…

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш пулар та итлесе пӑхар...» // Геннадий Волков. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с. — 5–8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех