Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тинех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павлуш тинех ӑнланчӗ: ун умӗнче ҫӗрлехи патруль иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тинех аса илчӗ Эльгеев: кашни ҫул Хусанта майӑн пуҫламӑшӗнче Хӗрлӗ хӗрес «Шур чечек» кунӗ туса ирттерет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра Максимов тинех асӑрхарӗ: председатель алсӑр салтак иккен.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Николаевич хӑйӗн йӑнӑшне тинех йӑлтах ӑнланса илчӗ, анчах ҫар начальникӗпе ун ҫинчен хӑюллӑнах калаҫма хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑт тинех пурнӑҫ пулать вара!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тинех хайхи революци тӗнчипех сарӑлать!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Килтисене пит хӑратрӗ вара сан телеграмму, Яким, — тинех сывлӑш ҫавӑрса ярса, каларӗ Костя хӑйӗн ӗлӗкхи юлташне.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑваш халӑхӗ тинех тӗттӗмрен ҫутта тухать!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав каҫ Михаил Николаевич хӑйне тинех ҫӑмӑллӑн туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аса илтӗм тинех: эсир ординатор пулнӑччӗ вӗт ун чухне, те Александр Михайлович, те Михаил Александрович, тетчӗҫ ҫав тухтӑра.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫичӗ ӗмӗр хушши хӗн-хур курнӑ чӑваш халӑхӗ хӑйӗн ӗлӗкхи мухтавлӑ вӑхӑтне каялла тавӑрма тинех май тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара тинех ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем самодержави ишӗлнипе савӑннӑ, революци пӗтӗм Россия халӑхне тинех ирӗклӗ пурнӑҫ парассине ӗнентернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иккӗленнӗ чӗре хӑй вырӑнне тинех тупнӑ: манман мана Соня, манман, тесе хӑйне хӑй лӑплантарнӑ Миша.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Латин чӗлхи тинех кирлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗтрӗ пуҫ пулӗ вара тинех чӑвашшӑн, тет вара пиччӗшне, леш хӑйӗн ачисене учитӗле кӑларма тӑрӑшни ҫинчен илтсен.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӗ ӗнтӗ тинех Михала тӗрес ҫул ҫине тухрӗ курӑнать, ҫак ҫулпа вӑл вӗҫне ҫити малалла пырӗ тесе шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Малалла вара — ҫӗрлехи хӑрушӑ тӗлӗк; икӗ ҫын сӗм тӗттӗмре ҫаврӑнать-сикет, вӗсем ухӑ йӗпписен шӑвӑнчӑк шӑхӑрӑвӗнчен пытанаҫҫӗ, халран кайнипе ӳкеҫҫӗ, упаленеҫҫӗ, вӗсенчен пӗри, пӑшалне сыхласа хӑварнӑскер, тилӗрсе хыҫалалла перет те перет, акӑ тинех тӗксӗм юхан шывпа кимӗ патне ҫитсе ӳкрӗҫ.

А дальше был страшный ночной сон, когда, кружась во тьме, кланяясь ползущему свисту стрел и падая от изнеможения, два человека, из которых один, сохранивший ружье, бешено стрелял наугад, — пробрались к темной реке и лодке.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Акӑ тинех вӑл картише тухрӗ те курать: ӑна асӑрхасанах шофер руль умне кӗрсе ларчӗ.

Наконец, она вышла во двор, где увидела шофера, тотчас усевшегося к рулю при виде ее.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Йӗрех, мӑн кӑмӑллӑскер, — терӗ Моргиана, — санашкаллисемшӗн куҫҫуль кунӗ тинех ҫитрӗ.

— Плачь, гордая, — сказала Моргиана, — настал день слез и для подобных тебе.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех