Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗп сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗп (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавнашкал хумхану-пӑлхав сӑлтавне тӳрех тата яланлӑхах тӗп тумалла.

Необходимо раз и навсегда уничтожить причину подобной возбуждаемости.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗкӗрлӗ стенара — тӗлӗнтермӗш ӳкерчӗк: тӗп тӳремре — марсиансен пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатакан, шухӑшлӑ сӑнӗсем.

В зеркальной стене появилась странная картина: на центральной площади — озабоченные, шепчущиеся кучки марсиан.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗп тӳремсем курӑнаҫҫӗ: картлашкаллӑ-картлашкаллӑ ҫуртсем, ҫӗрте сырӑнса ӳсекен чӑпар ешӗллӗх, хӗвел ҫинче ҫуталакан кантӑксем, капӑр тумлӑ хӗрарӑмсем, урам варринче — лутра сӗтелсем, тӗрлӗ чечек лартса тултарнӑ ансӑр вазӑсем.

Появлялись центральные площади: — уступчатые дома, ползучая, пёстрая зелень, отсвечивающие солнцем стёкла, нарядные женщины, посреди улицы — столики, узкие вазы, полные цветов.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫурҫӗр енчен кӗл тӗслӗ сӗмлӗхрен океан хумӗ ҫӗкленсе килет те чӗрӗ мӗн пурлӑха тӗп туса Ҫӗр тӑрӑх кусать, кусать…

С севера поднялась из пепельной мглы океанская волна, и пошла по земле, уничтожая всё живое.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Хӗвел пайӑрки тӑпра ҫине ӳкет, пӗтет те Ҫӗр ҫимӗҫӗсенче чӗрӗлсе тӑрать: акӑ — пурнӑҫӑн тӗп йӗрки.

«Солнечный луч падает на землю, погибает и воскресает в плод земли: — вот основной закон жизни.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Негрсем цивилизацие хӑвӑрт йышӑнаҫҫӗ те Тӗп Африкӑра пысӑк хуласем никӗслеме пуҫлаҫҫӗ.

Негры быстро усваивали цивилизацию и начали постройкою гигантские города в центральной Африке.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗлӳ ӑслӑлӑхӗ икӗ пайран тӑрать: хатӗрленӳ, — ӳт-кӗлетке, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе ӑс аталанӑвӗ; тӗп, — ҫут ҫанталӑка, тӗнчене тата формулӑсене (вӗсен урлӑ аталанса ӑнтӑлакан матери ҫут ҫанталӑкпа хуҫаланма пуҫлать) тӗпчесе ӑнланни.

Наука знания разделялась на две части: — подготовительную, — развитие тела, воли и ума, и основную, — познавание природы, мира и формул, через которые материя устремлённого знания овладевает природой.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫывӑракан Пуҫ тӗнӗ пуриншӗн те — ҫӗнӗлӗх, вӑл — хуҫаланупа вӑй-хӑватӑн тӗп хатӗрӗ, анчах ҫав тӗнӗн тӗшшине, шалти пӗлтерӗшне Иерофантсем ҫав тери пысӑк вӑрттӑнлӑхра упраҫҫӗ.

Культ спящей головы был открытым для всех, — это было главным орудием силы и власти, но смысл, внутреннее содержание культа, Иерофанты хранили в величайшей тайне.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Эпир Тумана парӑнтартӑмӑр, пире тӑшманла йӑхсене тӗп турӑмӑр, Туман халӗччен пулӑхсӑр пулнӑ тӳремлӗхӗсене шӑвармашкӑн, ҫурхи шыв пухмашкӑн управсемпе пысӑк-вӑрӑм каналсем тума пуҫларӑмӑр.

Мы покорили туму и уничтожили враждебные нам племена, мы начали строить водные хранилища и большие каналы, дабы собирать полые воды и орошать доныне бесплодные равнины тумы.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ку, — ҫакна Лось каярахпа пӗлчӗ, — Инженерсен Аслӑ Канашӗ, — Марс ҫинчи мӗн пур ҫӗр-шыва ертсе пыракан тӗп тытӑм.

Это был, как Лось узнал впоследствии, Верховный Совет Инженеров, — высший орган управления всеми странами Марса.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗнче тӗп хулисем анархире пӗтнӗ.

Столицы мира погибли в анархии.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Маша тӑнлать, — утни аяккалла кайса пырать: старик, ахӑртнех, тӗп пусмапа аялалла анать.

Маша вслушивалась, — шаги теперь отдалялись: старичок, видимо, уходил по парадной лестнице вниз.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хваттертен тухрӗ, тӗп алӑка питӗрсен лаптак ҫӑра уҫҫине жилет кӗсйине чиксе хучӗ.

Вышел из квартиры, запер парадное, и плоский ключик положил себе в жилетный карман.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унта та кунта — тӗп урамра та, Ҫуткаспа Йӳҫкасра та — хуйханнӑ кунӑе сассипе тӳлеклӗхрен писсе, шарлаттарса автан авӑтать, йытӑ лӗр-лӗр вӗрет.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫав янраттарнӑ халлӗнех вара ним путти-латтине уяман Виталий, Ҫуткас урамне ҫуй тутарса, ҫывӑрманнинне чӗрине пӑчӑртантарса, ҫывӑраканнине шарт! вӑратса ыйхӑран, хӑй кӑмӑллӗн те шалкӑм ҫумӑррӑн тӗп кассалла пӑрӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матвипе Кӗҫени тӗлне, ирхи куна каҫ туса, райцентртан хӑна-вӗрле сӗтелли ҫине сӑй-мӗн туянса таврӑнакансен тӗлне (тӗп ӗмӗчӗ вӗсен Кӗҫени валли туй кӗпи туянассиччӗ, пусма-тавар лавккисене кӗменни хӑвармарӗҫ — ҫук, тупӑнмарӗ ҫураҫнӑ хӗр валли шурӑ-шурӑ пӗркенчӗк, туйне вырсаникуна, ыран каҫалана, палӑртнӑ!), поселока ҫитесси пӗр вунӑ ҫухрӑмсем юласпа тухрӗ ӑнсарт чӑрмав: машина, хӑй еккипе чиперех пыраканскер, айлӑмалла пӑрӑннӑ чухне сасартӑк чӑх-чах тукаларӗ те ҫавӑнтах мотор лап сӳнсе ларчӗ; урӑх, мӗн чул чӗртес тесе тӑрмашсассӑн та, мӑкӑл та сас памарӗ — хуллен-хулленех лапама анса лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗҫени, Шупашкар больницинче операци хыҫҫӑн уйӑх ҫурра яхӑн выртса хӑрушла хухнӑскер, юр тӑрӑх пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ те ҫӑматтисемпе (ҫӑматтисене, тухмалли хыпарне пӗлсен, Матви хурса пынӑччӗ тӗп хулана), чарӑнса, умри ҫутҫанталӑка тӑранайми сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ну, эпӗ тӗп фигура пулсан, пӗчченех ак эппин.

— Ну сей один, если я главная фигура.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Кам-ха вара тӗп фигура?

Кто же главная фигура?

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

— Эсӗ кунта тӗп фигура — тракторист.

— Ты главная фигура — тракторист.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех