Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ вӑкӑра хӑваланӑ май вӑл шухӑшпа хӑйӗн пурнӑҫӗ патне тӗрлӗ енчен пыра-пыра пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Темиҫе тӗрлӗ вӑрлӑх акма юрамасть, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ кӑҫал тем тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ паратӑп, пӗр хут тумалли ӗҫе виҫӗ хут тӑватӑп, анчах ҫуркунне калчана шӑрӑхпа пӗтерместӗп.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман паян тӗрлӗ ҫӗре нумай куҫса ҫӳремерӗ, тутаркассен ушкӑнӗнче ытларах вӑхӑт ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Станци тунӑ ҫӗрте унта пин тӗрлӗ япала кирлӗ пулать, хамӑрӑн пирӗн хатӗрлени нимӗн те ҫук.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юрату та, тем тӗрлӗ пӗркенчӗкпе пӗркенсе тӑрсан та, ҫиеле тухатех.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун вырӑнне хӗрачана счетоводпа юнашар ларакан Гариф тем тӗрлӗ ыйтусемпе кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та, мӗн тӗрлӗ тулӑ ӳстерме пулать вӑл ҫӗрӗк тӑпри ҫинче!

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑш вырӑнта мӗнле тӑпра пулнине кура, ӑна тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа сӑрласа пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем херсе ҫуртырри вырнӑ вӑхӑтра Сехре хӑйӗн садӗнчи пулнӑ-пулман панулмине йӑлтах пуҫтарнӑ та, тӗрлӗ михӗ-ещӗксене тултарса, укҫалла тытнӑ икӗ лавпа пристане турттарса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Татса кайнӑ пӗве патне пӗр кӗтӳ ача пуҫтарӑннӑ, вӗсем ҫӑка шӑхличсемпе тем тӗрлӗ кӗвӗ те калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗрлӗ тӗслӗ пусма кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем хушшинче Ятман пуҫ тӳпи ҫине тюбетейка лартса янӑ Кабире курать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑҫта пӑхан, унта — тӗрлӗ теслӗ тутӑр, кӗпе, саппун, икӗ ял хӗрарӑмӗсем ҫаран ҫине ӗҫлеме мар, хӑйсен уяв тумне кӑтартма тухнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун куҫӗ умне тӗрлӗ картинӑсем тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эсир ялӗпе нумай укҫа-тенкӗ пухнӑ, фронта тӗрлӗ парне те сахал мар ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Агроном Левентейпе тӗрлӗ ӗҫ пирки чылай тавлашнӑ, ҫапах та кун пекех хыттӑн калаҫни пулманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах эпир ӑна иксӗмӗр икӗ тӗрлӗ ӑнланатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Конюхсен ҫуртӗнче никам та ҫукчӗ, вӗсем вара Иван пиччен пӑрӑнӑҫлӑ пурнӑҫне тӗрлӗ енчен сӳтсе явса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ялти тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен хӗрсе кайсах калаҫма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, Ятман хӑйне итлет пулӗ тесе ун ҫине ӑшшӑн пӑха-пӑха илкелетчӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна ҫын пур чух ытлашши калаҫнӑшӑн юратман Левентей тепре пӳлсе хучӗ:

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир рабочисемпе фронтовиксене тырӑпа тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ ытларах парӑпӑр тесе шантарса каларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех