Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтах сăмах пирĕн базăра пур.
йӑлтах (тĕпĕ: йӑлтах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫман пурлӑха А.Бадиров унччен йӑлтах вырнаҫтарнӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

— Куракансемпе йӑлтах чӑвашла калаҫса, хам та докладне чӑвашлах туса.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Ҫакӑ йӑлтах Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗн Миша Григорянӑн 1995 ҫулта ӳкернӗ «Синкер» /Трагедия/ картининче чуна витермелле сӑнарланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Вӑл выҫӑпа вилнӗ ҫинчен пӗлсен… йӑлтах вӑйран кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

— Ывӑлӑм, аслаҫу та выльӑх тухтӑрӗ пулнӑ, эсӗ вара йӑлтах ӑна хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫакна йӑлтах маларах шута илмелле.

Куҫарса пулӑш

Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Унтан ӑна сивӗтмелле, йӑлтах хутӑштармалла.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Шӑпах вӑл ӗнтӗ - йӑлтах сӑнаса тӑраканни, ҫак арпашулӑха хӑй пӗлнӗ пек йӗркене кӗртме тӗмсӗлекенни.

Куҫарса пулӑш

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Йӑлтах - халӑхран пухнӑскерсем-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Пӗлтӗр йӑлтах сухаласа хӑварнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Нӳхрепри сывлӑш ҫаврӑнӑшӗ йӗркеллех-и, стенасем тарламаҫҫӗ-и, температура виҫеллех-и? Ҫаксем йӑлтах пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№

Мӑшӑрӗшӗн Петр Порфирьевичшӑн — шанчӑклӑ арӑм, ачисемшӗн йӑлтах меллештерме май тупакан амӑшӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫӗнӗ машина туянакансем валли мӗн кирли пирӗн йӑлтах пур.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Унсӑр пуҫне автохими, ҫунтармалли-сӗрмеллисем материалсем йӑлтах пур.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Петр Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх — вӗсен ВАЗ, ГАЗель автомашинӑсем валли саппас пайсем йӑлтах пур.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫакӑ йӑлтах ачасемшӗн те, ҫитӗннисемшӗн те чӑн-чӑн шкул пулса тӑрать.

Это становится настоящей школой и для детей, и для взрослых.

Тӗллев — лайӑхрах пуласси // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Йӑлтах чӑтма тивет.

Все приходится терпеть.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Вӑл йӑлтах пӗлетчӗ, мӗн ыйтнине ҫийӗнчех тупса паратчӗ, ҫамрӑксене те сӗнӳ-канашпа пулӑшатчӗ. Хӑйӗн ӗҫне яланах тӗплӗн те тирпейлӗн тӑватчӗ», — аса илет ҫав вӑхӑта Чӑваш телерадиокомпанийӗнче 40 ҫула яхӑн ӗҫленӗ Венера Большова.

"Она все знала, что спрашивали - находила сразу, и молодым помогала советами. Свою работу выполняла обстоятельно и аккуратно", - вспоминает то время проработавшая около 40 лет в Чувашской телерадиокомпании Венера Большова.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫланӑ каччӑ малашнехи пурнӑҫне йӑлтах милиципе ҫыхӑнтарнӑ.

Юноша, выполнивший долг перед Родиной, будущее полностью связал с милицией.

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Экстрасенс йӑлтах вырӑна лартма шантарнӑ, йӑла-йӗркене пурнӑҫлама пӗр вӗҫӗм укҫа ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех